Corpus of the Chuvash language

New

Ҫутҫанталӑк панӑ вырӑнпа тӗрӗс усӑ курманшӑнах Урине вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗчӗ.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫапла, кайран тек ураланаймарӗ те.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Чим, шӑпах ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл хӗне кайрӗ пулас.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫав каҫ Мӑкшӑ Макҫӑмӗ ытлашширех «тӑрӑшнӑ» иккен: сехет тукмаккипе ҫапса хӗненӗ пирки Урине чылай вӑхӑт килӗнчен тухаймарӗ…

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Е, мана хирӗҫ тӑран-тӑк, каллех арӑмна ма чармастӑн тесе калӑп…

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Юлашки хут калатӑп: е мана ыталаттаратӑн та — санӑн лайӑх-тулӑх пурнӑҫ пулать, паянах пыратӑп та пирӗн пата сан умрах вӑрҫатӑп Макҫӑма, эс мӗскер ҫавнашкал таса-чипер ҫын ҫинех ал ҫӗклеме хӑятӑн, утарта иксӗмӗрӗн ним те пулман, сан кӑмӑлна курасшӑн ҫеҫ суйса кӑтартрӑм тейӗп…

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

— Курӑпӑр ҫӗр хӑшне чӑтнипе чӑтманнине…

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Сан пеккисене мӗнле тулӗк ҫӗр чӑтса тӑратех!

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

— Ирсӗр ҫын эс!

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

— Упӑшкунтан татах патак ҫиес килмест-тӗк, мана итлетӗнех, — тесе хӑратрӗ.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм ураланса ҫитсен, Петӗр каллех ун ҫумне ҫулӑхрӗ:

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Юрать-ха, эп сана ҫывӑх-юлташ тесе шутлатӑп, ман вырӑнта тепри Уринепе пӗрле пулнӑ пулсан-и?..» — тенӗччӗ.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Утартан таврӑнсан, вӑл Макҫӑма сӑмах май тенешкел ҫеҫ: «Арӑмна асӑрхакала эс, пӗрре ютта хӑнӑхсан…

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

— Ман сӑмаха итлемеллеччӗ…»

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

«Ҫавӑ кирлӗ те сана, куртӑн-и ӗнтӗ эпӗ сӑмахпа выляманнине? — халь те вӗчӗхме пӑрахмасӑр шухӑшларӗ вӑл.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Петӗр, юриех йӳтӗм тупса, ҫывӑхнерех пырса пӑхрӗ: пичӗ-куҫӗ шыҫса кӑвакарса тухнӑ, ӗнерхи чипер хӗрарӑма аса илтерекенни те — яштака кӗлетки ҫеҫ.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Тепӗр ирхине, ӗнесене касӑва кӑларнӑ чух, Урине кансӗррӗн утрӗ, пӗр вунӑ утӑм тӑвать те туя ҫине тӗрӗнсе тӑрать.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

— Ҫук, апла суйса ҫылӑха кӗместӗнех…

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Халь манне итлемерӗн-тӗк, ӑна ак ҫапла калӑп: иксӗмӗрӗн улахра мӗн пулмалли пулчӗ, ан ҫиллен, Урине хӑех астарса-илӗртсе мана ҫавӑн патне илсе ҫитерчӗ тейӗп.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

— Асту эс, Макҫӑм вӑл — сӗре кӗвӗҫ ҫын!

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed