New
Ҫакӑ вӑл хӑй ывӑлне вырӑна хуни, хисеплени пулать-ҫке, Тихӑн ҫак ҫӗр ҫинче ним йӗрсӗр ҫухалманнине кӑтартать.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫапах та мӑнукӗн савӑнӑҫӗ ӑна та куҫрӗ: ара, пурӑнма та вӑл вӑрҫӑра пуҫ хунӑ Тихӑн хӗрӗнчен, Укҫинерен, телейлӗ-сывӑ ҫын пӑхса ӳстерес тесе ҫеҫ пурӑнчӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫапларах шухӑшларӗ сакӑрвуннӑсене ҫитекен Ухвина кинеми.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Куҫӑхтарас марччӗ, каяннӑя.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ак, ку, каяннӑй хӗрӗ; чӑнах та чиперех ҫав, Сӑрҫи каччи ҫине пӑхса илмессерен чиперленсе пырать.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Валерие нӗрсӗр ҫын тесе каламӗ, паллах, ҫав хушӑрах чипер теме те ҫӑвар уҫӑлмасть.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ухвина кинеми хӑй пулсан-и?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Мӑнукӗн кур-халӗ, ҫав ҫынна юрататех пулас ҫав, кинеми курасса пӗлсех, ун ҫине ҫулӑмлӑ пит-куҫне пӑха-пӑха илет.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ахальтен-и вӗсене Ҫӗмӗрле-Етӗрне таврашӗнче хваттере ҫӗр выртма та кӗртмеҫҫӗ те-нине илтнӗ вӑл.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Сӑрҫисем хӑюллӑ, чӑрсӑр, пуҫтах пулаканччӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫак енчен пӑхсан, ӑна Сӑрҫи ҫынни тесе те калас килмест.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хӑни ку пӑртак вӑтанни, хӑрани килӗшмесӗр пултараймарӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Сӑрҫи каччи ырӑ ратнерен пулсан питӗ лайӑхчӗ те, тем, мӑнукӗ ӑна-кӑна шута илме чухлать-ши хӑть?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ну, ӗнтӗ Митьока унӑн хӑйӗн те качча парас килмест: ашшӗ, сывӑскерех, ал-ураллӑскерех, пӗчӗк пӳртпе ҫырлахса пурӑнни килӗшмест, ратни те пит чаплах мар.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Качча илесшӗннисене, пӗлнӗ-палланӑ ҫынсенех качча тухмарӗ Укҫине.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫапла, мӑнукӗшӗн кулянмах тытӑнчӗ пирӗн Ухвина кинеми.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Юрӗ, ӗлкӗрӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ой, паҫӑр почтальон парса хӑварнӑскере тӗпелти ҫӳлӗк ҫине хунӑччӗ те, мӑнукне кун пирки калама та маннӑ ав.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кунсерен ҫыру ярса тӑрать.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Икӗ кил урлӑ пурӑнакан Митьок, халӗ салтакрискер, Укҫинене качча илесшӗн мӗнле тӑрӑшмарӗ-ши?