New
Пӗр чӗлхе тупса пӗр-пӗрин чун калинккисене яриех уҫса ярсан, пӗр-пӗринпе ӗмӗрлӗхех пӗр сӳнми юратӑва тӗвӗлӗнме сӑмах татсан, пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрне ыталаса илсе чуп тума та хатӗрччӗ вӗсем, пуласлӑхӑн асамлӑ тӗнчинелле ҫутӑлса, ҫунатланса, ҫумма-ҫумӑн, алла-аллӑн тытӑнса «асамат кӗперӗ айӗпе утаканскерсем»…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Кукамай» ӑшши ҫупӑрланӑ куҫ тулли тавралӑх та савӑнӑҫ тӗтри витӗр вӗсене юмахри сарӑ кун ҫӗршывӗ пек туйӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Паллах, ку иртнинчи юрату сукмакӗ ҫинчи «тумхах» хӗрпе каччӑ кӑмӑлне «ҫурхи вӑйӑри чуччу ярӑнтараймарӗ», анчах ӑна, кӑмӑла, шартах хуҫса та пӑрахаймарӗ, вӑш-вӑш вӑшлаттарса вӗрекен ҫилӗ те вӗсене сивӗтеймерӗ, анӑҫра анакан хӗрлӗ шан пек ӑшӑ хӗвел те халӗ ылтӑннӑн-кӗмӗллӗн йӑлтӑртатакан, вӗсен пӗрлехи пуласлӑх ҫулне яр ҫуттӑн ҫутатакан ырӑ паллӑ пек курӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫапла ҫав ҫыру йӗрсӗр-мӗнсӗр ҫухалнӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Адресне е адресантне шыраса тупса ҫырӑва ун патне яма вара никам та, ҫав шутра почтӑра ӗҫлекенсем те, тим хурман курӑнать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр ҫырӑва Ч. ялне янӑ пулнӑ, анчах ҫав тӗле Полина ӗнтӗ ку ялта мар, А. ялӗнче пурӑннӑ, мӗншӗн тесен ашшӗне каллех шкул директорӗ пулса ӗҫлеме урӑх яла — А. ялне — куҫарнӑ пулнӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр пульницӑран Полина патне янӑ ҫырупа вара акӑ мӗнле манерсӗр япала сиксе тухнӑ иккен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӗр ӑна тимлӗн итлерӗ, тӗлӗнмеллипе тӗлӗнчӗ, шеле тивӗҫлине шеллерӗ, хут-хут ыйтусем те пачӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Йывӑр сӑмахсем чунӗ-чӗрисене йывӑррӑн пусӑрӑнса выртрӗҫ, ҫӑмӑлраххисем унтах чӗрӗ пурнӑҫ, юрату, парӑнманлӑх вӑррисем сапса хӑварчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хальлӗхе ун калаҫӑвӗн ҫӑмхи хӑйӗн вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн йӗрленнӗ кун-ҫулӗ тавра ҫеҫ (унчченхи пурнӑҫӗ ҫинчен калас сӑмахне ӳлӗмлӗхе хӑварса) сӳтӗлчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тӳлек те сӗртӗнкелерӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сӑнне-питне пӗрре йӑлтӑр хӗвел шевли харсӑрланса ҫутатрӗ, тепре тӑхлан пӗлӗт хупларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хурӑн шывне типтерлӗн юхтарнӑ пек, «хӳмене» пуҫа ҫухатса вӑрт-варт сӳтсе тӑкма васкамасӑр шутарчӗ вӑл сӑмахне.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Калаҫӑва Ула Тимӗр пуҫларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тахӑш чӳречерен «юрататӑп сана, пурнӑҫ» тесе, юрӑ шӑранать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ӗнтӗ анӑҫ инҫетӗнче кӑварланакан кутамас шар-хӗвел те, сар ҫу пек ҫемҫен, ытараймасӑр ытамла-ытамла, пил туса, хӑйӗн ылтӑнне чи малтанах хӗрпе каччӑ ҫине сапаланӑн туйӑнать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Шӑпӑл-шӑпӑл-шӑпӑл алӑ ҫупса ячӗҫ ҫулҫӑсем.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӗсем тенкел ҫине пырса ларчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Миҫе ҫул, миҫе уйӑх, миҫе кун, миҫе сехет, миҫе минут, миҫе ҫеккунт кӗтнӗ ӑна Ула Тимӗр.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Акӑ вӑл, ӗмӗтри Полинӑпа пӗрлешсе кайнӑ чӑн пурнӑҫри Полина!