New
Микихвӗр, витӗрех йӗпеннӗскер, шӑнса кайнипе сиксех чӗтрекенскер, тусӗ темле йӑлӑнсан та ӳкӗте кӗменнине кура ял еннелле пӗчченех йӗре-йӗре чупрӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Якур шари! ҫухӑрса ячӗ те урапа ҫулӗ айккинчи ҫурхи шыв ҫурса кайнӑ тарӑнах мар шырлана ӳппӗн хутланса выртрӗ, ҫапла майпа аслатипе ҫиҫӗмрен пытанма шутларӗ пулмалла.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫав самантра ҫывӑхра-ҫывӑхрах, икӗ-виҫӗ утӑмрах тенӗ пек, куҫа шартса ҫиҫӗм ялтӑртатрӗ, ҫӗре кисрентереслех аслати кӗрлерӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
«Айта ял еннелле чупатпӑр, айта тетӗп!»
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Вӑл куҫҫульпе ҫумӑр тумламӗсене ҫӑта-ҫӑта Якура ҫурӑмӗнчен тӗрткелерӗ:
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
«Аҫа сана ҫапмасть, эс карттуспа-иҫ, ҫара пуҫӑн мар».
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Микихвӗр асли пек пулса хӑйӗнчен пӗр ҫул кӗҫӗнрех тусне йӑпатма пикенчӗ:
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Аҫа ҫапса пӑрахать, ҫиҫӗм ҫунтарса ярать мана…
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Хӑратӑп…

Якур питне-куҫне икӗ аллипех хупласа лӗнчӗр кукленсе ларчӗ, йӗме тытӑнчӗ:
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫанталӑкӗ вара урса кайрӗ тейӗн: ҫине-ҫинех ҫиҫӗм чӑлтӑр та чӑлтӑр ялкӑшать, хура пӗлӗте татӑкӑн-татӑкӑн вакласа вут-ҫӗлен пек авкаланать, аслати татти-сыпписӗр хӑнтӑртатать.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Микихвӗрпе Якур уй варринче иккӗшӗ кӑна тӑрса юлчӗҫ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Пысӑкрах ачасем ялалла пӗр-пӗринпе ӑмӑртсах ыткӑнчӗҫ, часах курӑнми пулчӗҫ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Кӗпер урлӑ каҫса урапа ҫулӗпе ял еннелле нумаях та чупайманччӗ — ҫанталӑк нӳхрепри пек тӗттӗмленчӗ, кӗҫех пӑр пек сивӗ ҫумӑр йӑтӑнса анчӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Хура пӗлӗт хӗвеле ҫӑтса яманччӗ-ха, тавралӑх ҫутӑччӗ, аслати те хуллен-хуллен ҫеҫ кӗмсӗртеткелетчӗ, ҫиҫӗм те ҫипрен ҫинҫеччӗ, ҫавӑнпа пулӗ ӗнтӗ пысӑкрах ачасем малтанласа хӑвӑртах чупмарӗҫ, вӗсене Микихвӗрпе Якур чиперех ӗлкӗрсе пычӗҫ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Киле, киле хӑвӑртрах тармалла пирӗн.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Ай-уй, аслатиллӗ ҫумӑр килет! — ҫухӑрса ячӗҫ иккӗн-виҫҫӗн пӗр харӑс.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫапла майпа вӗсем виҫӗ-тӑватӑ ҫыхӑ турӗҫ-и — ҫывӑхрах аслати хаяррӑн кӗмсӗртетрӗ, вӑрман хыҫӗнчен хура пӗлӗт упа пек йӑраланса тухрӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ывҫӑ тулли пухаҫҫӗ те ҫиппе ҫыхса хутаҫа хураҫҫӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Уксӑма Микихвӗрпе Якур амӑшӗсем вӗрентнӗ пек тирпейлӗн пухма тӑрӑшрӗҫ.