New
«Хӗлле кунта темех ҫук, Дина Григорьевна, сире ҫулласенче чӗнетпӗр, ҫакӑнта пулманни — пурӑнманнипе пӗрех», — тесе ӑсатрӗ ӑна мухтавлӑ председатель.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӗркун Айхалин унпа ҫав тери ӑшшӑн, хисеплесе-килӗштерсе калаҫрӗ; пуху хыҫҫӑн вӑрманти утар пӳртне кайса пулӑ шӳрпи ҫирӗҫ, «ҫутти» те тухса ларчӗ…
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ӗнтӗ пурӑнма та пӗлӗ вӑл…
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вырӑнӗ пушанас пек: Лопатина вӗренме каять ак…
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Светланӑна калас — май килсенех ӑна райкома ертсе пыма ярас тесе сӑмах хускаттӑр, хӑй те обком пуҫлӑхӗсем умӗнче ҫак шухӑшах тапраткалӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫу-ук, вӑл та обком секретарӗ таранах ӳсме тӑрӑшӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Паян Сӑрҫие тухса килнӗ чух е халӗ хӑна ҫуртӗнчи телефонлӑ уйрӑм пӳлӗмре ҫуралнӑ шухӑш мар ку; суйласа илме ҫеҫ иртнӗ кунсенче суйласа илчӗ: ӗҫшӗн, комсомолшӑн чунран тӑрӑшса «Энӗш хӗррисене» ҫӳремерӗ пулать те, тасан-тӳррӗн пурӑнас тесе хальчченех юратупа йӑпанмасӑр пурӑнчӗ те — халь кунтан пӑрахса кайтӑр-и?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Динӑн икӗ май пур: е шкула учителе каймалла та, директора ҫити ӳссе, учителе е ялхуҫалӑх специалистне качча тухса, лӑпкӑн кӑна пурӑнмалла; е комсомол аппаратӗнче юлса унти ниҫта ҫырман, анчах пурне те тӳрремӗн пырса тивекен йӗрке-саккуна пӑхӑнса ӗҫлемелле, тӳррӗнрех каласан, аппаратри «вӑйӑра» ӑсталанса пымалла.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ирӗксӗрех, чунне ыраттарсах, ку хутӗнче татӑклӑн йышӑнма тиврӗ унӑн: партипе комсомолра ҫынна ӗҫне пӑхса кӑна ӳстерсе пымаҫҫӗ иккен, куна валли, ӗҫне пӗлнисӗр-тунисӗр пуҫсӑр, тата темскер кирлӗ, хайхи «темскерӗ» ҫын пӗлми вӑрттӑнлӑх та мар: аппарат-кантурта «ҫил» ӑҫтан ӑҫталла вӗрнине вӑхӑтра шута илни вӑл, ҫавна кура кирлӗ пек пӑркаланма е лӑпчӑнма, е сиксе тӑма тӗрӗс чухлани кирлӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Паллӑ ӗнтӗ, Динӑна ҫак чӑнлӑха ӑша хывма пӗртте ҫӑмӑл пулмарӗ, унччен, куна ӗненес килмесӗр, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе шухӑшланисем те пулкаланӑ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Президиумран ансанах теприсем, — тен, чылайӑшӗ, — активра-пленумра палӑртнинчен пачах урӑхла хӑтланасса тӗлленмен те.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пуҫлӑхсем чӑннипех те коммунизм строителӗн кодексӗпе пурӑнаҫҫӗ пуль тесе, хӑй те вӗсенчен тӗслӗх илме тӑрӑшнӑ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Динӑна тата тепӗр йӑнӑш пӗрмаях кансӗрлесе пычӗ: трибуна умӗнче тасалӑхпа тӳрӗлӗх ҫинчен калаҫакансем, аслӑ Ленин вӗрентнӗ пек пурӑнма чӗнекенсем хӑйсем те ҫавнашкалах таса та тӳрӗ, аслӑ ҫулпуҫран тӗслӗх илсе пурӑнаҫҫӗ тесе ҫирӗп ӗненнӗ вӑл.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Петр Александрович, района кайса, парти обкомӗн секретарӗн пӳлӗмӗ еннелле утма тапратрӗ те ӗнтӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Шалти йӗрке-саккунсене эсӗ ҫаплах пӗлсе ҫитейместӗн-ха…
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Ҫитес ҫичӗҫуллӑхра Петраков парти обкомӗн секретарӗ пулатех…
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Тупӑшар-и? — Светлана пӗр авӑк кулса илчӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Мӗн сӑлтавпа? — аппаратри улшӑнусен вӑрттӑнлӑхне пӗлес тесе ыйтрӗ вӑл.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Паян илтрӗм те тӗлӗнсех кайрӑм.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Шупашкартан ҫӗр ҫухрӑмри района…