Corpus of the Chuvash language

New

Лайӑх ҫынна качча парасчӗ кӑна.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Алли те ҫыпҫӑнать мӑнукӗн: ҫӗвӗ ҫӗлеме пӗлет, ӑста тӗрлет, вутӑ ӗҫлеме кайсан та тиркекен ҫук.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Хӗрача сывӑ ӳсни, итлени, ӳркенменни кинемие шанӑҫ-хӑват парса пычӗ.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Чӑн та, кинеми Укҫинене Вӑрманкаса амӑшӗ патне ҫӳреме чармарӗ, анчах пурӑнма — хӑй патӗнче кӑна.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Кинӗ Вӑрманкаса качча кайсан, Ухвина пӗчӗк Укҫинене ун патӗнче пурӑнтармарӗ, Урине хӑй те хирӗҫех пулмарӗ.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ун шучӗпе, пуян ратнерен тухманскере ӳкӗте кӗртме те йывӑртарах ҫав.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Мӗн тӑвӑн, Ухвина кинеми ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ятлаҫса та кинне хӑй шутланӑ пек пурӑнтараймарӗ.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Кинӗ ҫине куҫ ывӑтакансем, качча пыма сӗнекенсем тупӑнсах пычӗҫ, ун кӑмӑлне ҫавӑрасшӑннисем те сахаллӑнах марччӗ.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Анчах та кинне шӑпах сӑнпуҫла ӳт-пӳ илемӗ Ухвина шутланӑ пек пурӑнма кансӗрлерӗ курӑнать: ҫын ҫине тухмасӑр пурнаймастӑн.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Манса кай арҫын ҫинчен!

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Мӗн туйӑмӗ-туртӑмӗ унта?

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ухвина шучӗпе, упӑшки вӑрҫӑра вилнӗ-тӗк, Урине кинӗн ниҫталла пӑркаланмасӑр-пӑхмасӑр пурӑнмалла, ача ӳстермелле, пурнӑҫ тумалла.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Кинеми вара Окҫок тет.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ялта виҫӗ ятпа чӗнеҫҫӗ мӑнукне: Оксана, Укҫине, Пилеш.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Унӑн хӗр ҫуралнине, вӑл ыйтнине шута хурса ӑна Оксана ят хунине пӗлчӗ-ши хӑть е килтен ҫыру иличченех пуҫне хучӗ?

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Тихӑн вӑрҫа тухса кайсан уйӑхранах ҫыру яма пӑрахрӗ.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ывӑлӗ пурнӑҫа лайӑх йӗркелеме пултарни, ҫӑмӑллӑнах выльӑх тухтӑрне вӗренсе тухни, кинӗпе иккӗшӗ питӗ килӗштерни каярахпа ун кӑмӑлне те ҫавӑрчӗ, ҫав-ҫавах хушӑран та пулин: «Шел, пуян ратнерен мар…» — тесе илетчех.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Юрӗ-ҫке, Тихӑн хӑйӗнне хӑй пӗлет пуль, унпа унӑн ӗмӗр ӗмӗрлемелле.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Мӗнех калӑн: чип-чипер арӑмах, ӗҫченлӗхӗ те пур, шел тулӗк, пуян ратнерен мар.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Чим-ха, ытлашширех кулянмасть-и вӑл: ара-ҫке, турри уншӑн сӑнпуҫӗпе пӗвне шеллемен иккен.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed