Corpus of the Chuvash language

Short

Ҫав документсенче, идеологи ӗҫӗ ҫинчен йышӑннӑ ытти решенисем пекех, коммунизм строительствин программине пурнӑҫлассишӗн кӗрешме мобилизацилес тӗлӗшпе радиовещанипе телевидени умӗнче тӑракан задачӑсене палӑртнӑ, политикӑллӑ тата культурӑллӑ пурнӑҫра вӗсен пӗлтерӗшне ӳстермелли майсем кӑтартса панӑ.

Help to translate

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ҫамрӑк пахчаҫӑ А. Ерошин хӑй хывнӑ юрӑсене рояльпе калать; пӗве тунӑ ҫӗрте ӗҫлекен колхозник Хлянов каҫхине клубра Маяковский сӑввисене «артистла ӑсталӑхпа» вуласа парать; уборщица ачи Корчажкин — художник, вӑл халӑх ӗмӗтне — Кольцовка малашне мӗнле ӳссе каяссине — хӑйӗн картинӗсенче ӳкерсе кӑтартать…

Help to translate

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Пирӗн района Пӗрлехи информкуна ирттерме Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсен комитечӗн председателӗ Петр Краснов, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Ольга Казарина, «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Геннадий Максимов килсе ҫитрӗҫ.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен участоксенчи суйлав комиссийӗсен членӗсем суйлавҫӑсен вырӑнӗ, вӑхӑчӗ тата сасӑлав мелӗсем ҫинчен пӗлтерме ҫирӗплетнӗ территорисенче пулӗҫ, ҫынсемпе уҫӑ калаҫусем ирттерӗҫ, мобильлӗ приложенисем пирки ӑнлантарса парӗҫ, усӑллӑ хыпарсемпе паллаштарӗҫ.

Help to translate

Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗнче 910 пине яхӑн суйлавҫӑ Чӑваш Енре сасӑлама пултарӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/31/racc ... -yahan-suj

«Сӑмах бюджет кредичӗ пирки пырать - ҫӑмӑл укҫа. Шӑпах ҫак мелпе ҫине тӑрарах усӑ курмалла. Хӑй вӑхӑтӗнче Тутарстан, Мордови ҫавнашкал кредитсен шучӗпе вӑйлӑ аталанчӗҫ. Пирӗн те Шупашкар, Чӑваш автономийӗн юбилейӗсем ҫывхарнӑ май ҫак майпа усӑ курмалла, пысӑк укҫа илмешкӗн урӑхла майсем пулмӗҫ», - терӗ вӑл.

Help to translate

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Тӗрекленсе ҫитнӗ, тӑррисемпе, юмахра каланӑ пек, пӗлӗте кашӑр-кашӑр сӗртӗнекен, сӑтӑркалакан пӑхӑр вулӑллӑ ҫурта пек хырсемпе пӗрлех (вӗсен тӗлӗнче тӳпенелле пӑхса тӑрсан, хыр вуллисем мар, ура айӗнчи ҫӗр сӗвекленсе таҫталла юхнӑн сисӗнет; пуҫ арпашӑнса каять, ҫаврӑнма пуҫлать) кунта ҫамрӑкраххисем те пур.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак кунсенче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата Кивӗ Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Рамиль Низамов, Ӗҫ тӑвакан комитетӑн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов вӑрҫӑ тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче района аталантарас ӗҫе хӑйсенчен пысӑк пай кӗртнӗ ҫынсем патӗнче пулчӗҫ, вӗсен пурнӑҫӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗҫ, парнесем пачӗҫ.

Help to translate

Халӗ те сураҫҫӗ сурансем... // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... c-suransem

«Кадрсем ӗҫрен кайсах тӑрсан ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑпа предприятисем хушшинчи ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва тытса тӑрасси» пулӑшу комплексӗ шайӗнче 10 вакансирен 7-не хупнӑ: уйрӑм заведующийӗ, ҫемьепе ӗҫлекен специалист, социаллӑ работник, хуҫалӑх заведующийӗ, ҫынна пӑхма пулӑшаканӗ, рабочи-тӳрлетсе юсатакан, водитель.

Help to translate

Кадрсем шыраса «Раҫҫейри ӗҫ» центра куаркод урлӑ тухаҫҫӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12547-khal-k ... t-43-11030

Пин-пин ҫын проходнойран кӗрсе-тухса ҫӳрени аслӑ инженерӑн кӑмӑлне ҫӗклерӗ, вӑй хушӑннӑ пек туйрӗ вӑл, сарлака та чӑнкӑ ҫамки ҫине шуҫса аннӑ ҫӳҫ пайӑркине хыҫалалла пусса сӑтӑрса хучӗ те Алтайри пир-авӑр комбинатӗнче лайӑх ӗҫленӗшӗн хӑйӗн ятне ҫырса панӑ ылтӑн сехетне пӑхрӗ, кабинетӗнчен хыпаланса тухрӗ.

Help to translate

Ҫирахви мар — урӑх хӗр // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

«Пирӗн ывӑл Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлес ҫул-йӗре хӑй суйласа илчӗ. Ҫакна тума вӑл яланах ӗмӗтленнӗ. Унӑн ӗмӗчӗ хӑйӗн пурнӑҫӗн хакӗпе пурнӑҫланчӗ. Унӑн ятне асра тытнӑшӑн пурне те пысӑк тав. Ывӑлӑн паттӑрлӑхӗ пире малашлӑхра ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарса тӑтӑр», — палӑртнӑ Раҫҫей Паттӑрӗн ашшӗ Сергей Александров.

Help to translate

Евгений Александров ячӗпе шкул тата урам хисепленсе тӑрӗҫ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d0%b5%d0 ... %83%d1%80/

Зина вулама тытӑнчӗ: «Дано сие доктору Эльгееву Павлу Николаевичу в удостоверение того, что он действительно проходил ординатуру при факультетской терапевтической клинике Казанского Государственного Уннверситста им. В. И. Ленина с 4 октября 1924 года по 4 октября 1927 года и показал себя весьма талантливым…»

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хаҫатсем ҫакна палӑртаҫҫӗ: пуринчен ытларах «Европа ҫарӗ» майлӑ тӑракан ҫыннӑн — Франци ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗн Жорж Бидон, президент пулма хӑйӗн кандидатурине тӑратнӑскерӗн — иккӗмӗш хут сасӑланӑ хыҫҫӑн хӑйӗн ятне кандидатсен списокӗнчен кӑларма тивнӗ, мӗншӗн тесен унӑн кандидатури путланса ларнӑ.

Help to translate

Тӗнчери лару-тӑру // И. Артемов. Коммунизм ялавӗ. - 1953. - 23 декабрь (№ 253). - С. 4.

Аса илтерер: асӑннӑ энциклопеди - республикӑра ҫакӑн йышши кӑларӑма, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен, издательствӑсен, полиграфи предприятийӗсен, информаци агентствисен историне, аталанӑвӑн тӗп тапхӑрӗсене, паянхи лару-тӑрӑва, вӗсен ӗҫ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрне халалланӑскере, хатӗрлессипе ҫыхӑннӑ пирвайхи опыт.

Help to translate

Энциклопеди - «Раҫҫей журналистикин ылтӑн ҫӳлӗкӗ» ҫинче // Надежда ОСИПОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Ҫӗнтерӗве ҫывхартма Флюра Валиева, Лилия Газизова, Асия Нагимова, Альфия Галяутдинова, Миляуша Габбасова, Назия Димеева, Ляйля Едиханова, Лилия Ибатуллина, Альфия Маликова, Лилия Музафарова, Альмира Сафиуллина, Фаузия Сулейманова, Марьям Салимова, Гульзиля Шигапова, Асия Файзуллина тата ыттисем пулӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/novosti/2024 ... ha-3942981

Кун пекки нихӑҫан та пулман: иккӗн тан - райӗҫтӑвком председателӗ Варсонофиий Алексеевич Алексеев, кӑштах маларах парти райкомӗн пай заведующийӗ, унтан секретарӗ пулнӑскер, Пӗрлех ВКП(б) райкомӗн иккӗмӗш секретарӗ Петр Тимофеевич Тимофеев, каярахпа парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулса тӑнӑскер, килнӗ.

Help to translate

"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51522-obsh ... -kh-n-khur

Кӗнекисене вара, ҫӗршыва революци ҫулӑмӗ ярса илсен, халӑх ҫуртӗнче хӑварма йышӑннӑ, анчах та Кӑрмӑш хутлӑхӗнчи пӑлхава чарса лартнӑ хыҫҫӑн управляющи пулнӑ ҫыннӑн ҫуртне /библиотека унта упраннӑ/ конфискациленӗ, кӗнеке фончӗн пӗр пайӗ Етӗрне уесӗн тӗп вулавӑшне, тепӗр пайӗ вулӑс библиотекисене саланнӑ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ҫавӑнтах: «Ҫилленнипе мар, ытла пысӑк телей сиксе тухнипе пуҫӗ ҫаврӑннӑран ӳпкеленҫи пулчӗ-тӗр», — тесе шухӑшларӗ те: — Ан ман, аппа… Ӗмӗрне те ан ман… Ҫавӑншӑн Анука райри пурнӑҫ туса пама тӑрӑшрӑм хам та. Ӗнтӗ сирӗн Анукрӑн телейлӗ хӗр прихутра урӑх ҫук. Касмуххапа хурӑнташланни хӑвӑршӑн та хисеп! — терӗ.

Help to translate

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иртнӗ ӗмӗр варринче сӑрт-ту ҫыннисене пусмӑрҫӑсене хирӗҫ кӗрешӗве ҫӗкленӗ Шамиле Гуни ҫынни ҫапла каланӑ пулать: «Шамиль, эсӗ хӑюллӑ, ӑмӑрткайӑк пек ҫивӗч те чӑрсӑр джигит, ту-сӑрт — вӑй, ту-сӑрт ҫӑлкуҫӗ — сиплӗх, вӑрманӗ, чӑтлӑхӗ — хӳтлӗх парать сана, итлесем пире, Шамиль, килӗш ҫурҫӗртисемпе, вырӑссемпе…»

Help to translate

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Ҫав кунтан пуҫласа юлташӑмсем, пур енӗпе те хӑйсемпе «тӑп тан» танлаштармарӗҫ пулин те, мана вӑйӑ-кулӑсенче «умалла иртме» те, «ҫул пуҫӗ» пулма та ирӗк паратчӗҫ, хӑш-пӗр вӑйа «катаччилентерес» е «юнлӑ вӑрҫӑ хирне» ҫавӑрас мелсене шӗкӗлченӗ чух ман сӗнӳсене те шута илетчӗҫ, вӗсене йышӑну никӗсне те хыватчӗҫ.

Help to translate

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Паҫӑр ҫурт купаланӑ ҫӗрте хаваслӑ шӑв-шав илтӗнетчӗ, вӑл пынине курсанах, пурте шӑпланчӗҫ, тӑрӑшарах ӗҫлеме тытӑнчӗҫ, Акимов ятран чӗнмесӗр те сӑмах хушакан ҫук; ҫӗркаҫ ҫамрӑксем столовӑй-клубра тӗпӗртетме тапратнӑччӗ, — вӑл алӑк уҫсанах вӗсем кӗтеселле хӗсӗнчӗҫ, сӗтел ҫинчи хаҫат-журнала вуланҫи пулчӗҫ…

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed