New
— Пирӗнтен килмесен — хатӗр-и? — ыйтрӗ Яруткин.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Эпӗ, чӑнах та, партие кӗме хатӗр мар.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Партие кӗресси е илес марри сирӗнтен килет-тӗк, эпӗ… — Каччӑ йывӑррӑн сывласа илчӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пантиков ку хутӗнче те Яруткин шанӑҫне тӳрре кӑлармарӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Ку хутӗнче ун шухӑшӗсӗрех ҫырлахар пуль, Михей Петрович! — терӗ вӑл, йӗкӗте ҫакӑ питӗ кулянтарасса кӗтсе.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫакӑ Яруткина питӗ килӗшрӗ, вӑл хайӗн куҫӗсене ҫулӑмсӑр ҫиҫтерчӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Каччӑ тӑруках ним тавӑрма аптрарӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Пантиков юлташ, ку сӗнӳ ҫине эсир хӑвӑр мӗнле пӑхатӑр? — ыйтрӗ Леснов.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вӑл обком сӗннипе Сӑрҫие килсе вырнаҫнине шута илме тиветех.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫитменнине, Яруткина хирӗҫлеме юрамасть.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Тата мӗнле сӗнӳ пур? — ыйтрӗ вӑл, капла кӑлӑхах ыйтнине ҫийӗнчех тавҫӑрса: бюрора райӗҫтӑвком председательне хирӗҫ каймаҫҫӗ, ҫитменнине, Леснов хӑй патне Пантиков шӑнкӑравланӑшӑн кӳренменнине пӗлтерме ӗлкӗреймерӗ, халь тин пӗлтерме те аванах мар, ҫавӑнпа та бюро членӗсем вӑл Пантикова тарӑхать тесе шутлаҫҫӗ, ӑна хирӗҫ пырасран шикленсе ӗнтӗ Яруткин майлӑ пулаҫҫӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Урӑх уҫӑмлӑ сӑлтав ҫук вӗт.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ку сӗнӳ Леснов шухӑшӗпе пӗр килмерӗ: ун патне ҫӗрле телефонпа шӑнкӑравланӑшӑнах ҫынна партие илмен пек килсе тухмасть-и-ха?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Ҫамрӑк-ха, малтан коммунист пулмалӑх пиҫсе ҫиттӗр!
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Партие илме тӑхтас! — янраса кайрӗ Яруткин сасси.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кӳренес пур, ыйтмалла та марччӗ, Пантиков вӗсен умӗнче уҫӑлса тӑрас ҫукчӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тӗлӗнмелле, хӑйсем ун шухӑшне ыйтаҫҫӗ — тӗп-тӗрӗссине каласанах кӳренеҫҫӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫӗрлехи шӑнкӑрав ҫинчен ҫакӑнта сӑмах тапратни килӗшӳллӗ те мар…
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тепӗр тесен, районта ҫынна ним айӑпсӑр милицие тыттарса ямалли лару-тӑру, услови пулнӑшӑн вӑл, парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, айӑплӑ мар-и вара?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫынна тасаран хупса лартнӑ ҫӗртех ун патне шӑнкӑравламасӑр тӑраймӗ ӗнтӗ.