New
Ҫирӗплӗх, йӗркелӗх те кирлӗ пурнӑҫра.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Председатель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, комсомолецсем хыҫҫӑн каймалли ҫук; вӗсем хӗре шеллесе кӑна укҫаллӑ вырӑн парасшӑн, анчах та пурнӑҫра шелленипех мала каяймӑн.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Наталин вара, Айхалин шучӗпе, малтан та пиҫсех ҫитейменччӗ, халь те пулса пӗтеймест имӗш.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Лайӑх специалист, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ ҫын кирлӗ имӗш.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пуху йышӑнса хӑварнӑ пек, Наталие клуб заведующине лартма та килӗшмерӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
«Гордейкина ӗҫ тупса патӑм — халӗ вӑл бригадир вырӑнне те йышӑнасшӑн мар пулӗ-ҫке?» — юриех тӗлӗненҫи пулчӗ Айхалин.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пантиков та ку ыйтупах председательпе калаҫса пӑхнӑччӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Энтри пуху йышӑнӑвӗ ҫинчен те манмасть, ун пирки темиҫе хутчен те Айхалинпа сӑмах тапратма хӑтланчӗ, лешӗ тӳрех: «Малтан тракторна туса пӗтер-ха!» — тесе пӳле-пӳле хучӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Юрать-ха, техника станцийӗнчи пӗр слесарьпе ҫывӑхланчӗ, маларах лешӗ ҫур литрсӑр ним тупса ним туса памастчӗ, Энтри мӗнле лару-тӑрурине пӗлсен тин: «Э-э, Айхалина сан трактору утакан пулаймасан лайӑхрах та-иҫ», — тенӗ те ӑна «ҫуттисӗрех» пулӑшма тытӑннӑ, вӑл ҫине тӑнипе запас пайӗсем тупӑннӑ; ҫав ачан кӑмӑлӗ улшӑнмасан, тепӗр уйӑхран техника ӗҫе юрӑхлӑ пулас пек.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Анчах та Энтри тракторӗшӗн никам та хыпкаланмасть.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Сурхури тӗлнелле трактора ӗҫе ямасан, Айхалин Энтрие трактор бригадинчен хуса яма шантарнӑ иккен.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пантиков ун ӗҫӗпе интересленчӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пантиков ун чун-чӗринче мӗн пулса иртнине тинех ӑша хывса ҫитерчӗ: чӑнах та, кӗҫӗрех ӑна хӗрпе паллаштарма юрамасть, Энтри хӑйне хӑй ытла та хӑюсӑр, вӑтанчӑклӑн, ну, арҫынла мар, тыткалани, хӗре тем те шутлаттарӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ху шутла.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кам эпӗ ҫав хӗр ҫумӗнче?..
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хамран култармӑп-и?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Малтан ху та лайӑхрах шухӑшла: эпӗ кунашкал шухӑшпа йывӑрлӑха кӗрсе ӳкмӗп-и?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Хӑратӑп темшӗн…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ун сасси сисӗнмеллех чӗтрерӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Урӑх чух, юрӗ-и? —