New
Стройкӑра вара, — Вурманов инҫетрен курӑнакан кран ҫине кӑмӑллӑн пӑхрӗ, — вӑхӑт пулмасть ҫынсене тарӑхма, хӑвна ху кӑшлама.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Мӗншӗн текен ыйту пуҫна ыраттарнӑҫем чирлесех каятӑн.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Хутсене кӑштӑртаттарнӑҫем хӑвна ху асаплӑ шухӑшсемпе минрететӗн: «Мӗншӗн мана апла турӗҫ, мӗншӗн Фролов манран тӑрук сивӗнчӗ, куна пӗлнӗ-тӗк, мӗншӗн ҫав териех тӑрӑшмаллаччӗ?»
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Пӗлсех тӑратӑп, Герман, кӗртсе лартаҫҫӗ сана пысӑках мар пӗр-пӗр кантура; хӑвӑнтан унта нимех те килмест, хӑвна унта ытлашши темех шанмаҫҫӗ…
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Унсӑрӑн…

— Тӗрӗсех тӑватӑп стройкӑна чӗнсе.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Вурманов пуҫне пӑркаларӗ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Иртнӗ ҫулсене ним уссӑр ирттермерӗм-ши теме те пӑхнӑччӗ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Тавах ман ӗҫе вырӑна хунӑшӑн.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ҫакӑнта ҫеҫ пӗтӗм вӑрттӑнлӑхӗ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
А эсӗ чӑн-чӑн партсекретарь пуласшӑнччӗ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Пятина ӑна партсекретарь кирлӗ мар, партсекретарь ячӗпе тепӗр заместитель кирлӗ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Нивушлӗ ӑнланмарӑн эс, Герман?
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Партсекретаре суйламарӗҫ…
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Парткомран сирмен сана никам та.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Парткомран, ав, строитель мар тесе сирчӗҫ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Стро-и-итель!
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Строитель вӗт-ха эс!
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Кӑмӑлу пулсан, институтра та алӑк уҫӑ саншӑн.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Каҫсерен вӗренсе.