Corpus of the Chuvash language

Short

Акӑ мӗн аса илет ҫакӑн пирки Анисса Егоровна: «Тин кӑна йӗркеленнӗ организацие пулӑшма республикӑри журналистсен организацийӗн яваплӑ секретарӗ А.Николаев фронтовик килсех ҫӳрерӗ, район журналисчӗсем унпа тачӑ ҫыхӑну тытрӗҫ. Хаҫат редакцийӗпе журналистсен организацийӗ умӗнче ҫапла задача тӑнӑ - рабочи тата ялти корреспондентсемпе ӗҫлессине лайӑхлатмалла, район умӗнче тӑракан задачӑсене пурнӑҫлас тӗллевпе ӗҫ ҫыннин факторне хаҫатра тӗплӗнрех уҫса кӑтартмалла, малта пыракансене ытларах сӑмах памалла. Ҫав задачӑна пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе кашни кварталтах обществӑлла корреспондентсемпе канашлусем ирттернӗ. Вӗсем тухӑҫлӑрах иртчӗр тесе канашлусемпе слетсене Шупашкартан паллӑ писательсемпе поэтсене чӗннӗ. Тӗрлӗ ҫулсенче хаҫат редакцийӗнче хамӑр ентеш В.Алентей, А.Воробьев, В.Давыдов-Анатри, М.Малгай, П.Ялкир, Ю.Петров, В.Тимаков писательсем пулчӗҫ».

Help to translate

Вӑйне кура вӑй вылять // Владимир ТОЛМАТОВ. http://gazeta1931.ru/gazeta/12856-v-jne- ... v-j-vylyat

Услантӑр мучи, табак енчӗкне кӗсйинчен ытла та вӑраххӑн кӑларса, ӑна васкамасӑр умне салтса хурать, кӗсйисене хыпашласа ларсан-ларсан, малтанлӑха яхӑнне тупӑнман ҫулуне пур-пӗрех шыраса тупать; чӗлӗме шаккаса тасатнӑ чух мӗн-мӑн кирлине малтанах пӗлсе тӑракан шӗвӗрсем аслашшӗне мӑк пӗрчисем сӗнеҫҫӗ; Услантӑр мучи чӗлӗмне тасатнӑ хушӑра чӑтӑмсӑр ачасем иккӗн-виҫҫӗн те енчӗкрен илнӗ табака чӗптӗмӗн-чӗптӗмӗн тытса тӑраҫҫӗ, чӗлӗмӗн пушаннӑ хырӑмне кашнин хӑвӑртрах тултарас килет; хырӑмне тултарнипех ҫырлахмасть тата, мур илесшӗ, йӳҫӗ тӗтӗм ашшӗ — чунне хыптармалла унӑнне, чӗлӗмӗнне; пуҫлать вара мучи аллинчи ҫулу чӑлтӑр-чалтӑр хӗм сирпӗтме; Услантӑр мучин йӗс шлепкеллӗ чӗлӗмӗ йӑсӑрланма пуҫличчен тул ҫутӑлса каяссӑнах туйӑнать, анчах та урамра тин ҫеҫ тӗттӗмленсе ҫитнӗ иккен-ха; ҫил-тӑман Пушкин сӑввинчи пекех улать, хӑйне юмах итлеме кӗртменшӗн нӑйкӑшать:

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— ирхине е каҫхине шыва кӗни ӑнӑҫлӑрах, ҫак вӑхӑтра хӗвел ӑшӑтать, ытлашши хӗртмест; — шыв температури 21 градусран кая пулмалла мар; ишев вӑхӑчӗ 20 минутран ытла пулмалла мар; — шыва темиҫе хут 15-20 минутлӑха кӗрсе тухни авантарах пулӗ, шӑнсан шӑнӑр туртать, сывлӑш пӳлӗнет, тӑна ҫухатма пултарӑн; — ӳсӗр пуҫпа шыва кӗме юрамасть; — кӗперсемпе пристаньсем ҫинчен шыва сикме, иртсе пыракан кимӗсемпе, катерсемпе, карапсемпе юнашар ишме юрамасть; — ҫывӑхра туса лартнӑ пляж пулмасан, шыва кӗме тӗпӗ хытӑ хӑйӑрлӑ, ҫӳп-ҫапсӑр, тайлӑмлӑ вырӑн суйласа илмелле; — палӑртнӑ вырӑнсенчен иртсе малалла ишме кайма юрамасть, унта шӑтӑксем, вӑйлӑ юхӑмлӑ вырӑнсем пулма пултараҫҫӗ; — вӗрсе хӑпартмалли матрац, автомобиль камерисем, вӗрсе хӑпартмалли минтерсем ҫинче ан ишсе ҫӳрӗр. Ҫил е шыв юхӑмӗ вӗсене ҫырантан инҫете илсе кайма, хум хуплама пултарать; — пӗчӗк ачасене шыв хӗррине пӗччен ан хӑварӑр.

Help to translate

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 12 ҫын путса вилнӗ // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... sempe-prle

«…Турра ӗненсе пурӑнсан пурнӑҫ хытти этемшӗн хӑрушӑ мар. Ӑна ӗненсе пурӑнмасан ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ сивӗ пулать, тӗттӗм пулать», «Вырӑс халӑхӗ пит ӑслӑ халӑх. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ: эсир ӑна итлӗр, юратса пурӑнӑр. Ҫак халӑх сире тӑван вырӑнне хурса йышӑннӑ, хӑй ҫемйи тунӑ…», «Асра тытӑр! Пайсӑр тӑрса юлнӑ хӑвӑрӑн мӗскӗн чӑваш тӑван халӑхӑра эсир пулӑшса пурӑнмалла, вӗсене ӑҫтан та пулин катаран пулӑшу килӗ-ха, тесе тӑмалла мар», «Тӑван халӑхӑн ҫуклӑхӗнчен, начарлӑхӗнчен, вӑл тӗттӗмре пурӑннинчен ан вӑтанӑр: эсир вӗсен хушшинчен тухнӑ, ӗҫлессе те вӗсемшӗн ӗҫлемелле», «Ҫемйӗре лайӑх пӑхса усрӑр: ҫемье вӑл халӑх чаракӗ, патшалӑх чаракӗ», «Чӑн пӗчӗккӗ ӗҫе те пикенсе, юратса ӗҫлӗр. Пурнӑҫра курма тӳр килнӗ йывӑрлӑхсенчен ан кулянӑр. Юратса тусан чи пӗчӗк ӗҫ те чаплӑлантарса яма, усӑ паракан тума пулать, ӳркенсен, ытахальтен анчах ӗҫлесен чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать, хисепрен каять»…

Help to translate

Сӑваплӑ Халал сӑмахӗсем ӗмӗрлӗх чӗрере // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%81a%d0% ... %80%d0%b5/

1. Ӗҫ тӑвакан органсен, муниципалитетсен органӗсен ял-хуласен, парксен, скверсен, масарсен, сывлӑх учрежденийӗсен, халӑх массӑллӑ пухӑнакан вырӑнсен территорийӗсене тата вӗсен таврашӗнчи (50 метртан кая мар) территорисене тирпей-илем кӗртмелле; ял-хуласем ҫывӑхӗнчи вӑрмансене йӗркене кӗртмелле; хуласен таврашӗнчи зонӑсенче юрӑхсӑра тухнӑ хуралтӑсене шута илмелле, вӗсене пӑсас ыйтӑва татса памалла; ял-хула, сад-пахча кооперативӗсем, сывлӑх учрежденийӗсем ҫывӑхӗнчи вӑрмансене ҫӳп-ҫап куписенчен, хӑрӑк шанкӑран, вӗтӗ хунавсенчен тасатмалла; ҫӳлерех асӑннӑ мӗнпур вырӑнта шӑши евӗр кӑшлакан чӗрчунсене пӗтермелли мероприятисем ирттерессине йӗркелемелле; унсӑр пуҫне ҫак мероприятисенех профилактика тӗллевӗпе кашни ҫуркунне-кӗркуннех ирттермелле; общество ҫурчӗсемпе пурӑнмалли ҫуртсене кӑшлакан чӗрчунсем лекесрен хӳтӗлемелли тата вӗсене пӗтермелли мероприятисем йӗркелемелле.

Help to translate

Геморраги сивчирӗнчен асӑрханӑр // Алина ЛУКИЯНОВА. Сывлӑх, 2015.06.03

Август уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртнӗ хурлӑхлӑ митинга ПР Патшалӑх Пухӑвӗн-Курултайӗн депутачӗ Марат Шафиков, Пелепей районӗнчи депутатсен Канашӗн председателӗ Сергей Лущиц тата Канаш секретарӗ Артур Садыков, Пушкӑртстанри вӑрҫӑ, ӗҫ ветеранӗсен, хӗҫ-пӑшаллӑ тата йӗрке хуралҫисен органӗсенче вӑй хунӑ ветерансен Пелепей хулипе районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Александр Буйлов, Пелепейпе Ермеккей районӗсенчи ҫар комиссариачӗн вӑрттӑн чаҫӗн пуҫлӑхӗ Евгений Ильясов, Пишпӳлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Данилов, Слакпуҫ ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Андреев, Пишпӳлек районӗнчи «9-мӗш рота» шырав отрячӗн аслӑ ертӳҫи Владимир Чернов, Пишпӳлек районӗнчи вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсен Канашӗн председателӗ Елена Андреевапа Слакпуҫ ял хутлӑхӗнчи ветерансен Канашӗн ертӳҫи Вера Павлова, хыпарсӑр ҫухалнӑ салтакӑн тӑванӗсем, ҫарпа-патриотизм ҫул-йӗрӗллӗ обществӑлла пӗрлӗхсем тата ял ҫыннисем хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Сакӑр вунӑ ҫул иртсен салтак тӑван кӗтесӗнче ӗмӗрлӗх канлӗх тупрӗ // Ольга АНДРЕЕВА. https://ursassi.ru/articles/patriotizm/2 ... pr-3398106

2022 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе Лариса Головина (ӗне сӑвакан оператор), Алевтина Перцева (пӑру пӑхакан оператор), Владислав Изратов (тракторист), Вячеслав Капламов (комбайнер), Юрий Сусметов (водитель), Борис Кузьмин (ӗне сӑвакан оборудование ӗҫлеттерекен) «Професси енӗпе чи лайӑххи» ята тивӗҫрӗҫ, Надежда Трифонова (выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан), Альбина Сусметова, Людмила Соловьева (тӗрлӗ ӗҫсене хутшӑнса ӗҫлекенсем), Валерий Пыркин (механик-диспетчер) кооперативри Хисеп хӑми, Людмила Перцева (1-мӗш бригада), Алексей Васильев (2-мӗш бригада), Анатолий Романов, Ирина Павлова, Леонид Головин (3-мӗш бригада) ячӗсем бригадӑри Хисеп хӑми ҫине ҫырӑнчӗҫ, Анатолий Мижеров, Леонид Головин, Владимир Васильев, Сергей Абрамов механизаторсене ҫуркуннехи уй-хир ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ ҫӗрте тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав турӗҫ, Лидия Капламовӑпа Алевтина Марковӑна, Сергей Смирновпа Станислав Соловьева тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ятпа саламларӗҫ.

Help to translate

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Унта ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн аграри, ҫут ҫанталӑк тата экологи ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитет председателӗ Алексей Шурчанов, Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ, РСФСР Верховнӑй Совечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑ Валентин Агафонов, АПК ветеранӗсен республикӑри канашӗн председателӗ Александр Самылкин, АПК ветеранӗсен хисеплӗ председателӗ Василий Шадриков, аграри университечӗн ректорӗ Андрей Макушев, Ял хуҫалӑх министерствин ветеранӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ агрономӗ Лидия Семенова, Евлалия Васильеван ывӑлӗ — Владимир Зайцев тата унӑн ҫемйинчи ытти ҫывӑх ҫынсем, республикӑри муниципаллӑ округсен пуҫлӑхӗсем, ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе продукцие хатӗрлекен промышленноҫри предприятисен ертӳҫисем, АПК ветеранӗсем, аграри университечӗн преподавателӗсемпе студентсем хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

Пултарулӑх каҫне Тӑрӑн территори пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Рубцов, Патӑрьел муниципалитет округӗн культура, туризм тата информаципе тивӗҫтерӳ пайӗн начальникӗ Наталья Никитина, тӗп специалист эксперчӗ Полина Логунова, вӗрентӳ, ҫамрӑксен политики, физкультурӑпа спорт управленийӗн информаципе методика центрӗн директорӗ Юлия Миронова, чӑваш писателӗ, литература критикӗ, филологи наукисен кандидачӗ Александр Мефодьев Аксар, Леонид Лялькинӑн шӑллӗ Валерий Матвеевич, унӑн вӗренекенӗ пулнӑ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Валентина Ситова, пӗр вӑхӑтра ялти шкулта ӗҫленӗ педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Антонина Тихонова тата Валентина Харитонова, Шупашкарти «Кӗрсе тух» лавкка ертӳҫи Александр Самакин, Чӑваш наци конгресӗн Патӑрьел муниципалитет округӗн уйрӑмӗн ертӳҫи Светлана Кулакова, Патӑрьелӗнчи каҫхи шкул вӗрентекенӗ Галина Хлебникова, Тӑрӑн чиркӗвӗн настоятелӗ Серафим атте, ял-йыш тата ыттисем хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Сӑввисем витӗмлӗ, юррисем чуна ҫывӑх // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44270-s-vvi ... una-cyv-kh

Тӑвай енӗн хисеплӗ ҫынни ҫав ҫулсене аса илсе ҫапла ҫырнӑ: «Чӑваш халӑхӗн Просветителӗ Иван Яковлевич Яковлев хӑйӗнчен те, вӗренекенӗсенчен те питӗ ҫирӗп ыйтать. Анчах инкеке лекнӗ ҫыннӑн хуйхи-суйхине чӗри патне илетчӗ. Кӑна эпӗ хампа пулса иртни тӑрӑх та лайӑх пӗлетӗп: 1914 ҫулхи март уйӑхӗнче, эпӗ 3-мӗш класс ачи, йывӑр чирлерӗм. Шкул тухтӑрӗ, Шостак, мана лайӑх апат-ҫимӗҫ, уҫӑ сывлӑш кирли пирки пӗлтерчӗ. Ҫанталӑк ӑшӑтсан, апрель уйӑхӗнче, Иван Яковлевич мана лайӑх апатланса сывалса ҫитме тесе шкулӑн ял хуҫалӑх фермине ячӗ. Ҫак фермӑна Иван Яковлевич хӑй ачине юратнӑ пекех юрататчӗ. Кунта туса илекен ҫимӗҫ шкулти столовӑя каятчӗ. Фермӑри ӗҫсене пӗтӗмпех ачасем пурнӑҫлатчӗҫ, ҫапла вӗсем уй-хир, пахча-сад, выльӑх-чӗрлӗх пӑхса ӳстерес ӗҫе хӑнӑхатчӗҫ. Ҫак фермӑра мана ытти воспитанниксенчен ытларах сӗт паратчӗҫ. Таса сывлӑш, ҫурхи хӗвел ӑшши, илемлӗ ҫут ҫанталӑк — курортри пекехчӗ. Ҫак «курортра» икӗ эрне пурӑнса сывалса ҫитрӗм те шкула таврӑнтӑм…»

Help to translate

Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/

– 1949 ҫулта шкул пӗтернӗ, халӗ питӗ активлӑ пенсионер, парти органӗсенче ӗҫленӗ, наказанисене пурнӑҫлакан уголовлӑ инспекцинче вӑй хунӑ Петр Соловьев; унӑн шӑллӗ, 1952 ҫулта шкултан тухнӑ Иван Соловьев – «Хисеплӗ сталевар», Ленин орденне, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденне тивӗҫнӗ, СССР Аслӑ Советне депутата суйланнӑ; 1966 ҫулхи выпускник Георгий Алексеев – Питӗрте аслӑ категориллӗ ҫар врачӗ, полковник; Евгений Алексеев – медицина службин полковникӗ, РФ тава тивӗҫлӗ врачӗ; Владислав Капитонов – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ; Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ Леонид Андреев профессор; Евстафий Владимиров профессор; искусство деятелӗсем – Александр Ильин баритон, Виталий Гордеев, Николай Яковлев художник; хальхи вӑхӑтра пурте пӗлекен хастар пенсионер Зиновий Кутузов, ветерансен вырӑнти канашне ертсе пыракан Геннадий Малинин; паллах, «Ударник» хуҫалӑха 30 ҫул ертсе пынӑ ЧР тата РФ ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Платон Давыдов; паллӑ учительсем, врачсем тата ыттисем те.

Help to translate

Йӳҫкасси шкулӗ 120 ҫулта // Н. НИКОЛАЕВА. http://www.zp21rus.ru/v-rajone/6992-j-ka ... l-120-ulta

Эпӗ 1899 ҫулта Арапуҫӗнчи чиркӳ прихучӗн шкулне вӗренме кӗтӗм. Пуҫламӑш пӗлӳ илсен 1903 ҫул Тӑвайӗнчи икӗ класлӑ училищӗне кайрӑм. Кунти вӗренӳ лайӑх лару-тӑрура пычӗ, вӗрентекенӗсем ырӑ кӑмӑллӑччӗ, пире малалла ӑс-тӑн пухма хавхалантаратчӗҫ. Ку училищӗн традицийӗсем ҫирӗпленсе ҫитнӗччӗ. Ара, Иван Яковлевич Яковлев хӑй Тӑвайне темиҫе те килсе кайнӑ вӗт, вӗрентӳ мӗнле пынине тӗрӗслесех тӑнӑ. Училищӗрен 1905 ҫулта вӗренсе тухрӑм. Ҫав ҫулхинех Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче экзамен тытнӑ хыҫҫӑн 1-мӗш класра вӗренме тытӑнтӑм. Чиркӳ прихучӗн шкулӗнчен вӗренсе тухнисене малтан хатӗрленӳ класне йышӑнатчӗҫ, вӗсен унта икӗ ҫул пулмаллаччӗ, унтан тин вӗсене 1-мӗш класа илетчӗҫ. Мана телей тиврӗ — эпӗ Тӑвайри икӗ класлӑ училищӗрен вӗренсе тухнӑ-ҫке. Экзаменсене питӗ лайӑх парсан, хӑшӗ-пӗрисене тӳрех иккӗмӗш класа илетчӗҫ. Хатӗрленӳ класӗнчен пирӗнпе пӗрле вӗренме тата темиҫе ача хушӑнчӗ. Вӗсенчен пӗри пулас поэт К.В. Иванов пулчӗ…»,— ҫапла ҫырнӑ Арапуҫ ялӗн ҫынни Александр Никифоров биографийӗнче.

Help to translate

Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/

Чи пӗчӗк уйрӑмлӑх принципне чӗлхе вӗрентӗвӗнче ҫапла ӑнлантарса параҫҫӗ: «Литературные языки малых народов СССР, создавая терминологию, ориентируются на язык, являющийся средством межнационального общения советских народов, используют сложившиеся и вновь возникающие в нем термины и целые терминологические системы для отдельных областей науки, техники и т. д. Принцип минимальных расхождений вовсе не означает полного совпадения терминов во всех отношениях в русском и во многих других литературных языках народов СССР. Пока существуют эти языки, будут и какие-то расхождения в терминах (графические, фонетические, орфоэпические и др. )… Задачам коммунистического строительства в нашей стране может отвечать лишь один принцип: принцип минимальных расхождений. Он является наилучшим с точки зрения реализации задачи дальнейшего сближения советских народов и их культур для последуюшего слияния всех наций в единую коммунистическую семью. Принцип же максимальных расхождений в терминологии совершенно для нас неприемлем».

Help to translate

1 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен депутачӗсен тата ял старостисен кунпа пӗрлех ҫывӑх вӑхӑтрах граждансен пухӑвӗсенче ҫуркуннехи-ҫуллахи тапӑхрта пушар тухасран асӑрхаттарас, кӑнтӑрла та, каҫпа та ял ҫыннисенчен хурал тӑрассине йӗркелес, пӗвесем патне пыракан ҫулсене тирпейлӗ пӑхса тӑрас ыйтусене пӑхса тухмалла, пушара хирӗҫ кӗрешекен служба ӗҫченӗсемпе пӗрле ӗҫ коллективӗсенче, граждансем хушшинче типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫапа ҫунтарма, кӑвайтсем чӗртме юраманни пирки калаҫусем ирттермелле, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнманнисенчен ҫирӗп ыйтмалла, халӑха ялсене санитарипе экологи тӗлӗшӗнчен тасатса тирпей-илем кӗртмелли мероприятисене активлӑ явӑҫтармалла, апрелӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса майӑн 6-мӗшӗччен урамсемпе картишсене, парксене, масарсене, ҫул хӗррисене ҫӳп-ҫапран тасатас, чечексемпе йывӑҫ-тӗм лартас, Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене, обелисксемпе стеллӑсене йӗркене кӗртес тӗллевпе вунӑ кунлӑх йӗркелемелле, ял тӑрӑхӗсен гербӗсемпе ялавӗсене хатӗрлесе йышӑнассине вӗҫлемелле.

Help to translate

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

- Ҫапӑҫу йывӑр пуласса эпир лайӑх пӗлетпӗр, кайран мӗн пулса тухасса та туятпӑр. Ҫакӑ хӑраса ӳкни мар, лару-тӑрӑва объективлӑ хаклани. Приказа улӑштарма, ӑна пӑрахӑҫлама пултараймастпӑр эпир. Анчах хамӑршӑн усӑллӑрах майсемпе усӑ курма тӑрӑшса ҫынсен пурнӑҫне сыхласа хӑварӑпӑр. Манӑн шутпа ку енӗпе чи лайӑх меслет вӑл наступление хӑвӑрт ирттересси. Мана тӗрӗс ӑнланӑр эсир, ҫухатусем пулаҫҫех. Мӗншӗн тесен эпир уҫӑ хирте мишеньсем вырӑнне пулатпӑр-ҫке. Унта шӑтӑк-путӑк та, тӗмеске те ҫук. Тӑшмана мӗнле те пулин улталаса сахалрах ҫухату тӳсмелле. Мӗн пур полкран та халӗ пӗр тулли батальон пулмасть. Ман шухӑшпа штаб пире наступление ярса тӑшманӑн вут-хӗм точкисене палӑртса унӑн хӑватне пӗлсе разведка ирттересшӗн. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх оборонӑн иккӗмӗш эшелонӗнчен часах ҫӗнӗ чаҫсем килсе наступлени пуҫармалла. Ҫак наступлени умӗн штаба тӑшман ҫинчен сведенисем кирлӗ те, вӗсене пирӗн наступлени пулӑшнипе тупмалла. Ильинпа Артюхин Перепелкин каланине шута илме, наступление хӑвӑрт ирттерес тесе тӑрӑшма сӑмах пачӗҫ, пӗр-пӗрин аллисене тытса чӑмӑртарӗҫ. Маларахри ҫапӑҫусем умӗн ҫакӑ пулманччӗ. Ҫакӑ офицерсем умри йывӑрлӑхсене, хӑрушлӑха лайӑх ӑнланнипе пулчӗ пулӗ.

Help to translate

"Кам чӗрӗ юлать... // А. ИЛЮШИН. https://avangard-21.ru/gazeta/54089-kam-ch-r-yulat

Сергеев Иван Сергеевичӑн награда хутне вулатпӑр: «Паттӑрлӑх е хисепе тивӗҫлӗ ӗҫсем тунине кӗскен тата конкретлӑ ҫырса кӑтартни. Сергеев юлташ 1944 ҫулти мартӑн 18-мӗшӗнче икӗ юлташӗпе пӗрле, хӑйӗн пуҫарӑвӗпе Винница хулин Хӗвеланӑҫ пайне тӑшманран хӑтарнӑ чухне Буг юхан шывӗ урлӑ чӑн малтан сулӑпа ишсе каҫса юхан шывӑн сылтӑм ҫыранӗнчи тӑшман плацдармне тытса илнӗ. Тӑшман вӑйлӑн персе тӑнине , темиҫе хутчен контратакӑланине пӑхмасӑр, Сергеев юлташ, паттӑрлӑх кӑтартса, пӗр талӑк ҫурӑ Буг юхан шывӑн сылтӑм ҫыранӗнче пулӑшу ҫитиччен тытӑнса тӑнӑ. Выҫӑ, шӑнса хытнӑ тумтирпе, хӗйӗн хӗҫ-пӑшалӗпе усӑ курса батальона юхан шыв урлӑ каҫма майсем туса панӑ. Шыв урлӑ каҫнӑ чухне взвод комадирӗ амансан хӑйӗн ирӗкӗпе унӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ, Взвода чӑн малтан шыв урлӑ каҫарнӑ. Взвода ертсе пырса Сергеев юлташ электростанцине тата тӑшманӑн вут-хӗм точкисем вырнаҫнӑ темиҫе ҫурт-йӗре тӑшмансенчен тасатнӑ, ҫак ҫапӑҫура хӑй кӑна 15 нимӗҫе пӗтернӗ. Тӑшманӑн икӗ пулеметне туртса илсе вӗсемпе нимӗҫсене пеме тытӑннӑ, Ҫавна май Украинӑри пысӑк чукун ҫул узелне, промышленнӑҫпа область центрне туртса илме майсем туса панӑ. Буг юхан шыв урлӑ каҫнӑ, Винница хулине илнӗ чухне паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн Сергеев юлташ «Совет Союзӗн Геройӗ» ята илме тивӗҫ.

Help to translate

Вун тӑхӑр ҫулхи каччӑсене герой ятне памалла пулнӑ // Василий ЛАПИН. https://kanashen.ru/2024/09/20/%d0%b2%d1 ... %bc%d0%b0/

Конференци программине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн, Раҫҫей Федерацийӗн Юстици министерствин Чӑваш Енри управленийӗн, РФ ШӖМӗн республикӑри экономикӑри преступленисемпе тата коррупципе кӗрешекен управленийӗн, Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн, ЧР Юстици министерствин, Следстви комитечӗн Ҫӗмӗрлери следстви пайӗн, РФ ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн, Чӑваш Республикин Адвокатсен палатин, Пермь крайӗн Адвокатсен палатин, Раҫҫей ФСИНӗн республикӑри управленийӗн юсанмалли 1-мӗш колонийӗн, Шупашкарти Калинин районӗн прокуратурин, асамлӑ Куҫмапа Дамиан чиркӗвӗн прихучӗн, «Энергогарант» САК» ПАОн Вятка филиалӗн, Раҫҫей Федерацийӗн Генеральнӑй прокуратурин академийӗн наука-тӗпчев институчӗн, РФ Правительстви ҫумӗнчи Финанс университечӗн, Хусанти В.Г.Тимирясов ячӗллӗ инноваци университечӗн коррупципе кӗрешекен наука-тӗпчев институчӗн, Чулхулари Н.Лобачевский ячӗллӗ патшалӑх университечӗн, РФ Шӗмӗн Чулхулари академийӗн, Саратоври патшалӑх юридици академийӗн, Раҫҫей коопераци университечӗн Шупашкарти коопераци институчӗн /филиалӗн/, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн, Регионсен хушшинчи социаллӑ уҫӑ институт, Тамбоври Г.Р.Державин ячӗллӗ патшалӑх университечӗн, Октябрь Революцийӗн тата Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗллӗ Беларуҫ патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн, Азербайджан Республикин ШӖМӗн Полици академийӗн тата Хазар хими завочӗн /Туркменистан/ 139 представителӗн 122 докладне кӗртнӗ.

Help to translate

Патшалӑхпа право аталанӑвӗн XXI ӗмӗрти ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ // Вероника ДАВЫДОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Районти отрасль технологийӗсен техникумӗн бухгалтер-кассирне Алина Михайловна Ларионована Тутарстан Республикин Ҫутӗҫ тата наука Министерствин Тав ҫырӑвне; «Эталон-Агро» обществӑн заведующине Рустем Изилович Камалова тата тата районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн финанспа экономика пайӗн консультантне Алена Борисовна Сарафанована Раҫҫей Федерацийӗн Ял хуҫалӑхӗ министерствин Тавне; районти Ӗҫ тӑвакан комитетӑн муниципаллӑ заказӗн уйрӑмӗн начальникне Владимир Петрович Артемьева тата персонал енӗпе специалиста Резеда Ринатовна Махмутована, машинӑпа трактор паркӗн техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтермелли мастера-наладчикне Николай Петрович Петрова, шут-хисеп енӗпе специалиста Рамзия Насыховна Хайрулинана, «Государев Амбар» обществӑн производствӑпа техника пайӗн начальникне Людмила Николаевна Мещанована тата участокӑн начальникне Владимир Алексеевич Емельянова, «Цильна» обществӑн тӗп энергетикне Фаннур Мансурович Залалетдинована, «Молко-Ҫӗпрел» обществӑн административлӑ управляющи шучӗ енӗпе специалистне Фанида Назировна Тукфатуллинана, «Хайрулина Ф.Ш.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхне Фарида Шагиджановна Хайрулинана, ял хуҫалӑхӗн ветеранӗсене Шамиль Ахмадуллович Вильданова тата Джамиль Абдулхаевич Мударисова Тутарстан Республикин ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ Министерствин Тавне тата Тав ҫырӑвӗсене, ҫавӑн пекех, ентешсене, спонсорсене, общество деятелӗсене Айрат Шафикович Усманова тата Сергей Владимирович Ишмукова Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗн Хисеп грамотисене пачӗҫ.

Help to translate

Ӗҫӗсене хисеплесе // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... 1718951634

Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Help to translate

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Help to translate

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed