Corpus of the Chuvash language

Short

«Ӗҫ ҫынни - кинора» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ «Чӑваш киноискусстви. Хӗрарӑм куҫӗпе» кану каҫне музей директорӗ Ирина Меньшикова уҫрӗ, асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн йӗркелекен мероприятисем кино ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ ҫынсемпе паллаштарни, хальхи уяв каҫне киноискусствӑра палӑрнӑ хӗрарӑмсене халаллани ҫинчен пӗлтерчӗ.

Help to translate

Киноискусствăри чиперккесене саламларӗç // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫурт-йӗр тресчӗн управляющийӗнче Пятин мар, урӑххи пулсан, ӑна тӳрех «Курмышовран хӑтӑлма» сӗнетчӗ, партком секретарьне Усанова «Курмышов партире пулма тивӗҫлипе тивӗҫлӗ маррине» пӑхса тухма хушатчӗ, Пятина та сӗнме пулать-ха, анчах вӑл, обкомпа тачӑ ҫыхӑну тытаканскер, ытти пуҫлӑхсем пек юрать, шута илӗпӗр тесшӗнех мар ҫав.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Секретариачӗн ертӳҫине Александр Краснова, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн делопроизводство управленийӗн пуҫлӑхне Людмила Жебита тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пулӑшуҫине Марина Кудрявцевӑна Тав ҫырӑвӗсем панӑ.

Help to translate

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/05/chav ... ije-30-cul

Анчах Сӑпани ҫыран хӗррине, хыр вулли ҫумне пырса тӑчӗ те, авӑрланӑ икӗ кӗпҫеллӗ пӑшалне хатӗр тытса, хӑйпе юнашар тата темиҫе патрон кӑларса хучӗ, унтан сасартӑк, сулахай алӑри вӑтапа пуҫ пӳрнесене ункӑласа ҫӑвара чикрӗ те, арҫурилле ши-и-и! шӑхӑрса ячӗ, пӑшалне хатӗр тытса, пуҫне аялалла усса, кашкӑрсем йӑваран тухасса кӗтрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хамӑр хыҫҫӑн ӑру хӑварасси, ҫемье пӗлтерӗшӗ ҫинчен калаҫнӑ май Людмила Никандровна: «Ҫемье пурнӑҫӗн тӗп шухӑшӗ тата тӗллевӗ - ачасене воспитани парасси. Воспитанин тӗп шкулӗ вара упӑшкипе арӑмӗ, ашшӗпе амӑшӗ хушшинчи хутшӑнусем. Ача-пӑча аслисене курса ӳсет-ҫке», - пӗлтерет сакӑр теҫеткенелле хӑвалакан этемлӗхӗн черчен пайӗ.

Help to translate

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Пӗри тем ҫӳллӗш, тепри хитре, яштака, тепри — лутра, кутамас, чалӑш-чӗлӗш; пӗрин вулли яп-яка, таса, теприн — шӑтӑклӑ-путӑклӑ, шатраллӑ — чеччепе чирленӗ ҫын пичӗ пек; пӗри хӑйӗн тураттисене таҫта ҫити сарса янӑ, ыттисем валли вырӑн та хӑварман, тепри пысӑк йывӑҫ айӗнче мӗскӗннӗн ҫеҫ ларать, ҫитмест ӑна кун ҫути ҫак аслӑ тӗнчере.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

… Вӗҫет, явӑнать, тӗк пек хӑпара-хӑпара вӗлтӗртетсе пысӑк-пысӑк кӗленче савӑт пек ӳсет, чӑл-пар вана-вана арканать тӑлӑх-тӑлӑх хуткупӑс сасси, кӗртсемпе юр капламӗсене; шӑннӑ-пӑрланнӑ пӳрт чӳречисемпе лӑпчӑннӑ-пусӑрӑннӑ ҫӗрлехи тӗнчеве хӑйшӗн хута кӗме, ӑшӑ, хӳтӗ пама йӑлӑнса-тархасласа эрленет, куҫҫулленет Виталий ӗсӗклевӗ:

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Профессиллӗ вӗрентӳ организацийӗнчи класс тулашӗнчи мероприятинче пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхне йӗркелекен кӑтартуллӑ ӗҫ» тупӑшура республикӑри вӗрентӳ министерствин Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн Патӑрьел уйрӑмӗнчи Александр Сергеевич Раевский преподаватель (ӳкерчӗкре) иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, Хисеп грамотине тивӗҫнӗ.

Help to translate

Ҫитӗнӳ хӑй тӗллӗн килмест // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52170-cit- ... -kilmest-4

Вӗсенчен ЮНЕСКОн пӗтӗм тӗнчери эткерлӗхӗн списокне кӗртнӗ Хусан Кремлӗ, мӑсӑльмансен вӑтам ӗмӗрсенчи ӳнерлӗхӗн чи ҫурҫӗрти палӑкӗ, ХIII-XIV ӗмӗрсенчи пӑлхарпа тутар архитектурин тӗслӗхӗ Авалхи Пӑлхар, христианствӑн культурине сарас ӗҫре пысӑк витӗм кӳнӗ Вӑтам Атӑлҫири историлле хула – Свияжск – уйрӑм вырӑн йышӑнса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Облаҫри вӑрман хуҫалӑхӗ вӑрман сыхлавӗн 4 районне пайланать: Мелекесс (унта Мелекесс, Ҫӗнӗ Ҫарӑмсан, Кивӗ Майна, Тереньга, Ҫинкӗл вӑрман хуҫалӑхӗсем кӗнӗ), Барӑш (Барӑш, Жадовка, Кузоватово, Пасарлӑ Сӑскан, Инза), Радищево (Радищево, Кӑлаткӑпуҫ, Павловка, Николаевка, Ҫӗнӗ Спасск), Ульяновск (Ульяновск, Майна, Карсун, Вешкайма, Сӑр).

Help to translate

Вӑрмана ҫур ӗмӗр сыхлаҫҫӗ // Николай КАЗАКОВ. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Ҫак паллӑ пулӑм ячӗпе сывлӑх сыхлавӗн сферинче тӑрӑшакансене, ветерансене Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ - сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Антонов тата ыттисем саламларӗҫ.

Help to translate

155 ҫул - мӑнаҫланмалли нумай // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52093-155- ... alli-numaj

Эпӗ вара, кӑнтӑр хырӑм сури шӑнкӑравланипе кукӑле тутанса та пулин пӑхасшӑнччӗ, анчах ӑна ҫурмаран хуҫрӑм та — ӑшӑм, мӗн курнине кӗлемесӗр, ҫавӑнтах каскаланса кайрӗ, выҫӑ хырӑмра мӗн юлни пӑтранса, лӗкленсе, хӑвӑрӑлса хӑпарчӗ; пӗтӗм кӗлеткем пӑрӑнарах каялла туртӑнса илчӗ: ара, купӑсти ҫӗрсе, хӑмӑрланса-симӗсленсех ларнӑ та.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Олег Ломоносов, РФ Пенси Фончӗн Чӑваш Республикин управляющийӗн ҫумӗ Валерий Николаев тата районти управленийӗн начальникӗ Дамир Сабиров, надзор ӗҫӗсен пайӗн инспекторӗ Андрей Симуков, Чутей ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Григорий Куклов асӑннӑ территорире Пӗрлехи информаци кунӗн темисемпе калаҫу йӗркеленӗ.

Help to translate

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Ҫу уйӑхӗн 29-31-мӗшӗсенче Шупашкарта перинаталь пулӑшӑвӗн тата хӗрарӑмсен ача ҫуратассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑвӗсемпе регионсен хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ пухӑнать, ҫӗршыври акушерствӑпа гинекологин ертсе пыракан специалисчӗсем перинаталь тапхӑрӗнчи чир-чӗре профилактикӑлас тата вилӗме сирес пирки канашлӗҫ.

Help to translate

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Макҫӑм, улшуҫ ҫинчен куҫне илмесӗр сӑнанипе, лешӗ инҫех те каймасӑр чарӑнса тӑнине курсан: «Йӗксӗк пуҫӗ темерӗщ лашана нимпе те вӗҫертесшӗн мар. Апла тесен, хуҫи ыйтнӑ хака тӑракан лаша-ха ку», — шухӑшласа илчӗ те: — Аллӑ тенкӗ терӗн-и-ха? — Ӗҫченлӗрех курӑнма тӑрӑшса, малалла каларӗ Макҫӑм, — эпир те санашкалах нушаллӑ ҫынсем.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урай урлӑ каҫсан, вӑл, никама та курмасӑр, ниҫталла та пӑхмасӑр утаканскер, такама пырса ҫапӑнчӗ, пуҫне ҫиллӗн ҫӗклесе пӑхрӗ те — умӗнче ырхан питлӗ, ырхан кӗлеткеллӗ вӑрӑм Ильдеменев лаша таканӗ пек авӑнса тӑрать, ташлама ӑста марскер, пӗр ури ҫинчен теприн ҫине путишле сиккелет, пысӑк ал лапписемпе чӗркуҫҫине ҫапа-ҫапа илет.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Стройкӑри улшӑнусем те савӑнтараҫҫӗ Элиса: Полубарев халь — прораб, чӑн та, пӳлӗмне улӑштармарӗ вӑл, малтанхинчех, тепӗр телефон аппарачӗпе тепӗр шкаф лартса, ӗҫлесе пурӑнчӗ; Топрисова платниксен бригадирне лартрӗҫ, унӑнах мастера та улӑштармалла иккен, иртнӗ суйлавра ӑна каллех профсоюз комитечӗн председателӗнче хӑварчӗҫ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Паллах, ҫӑмӑлах пулмарӗ унӑн малашнехи Турӑ патнелле хывӑннӑ ҫулӗ (пурне те пултаракан пирки иккӗленни те, унпа ӑшӗнче тупӑшни те, Полина вилӗмӗшӗн ӑна айӑплама пӑхни те пулчӗ), анчах Турӑ кӗнекисене, уйрӑмах псалтире, тӗплӗнрех, ӑша хывса вулани унччен ӑс-пуҫра цементленсе хытнӑ материализм никӗсне самаях хавшатса ишӗлтерчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Вӗсем урӑх фракцире пулса оппозицире тӑнӑ. Паян вара эсир вӗсене хӑвӑр рете йышӑнма хатӗр - ҫакӑ сирӗн фракцири ӗҫтешӗрсемшӗн кӳренмелле пулмӗ-и?» - «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗн ыйтӑвне те Николай Владимирович татӑклӑн хуравларӗ: «Паллах, праймериза хутшӑнни ҫын «Единая Россия» партирен депутат пулатех темелли сӑлтав мар.

Help to translate

«Эсерсем» «ЕдРона» куçаççĕ // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗпе пӗрле журналистсене Раҫҫей Пичет кунӗпе ТР Журналистсен союзӗн председателӗ Римма Ратникова, ТР Президенчӗн Шалти политика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗ Александр Терентьев, Республикӑри пичет тата массӑллӑ коммуникацисен «Татмедиа» агентствин ертӳҫи Марат Муратов саламларӗҫ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш власть — халӑх шухӑшӗ // Константин Малышев. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 1 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed