New
Уйсенче ырашсем ҫатраланса ӳкрӗҫ, Тикӗс шӑтнӑ ҫуртри хуралса пӗтрӗ.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Уяр ҫу, типӗ ҫу пит вӑраххӑн иртрӗ, Пӗр тумлам та ҫумӑр тӗсӗ пулмарӗ; Сивӗнсе пӗлӗтлӗ ӗнтӗ кӗр те ҫитрӗ, Кӗлӗшленнӗ тӑпра нӳрелсе курмарӗ.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Анчах эмел ҫур мӑскал Кӳрчӗ вилӗм Чӗкеҫшӗн, Ҫапла хӗрӗн ӑраскал Пӗтрӗ ашшӗ кӑмӑлшӗн…
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Урхана та ун ҫинчен Шӑл ҫури те каламан: Кӗленчинчи имӗнчен Вӑл сиенне шутламан.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Мулентейӗ пӗлсен те: «Ытлашшиех нимӗн те Кунтан пулса тухас ҫук», Тенӗ имҫам тунӑ чух.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Хӗрӗх те пӗр ӑшӗнче Кикен тымар пулнӑ-мӗн: Им имленӗ кӗленче Вил эмеллӗ пулнӑ-мӗн.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Анчах нумай та иртмест, Пирӗн Чӗкеҫ чӗнеймест, Варне тытса ӳпнелле Вӑрса ӳкет ҫӗрелле…
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
«Кӑмӑл тулли каччӑмччӗ, Качча кайма пулмасть пуль, Пырӑм йӑлтах пӑвӑнчӗ, Пӑсакана ылхан юл!»
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
«Апи кӑмӑлӗ ҫемҫешке, Хӗр ӗмӗрӗ хый ҫутти, Атти курки чепчешке, Пыллӑ сӑри чун сутти».
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Куҫне-пуҫне тавӑрса: «Пӗтрӗм» тесе ӗсӗклет, Амӑш ҫине явӑнса Хӗр йӗррипе вӑл хӳхлет.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Пылак тутӑ пыр тӗпне Йӗклентерсе каять те, Хӑйне пӑсса панине Вӑл чухласа илет те!
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Хӗрӗ тытать куркапа, Ӗҫет ӑна тав туса, Юлашкинчен сӑрана Пӑхать темшӗн тутанса.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫавӑнпа та халь Урха Хӗрне парать сар курка: Хӗрӗх те пӗр куркара Имҫам янӑ пыл сӑра.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ниепле те пӑсмасан Имҫампала пӑсмалла, Чӗкеҫ валли, май пулсан, Пӑстав шывне памалла.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Вӑл ҫӗрӗкех тӗшмӗше Мулентейпе ермӗшнӗ, Хӗрӗн туйне иккӗшӗ Пӑсма тесе килӗшнӗ.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ашшӗ чунӗ — хытӑ чун, Хӗрлӗ ҫырти кеврен чул, Хӗр кӑмӑлне кӗмерӗ, Хӗрхенмешкӗн пӗлмерӗ.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Кӗҫ ҫавӑнтах хӗрелсе Чуп савнине асилет, Ашшӗпеле хирӗлсе «Туя пӑсма памӑп» тет.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Чӗкеҫ пӗрре шуралать, Шухӑшласа хурланать, Ашшӗ ҫине пӑхкалать, Пӑхӑннӑ пек туйӑнать.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ашшӗ-амӑшӗ хашкаса Кӗрсе тӑчӗҫ ун умне, Ӳкӗтлесе, ятласа Хуҫаймарӗҫ кӑмӑлне.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Анчах Чӗкеҫшӗн пулсан Инкӗш ухмаха ерни Нимӗн те мар туй пулсан, Пултӑр кӑна хӑй савни!