New
Вун хӗлӗхлӗ кӗсле, юрӑм вӗҫне тӗпле, Илтсе тӑран халӑх, — сана пултӑр сывлӑх; Тепӗр юрӑ юрлӑп — ун чух тата итле: Юрлӑп хальхи ҫинчен — унта тупӑп ырлӑх.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Камӑн кӑмӑл пулӗ — вӑл пулӑшма пӗлӗ: Йӑнӑшсене тупса мана парӗ кӑтартса — Мана кӳрӗ усӑ, хӑйшӗн пулӗ сиплӗ, Эп малтанах хурап ӳн пек туса тав туса.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫапах манӑн пуҫӑм туса пачӗ юрӑ: Пӗри ӑна мухтӗ, тепри тӗппӗн тиркесе — «Пулман ӗҫсем — суя» тесе ӑна хурӗ, Кӗнекине чӗрӗ, чикӗ таҫта тӗркесе.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Нумай паттӑр пӗтрӗ, хӑйӗн ятне ҫӗртрӗ, Асӑнма та ҫук пек ҫемҫе чӗлхе вӗҫӗнче.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫӗр алӑ ҫул ӗнтӗ ҫак самана иртрӗ — Нумай шывсем юхрӗҫ Ҫавал шывӗ ҫийӗнче.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ӗмӗр сакки сарлакине астуса Чӗкеҫ ҫинчен манма пулчӗ Еркиней, Емеленпе халӑхсемпе кар тӑрса Пур тӗнчешӗн тупӑп, терӗ вӑл, телей…
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫапла вара Сившу ялне ҫул уҫать, Унерпипе ват Силемпи кинемей…
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫак сӑмахпа лӑплантарса калаҫать Унерпипе юлашки хут Еркиней.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Тӗлӗк пекех иртсе кайнӑ кунсенни Тин каялла тавӑрас ҫук ырлӑхне, Ҫурхи шыв пек юхса выртать ҫут тӗнче Иртнипеле кичемлес мар чунсене».
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
«Каях, терӗ, Силемпипе кил-ҫуртна, Тавӑрнапа эп те пырӑп юпана; Чӗкеҫ чунне хампа лартӑп юнашар, Иртӗ вара йывӑр пуснӑ типӗ шар.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Асне илчӗ иртсе кайнӑ пӑчава, Тата чаплӑ туйри ӗмӗр манми хуйхӑна.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ирӗк ячӗ тӑхлача ҫеҫ Сившӑва — Упӑшкине юпа туса асӑнма.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Анчах ҫамрӑк утаман — хыт чӗре Вӗҫертмерӗ Урхана Ҫӗрпӳре.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Таҫтан-и, тен, ҫав вӑхӑтра чупса тухрӗ Унерпи Ӳке-ӳке Еркинее тархасларӗ Силемпи.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫапла калаҫса Еркиней Урхапа Илсе кайса ҫакма хушрӗ хапхаран…
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫаксан — чунна ҫӗклентерӗ ҫавра ҫил».
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ӗнтӗ сывӑ пул, тивӗҫлине хуна ил!
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Улпутсемшӗн шыв йӑтмалли шуйттан кӗвенти Ҫапах та сана эп хур тумӑп: Йытсем валли виллӳне ывӑтмӑп.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Хӑвӑншӑн, кӗҫҫе пит, кӗрт йытти!
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Мӗншӗн улпутсем патне леҫеттӗнччӗ кучченеҫ?