Corpus of the Chuvash language

New

Темле сасӑ пулчӗ умра!

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑштӑр-чӑштӑр, чӑштӑр-чӑштӑр, чашш, ҫӑт-ҫат…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пиҫӗ туратсем, хӑва хулисем питне ҫивӗччӗн, тӑрӑхӑн-тӑрӑхӑн е урлӑ-пирлӗ касса «ҫупкӑланисене» хӑнӑхса ҫитрӗ ӗнтӗ вӑл.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ы-ы-ы-ых, шуйттан!»

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ури темле кӑмӑртан е кӑк-тункатаран ҫакланнине пула ҫӗр ҫине палтӑрах чӑлханса-чикеленсе ӳксен, урӑхларах персе ячӗ:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ай-й-й!» — авӑнса илчӗ: халӗ вӑл самаях шыҫмак, шӑрӑллӑ йывӑҫ вулине ҫамкипе пырса шанлаттарнӑ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Аллине темле шӑрпӑк (е лӑсӑллӑ йывӑҫ йӗппи?) тирӗнсе кӗнӗ иккен.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Шш-ш-ш-ш!»

Нумаях та каяймарӗ Пурис, шӑлне нушаллӑн ҫыртса лартрӗ те ун витӗр сывлӑш сӑрхӑнтарса туртса илчӗ:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрманӗ вара кунта касса уҫӑлмиех тейӗн.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Уҫӑмсӑртараххӑн пулин те, чӑштӑр-чӑштӑр, чӑш-чаш туни илтӗнчӗ, вара Пурис ҫав сасӑ еннелле хиврен, пӗтӗм чун хавалӗпе вӑшкӑнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак тата чарӑнса тӑчӗ: «качтаки» куҫӑмне палӑртакан сасса хӑлхине чанк тӑратсах тӑна хывасшӑн пулчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла Пурис сылтӑм аллине малалла кӑнтарса, унпа умри инкек-синкеке сиркелесе, малалла талпӑнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Иккӗмӗш Пурисӗ ҫав-ҫавах пуҫне каҫӑртса хӑйне ҫеҫ тӗнче тӗнӗлӗ тӑвасшӑн мӑкӑртататчӗ-ха, анчах, телее, пӗрремӗш Пурисӗ тек ӑна итлемерӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак Пурис мӗшӗлт хускалчӗ, унтан, хӑйне хытара-хытарах пӗр утӑм турӗ, иккӗ, виҫҫӗ, татах, татах…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис хӑйпе мӗн пулса иртнине сиссе те юлаймарӗ — таҫти шалти, тӗпри тӑп-тӑрӑ ӑс-тӑн (тӗрӗссипе Пурисӑн пӗрремӗш, усалли парӑнтарайман сӗмӗ!) ӑна, ҫӑтӑрт тан тапнӑн, «ҫакӑ хӑрушӑ вӑрманта ҫынна ҫын ҫеҫ ҫӑлса хӑварма пултарать», тесе асӑрхаттарнӑн ниҫталла та мар, «качтаки» хыҫҫӑн ҫеҫ тапаҫланма ҫине тӑрсах, хытӑрласах ӑса кӗртрӗ, васкатрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасӑ майӗпен хавшаса, уҫӑмсӑрланса пыни палӑрчӗ, апла пулсан лешӗ вырӑнӗнчен тапраннӑ — малалла куҫать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак ӗнтӗ лере, «качтаки» тӗттӗмре курӑнми пулнӑ тӗлте, шӑт-шат, ҫӑт-ҫат, чӑштӑр-чӑштӑр, чӑшш-чашш тунӑ сасӑ илтӗне пуҫларӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Качтаки» вара шӑп та шай пӗр еннелле, тӗллевлӗн пынӑ пек туйӑнать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑҫталла?

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed