New
Аля ун ҫине ӳпкевлӗн пӑхса илчӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Альӑпа эпир ӗлӗкхи туссем, ял хуҫалӑх институтӗнче пӗрле вӗрентӗмӗр, ӗҫлеме те кӳршӗ колхозсенче ӗҫлетпӗр… вӑл паҫӑр каланине илтрӗр пулӗ, — терӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ман алла вӑл ҫирӗппӗн тытса пӑчӑртарӗ те, ҫумри хӗр ҫинелле пуҫӗпе сӗлтсе, шӳтлӗ сӗмпе каларӗ:
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ҫапах та унӑн ялкӑшакан сӑнне пӑхсан, вӑл хӑйне тиркесе калаҫнишӗн ытлашши пӑшӑрханнӑ евӗр туйӑнмасть.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Эпӗ ӑна кунта пӗрремӗш хут куратӑп, анчах ун ҫинчен самаях пӗлетӗп тес пулать, — пухура ӑна самаях тиркесе калаҫрӗҫ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Акчуров — яштака пӳ-силлӗ, ҫуткам сӑнлӑ каччӑ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Вӑл коридорта Акчуровпа калаҫса тӑратчӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ларусем хушшинче канса илнӗ вӑхӑтра редактор мана Нагасовӑпа паллаштарчӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Тата хытӑрах кирлӗччӗ те — хӗрхентӗм, авланиччен тӳрленӗн терӗм, — кулкаласа тавӑрчӗ хаваслӑ хӗр.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Тин мунча кӗртрӗр эппин мана, Алевтина Назаровна, — терӗ ӑна Акчуров, вырӑн парса.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Нагасова сцена ҫинчен йӑпӑр-йӑпӑр утса-чупса анчӗ те пирӗн хыҫри Акчуров ҫумне пырса ларчӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ҫынсем пурте алӑ ҫупса ячӗҫ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ман шутпа, малашне хими пирӗн хуҫалӑхӑн пур отраслӗсенче те тӗп вырӑн йышӑнмалла, вӑл ял хуҫалӑхӗнче вӑхӑтлӑх кӑна мар, ӗмӗрлӗх хуҫа пулмалла! — тесе пӗтерчӗ хӗр хӑйӗн сӑмахне.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ун вырӑнне пӗр питӗ сиенлӗ шухӑш анлӑ сарӑлнӑ: выльӑх апатне химилле майсемпе хатӗрлесси кӑҫалхи йывӑр ҫул ҫеҫ кирлӗ, теҫҫӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Анчах халлӗхе ҫак паха опыт колхозсенче сахалтарах сарӑлнӑ-ха.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Выльӑхсене гидролиз ҫӗприпе тӑрантарни анатра белок ҫитменнине саплама пулӑшать.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Выльӑхсене ҫӗнӗлле мӗнле тӑрантарасси ҫинчен пӗр-пӗр кичем лектор каласа парас пулсан, тен, залри ҫынсем паҫӑрах ҫывӑрса кайнӑ пулӗччӗҫ, анчах ун ҫинчен ҫак хаваслӑ та хивре хӗр янравлӑ та уҫӑ сасӑпа каланӑран пысӑк хура куҫӗпе пӗрре ӑшшӑн кулса, тепре хаяррӑн пӑхса каланӑран, вӑл залри ҫынсене хӑйӗн сӑмахне ӗнентересшӗн кӑна мар, хӑй те пӗтӗм чунтан ӗненсе каланӑран, чӗререн пӑлханса, хавхаланса каланӑран — ӑна итлеме хаваслӑ та, кӑсӑк та.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Хӗрсе калаҫнипе хӗрӗн кӗре пичӗ хӗрелнӗ, ҫаврака хура куҫӗсем ҫӑлтӑр пек ялкӑшаҫҫӗ, кулса илмессерен йӑлтӑрти шурӑ шӑлӗсем курӑнаҫҫӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Илемлӗ пӗчӗк пуҫне сулса илмессерен кӗске хура ҫӳҫ пайӑркисем пичӗ ҫинелле сапаланса анаҫҫӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Кӑкӑрӗ ҫинче комсомол значокӗ ялкӑшать.