Corpus of the Chuvash language

New

«Бюро членӗсене ҫакна та пӗлтерме тивӗҫ тесе шутлатӑп, — терӗ секретарь.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ямщиковӑн кун хыҫҫӑн ирӗксӗрех «асӑннӑ ыйтӑва хатӗрленӗ чухне йӑлтах шута илейменнине» палӑртҫа хӑварма тиврӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Тухса калаҫакансенчен пӗри те Лапухин майлӑ пулмарӗ, дружина совечӗн ӗҫне анлӑрах кӑтартса, ку материалпа ытти шкулсене паллаштармалла мар-и тесе сӗнӳ ҫуралсан, Лапухин мӑк-мак тукаларӗ те шӑпланчӗ…

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пантиков пӗртте хирӗҫлемерӗ, шкулти ӗҫсем ҫинчен кӗскен ӑнлантарчӗ, халь пыракан смотра мӗнле хатӗрленсе ирттернипе паллаштарчӗ: «Акӑ курӑр, смотр материалӗсене ятарласах илсе килтӗм», — терӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

«Пӑхӑр-ха, юлташсем, учительсен те ӑна итлемелле иккен, аслӑ вожатӑй кӑна пулин те, класс пуҫлӑхӗсенчен хӑрама шутламасть те, ку ҫеҫ-и, Мартын Викторович завучпа тан калаҫма, ӑна тӳрлетме те хӑять…»

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Акӑ Лапухина сӑмах пачӗҫ, вӑл Пантикова чи малтанах «ытлашши хӑюлӑхшӑн» критиклерӗ, «галстук ҫакма маннӑшӑн» ятларӗ, класс пуҫлӑхӗсене пулӑшас вырӑнне вӗсене хӑйсене пионерсемпе ытларах ӗҫлеттерме тӑрӑшнӑшӑн ят тиврӗ:

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Лапухин инструктор шкула икӗ хутчен пырса кайрӗ, анчах та вӑл ыйтӑва кун пек хатӗрлессе Валерий тӗлленменччӗ те.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

ВЛКСМ райкомӗн секретарьне Ямщикова хӑйӗн мӗншӗн васкамаллине ӑнлантарчӗ, Роман ун ыйтӑвне («Атай вӑтам шкулӗнчи пионер ӗҫӗнчи ҫитменлӗхсем ҫинчен») бюрора чи малтан лартрӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Бюро — 14 сехетре.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Икӗ сехетре ҫитрӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Валерий костюм ҫийӗн фуфайка тӑхӑнчӗ, йӗлтӗр сырчӗ те — Сӑрҫие!

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫав кун Луиза отрячӗ те ӑмӑртатчӗ, хӗр питӗ пӑлханатчӗ: «Валерий Никандрович, эсир ман ҫине пӑхса лармасан — выляса яратӑп», — тенӗччӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Шӑпах смотр вӑхӑтӗнче Валерие ВЛКСМ райкомне чӗнсен, Петр Григорьевич директор аллисене саркаларӗ кӑна: приказа улӑштарма тепӗр приказ ҫырмалла — кайса килӗр, сирӗнсӗрех комисси ӗҫлӗ терӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пантиков ун чухнехи пек тулли кӑмӑлпа директор валли официаллӑ хут хатӗрлесе курманччӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫав вӑхӑтра Петр Григорьевич чылай хушӑ приказ ҫырайманшӑн пӑшӑрханса ларнӑ-мӗн; смотр ирттересси пирки хӗрсе калаҫакан аслӑ вожатӑй ҫине вӑл кӑмӑллӑн пӑхрӗ те: «Приказ проектне хӑвӑрах хатӗрлесе парӑр, комисси йышне, мӗнле преми пулассине, ыттине те йӑлтах кӗртӗр унта», — терӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Смотр ирттермелли йӗркене Валерий хӑй хатӗрлерӗ, директора ҫирӗплеттерчӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Кашни класӑн — уйрӑм концерт.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

…Шкулта смотр пырать.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пантикова кӗтмен ҫӗртен икӗ ҫул каяллахи аса килчӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Утса кӑна чуна уҫма пулать, урӑх май ҫук шалти тӗвве салтма…»

Help to translate

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed