New
— Ҫавӑ тӑван ялшӑн, амӑшӗшӗн питӗ тунсӑхлать теҫҫӗ, май килсен, ан чарӑр ӑна, кайса килтӗр темиҫе кунлӑха килне, лерен чун канӑҫӗпе, лайӑх кӑмӑлпа таврӑнсан, виҫӗ ҫыншӑн та ӗҫлеме пултарӗ».
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
«Сирӗн леш, кунта ҫитсенех алри суранпах ӗҫлекенни, Гаврил ятлӑччӗ-и-ха вӑл? — терӗ пӗркун.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Устинова темшӗн хаваслах маррине те сиснӗччӗ пӗркун.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Гаврилпа Римма пурнӑҫӗ те интереслентерет ӑна.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Акӑ, авар каччипе Магомедпа чӑваш хӗрӗн Кретӑн туйне лайӑх ирттересшӗнех вӑл сахал хыпкаланчӗ-и?
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Вӑй ҫитнӗ таран хавхалану кӳме тӑрӑшать.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Апла пулин те, стройучастокри ҫынсене те кашнине тенӗпе пӗрех пӗлсе тӑрать.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Мӗн чухлӗ ӗҫ унӑн районта?
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Курмышов Камиль Гаджиевич ҫине сӑнасарах пӑхрӗ: куҫӗсем малтанхинчен те нумай шала путса кӗнӗ, кӑвак ҫӳҫӗ ҫамка тӗлӗнче самаях сайралнӑ, калаҫнӑ чухне тута хӗрри шуралкаласа илет.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Халӑх чунне сыватаканни те вӑлах.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Хавхаланупа ҫӗкленӳ кӳрекенни вӑл — туслӑх.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ҫапла, туссем, туслӑх вӑйне нимпе те виҫеймӗн.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ӑна эпир ӗмӗр-ӗмӗр тав туса ҫитерес ҫук.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ытти чухне сахал пулнӑ-и ун патӗнче Лидяк?
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ку вӑл — эпӗ курни.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Пӑхатпӑр, Халун майӗпен лӑплана пуҫларӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Сирӗн Лидяк ун ҫумне пырса ларчӗ те, аллинчен тытрӗ те — куҫӗсенчен ашшӑн кӑна пӑхса калаҫрӗ…
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Тӗлӗнмелле, эп калаҫнисем те, тухтӑр сӗннӗ эмелсем те пулӑшмарӗҫ Халуна, ухмаха ан тухтӑрах ку тесе хӑраттӑмӑр.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Пӗр каҫхине сирӗн Лидяк ун ҫумӗнче чӑлӑм куҫ хупмасӑр ирттерчӗ вӗт.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Лидякпа Халун пӗр чӗлхе тупни, час-часах иккӗшӗ пӗрле ҫӗр ҫӗрлени инкеклӗ хӗрарӑма ҫӑлса хӑварма пулӑшрӗ те.