Short
Митинг вӑхӑтӗнче ҫавӑн пекех, ҫар юхӑмӗн ветеранӗсене, район пуҫлӑхӗн Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсене, РФ Сывлӑш-десант ҫарӗсен 104-мӗш дивизийӗн командирӗн Тав ҫырӑвӗсене, ҫар юхӑмӗн ветеранӗсен, запасри ҫар юхӑмӗн, «Щит Отечества» регионти обществӑлла организацийӗн Тав ҫырӑвӗсене, «Ҫурҫӗр Кавказри ҫар юхӑмне — 25 ҫул» юбилей медалӗсене, «Чечня вӑрҫин ветеранӗ» паллӑсене пачӗҫ.
Митинга ҫар юхӑмӗн ветеранӗсене халалланӑччӗ // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... alallanacc
Акӑ ӗнтӗ унӑн уҫӑ, кӗмӗл сассине тӳпери тӑрин «тӑр-тӑр-и, тӑр-тӑр-и, карталанса тӑтӑр-и, пурте ӗҫе тӑтӑр-и» тесе тӑрӑ сывлӑша чӗтретсе тӗпреткелекен юрри те, ку кайӑкран таҫта-таҫта ҫӳлерехре вутлӑ хӳрине пӗр тикӗссӗн сӗтӗрсе вӗҫекен реактивлӑ самолет уҫӑмсӑр вӑввлани те, таҫти катари уйри ялхуҫалӑх машинин кӗр-кӗр-кӗр-кӗрлевӗ те ҫӗнтерейми, шартах таткалайми, шалтах хуплайми пулчӗҫ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Акӑ мӗнле хаклав ҫырнӑ социаллӑ сетьри хӑйӗн страницинче музейре пулса курнӑ тутар турисчӗ Э. Хамитова:«Чӑваш Енре пуян экскурсире пулса куртӑм. Вӑрмарти историпе таврапӗлӳ халӑх музейӗнчи экскурсовод Галина Корытникова — илемлӗ хӗрарӑм-экскурсовод кӑна мар, юрлама та ӑста. Музейре хӑй вӑхӑтӗнче чапа тухнӑ пулнӑ Вӑрмарти сӗтел-пукан фабрикинче туса кӑларнӑ япаласене куртӑмӑр…»
Экскурсисем кӑсӑклӑ иртеҫҫӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12036-ekskur ... -kl-irtecc
Малалла сцена ҫине «Виҫтӳпе ҫӑлтӑрӗсем» ачасен кӑтартуллӑ ташӑ ушкӑнӗ (Пишпӳлек районӗ, Пӑслӑк ялӗ), «Ҫеҫпӗл» чӑваш халӑх ансамблӗ (Чекмагуш районӗ, Юмаш), «Илемпи» ансамбль (Октябрьск хули), «Сувар» чӑваш халӑх ансамблӗ (Мияки районӗ, Ҫӗнӗ Хурамал), «Элем» ушкӑн (Ӗпхӳ хули), «Илем» чӑваш халӑх ансамблӗ (Пелепей хули), Ҫтерлӗри «Мерчен» продюсер центрӗ (Антонпа Марина Ивановсем) тухрӗҫ.
Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
Юрий Иванович Ксенофонтов скульптора, Сирена Никитична Юманкова художника, Хветӗр Агивер, Лаврентий Васильевич Таллеров, Алексей Петрович Петров-Этмен, Геннадий Максимов, Валентина Кириллова ҫыравҫӑсене, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне — Валерий Карпова, Петр Пантелеймонович Таллеров паллӑ таврапӗлӳҫӗне, Совет Союзӗн Геройне — Георгий Николаевич Чернова пурте пӗлеҫҫӗ.
Нӗркеҫ ялӗ – 425 ҫулта // Михаил КУЗНЕЦОВ. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d0%bd%d3%9 ... %82%d0%b0/
Хӗрарӑма хирӗҫ Испуханов ним калама та ӗлкӗреймерӗ — шавлӑн калаҫса, хаваслӑн кулкаласа клуба каччӑпа хӗр кӗчӗҫ, кунта ют ҫын пуррине асӑрхаса самантрах шӑп пулчӗҫ, пӗр-пӗринчен хӑвӑрт уйрӑлчӗҫ: вӑтам пӳллӗ кутамас каччӑ, сарӑ кӑтра ҫӳҫне силлентерсе пӳлӗм варринчи бильярд сӗтелӗ умне пырса тӑчӗ, тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткеллӗ те вӑрӑм хура ҫивӗтлӗ хӗр Татьяна Архиповна ҫумне кайса ларчӗ.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Эсӗ: «Усалӑн тӗллевӗ паллӑ — усал тӑвасси. Анчах Турри мӗншӗн тӳрӗ пурнӑҫпа пурӑнакан пур ҫынна та хӳтӗлемест. Уйрӑмах инкеке лекнисене. Мӗншӗн ҫӗр ҫинче тӗрлӗ вӑрҫӑ-харҫа, хирӗҫтӑрусене чармасть? Хӳтӗленекенсем кӑна мар, тапӑнакансем те хӑйсен хура ӗҫӗсене час-часах Турӑ ячӗпе тӑваҫҫӗ, мӑшкӑллаҫҫӗ, асаплантараҫҫӗ… Лешсене те, кусене те пулӑшать-и вара Турӑ?» — тесе кӑмӑлна хуҫрӑн.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Калаҫӑвӑн тӗллевӗ: тӗнчере пулса иртекен событисен тӗслӗхӗсем ҫинче терроризм мӗн иккенне, ун хыҫҫанхи палӑрӑмсем мӗнле пулнине, унран хӳтӗленмелли мӗнле майсем пуррине кӑтартасси, Бесланри чӑн-чӑн трагедилле событин тӗслӗхӗсем ҫинче кӑтартса вӑл пӗр-пӗрне пулӑшасси, паттӑрлӑх, патриотизм, тимлӗх, характер ҫирӗплӗхне ӑша хывтарасси, хӗрхенӳ туйӑмне тивӗҫтерессине кӑтартса панӑ.
Калинин ял Советӗнче терроризм ҫинчен калаҫу ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/terrora-khir ... rn-4056051
Сергей Димитриев каланӑ тӑрӑх - хальхи вӑхӑтра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1250 инваличӗпе участникӗ, «Блокадӑри Ленинградра пурӑннӑ ҫынна» паллӑпа наградӑланӑ 49 ҫын, хӑй вӑхӑтӗнче ҫула ҫитмен ӳсӗмре фашизм тӗрмисенче асапланнӑ 79 ҫын, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисен тӑлӑха юлнӑ 62 мӑшӑрӗ, вӑрҫӑран таврӑнсан вилнӗ салтаксен тӑлӑха юлнӑ 5 пин мӑшӑрӗ, 18,9 пин тыл ӗҫченӗ пурӑнаҫҫӗ.
Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№
А.М. Симулин ӑсчах (Элпуҫ ялӗ) ҫапла каласа кӑтартнӑ: «Пирӗн килте те йӗрӗх пулнӑ, ялӗпех пурччӗ, пулмалла. Вӑл кӗлетре кӗтесре ҫакӑнса тӑратчӗ: пӗр икӗ шит ҫӳллӗш те пурччӗ пуль, кивӗ пукане, те пир татӑкӗсемпе хупланӑ ӑна. Ӑна тытма каламастчӗҫ, кукамай ҫавна питӗ тимлетчӗ. Вӑл пукане эпӗ ҫарта чухне, 1950 ҫулсем варринче, пичче кӗлетӗн улӑм ҫийне тимӗрпе улӑштарнӑ май, ҫухалнӑ пулмалла».
Йӗрӗх ҫырмисенче эрех юхтарнӑ-и? // Владимир ШАКРОВ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... uhtarna-i/
Анӑҫран тухӑҫалла тӑсӑлакан сарлака тӗп урамра, автовокзал ҫывӑхӗнче, виҫӗ ҫамрӑк хурӑн кӗрнеклӗн саркаланса лараҫҫӗ, сарӑ тенкӗллӗ шӳлкемепе хӗрес ҫакки ҫакса туя кайма хатӗрленнӗ чӑваш хӗрарӑмӗсем пек туйӑнаканскерсем, илемлӗ, илӗртӳллӗ вӗсем, анчах Моляков, автобус ҫинчен ансан ҫав виҫӗ хурӑн ҫине мар, урам леш енчи кивӗрех икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурт умӗнчи ватӑ йӑмра ҫине куҫ ывӑтрӗ.
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
«Ҫул ҫине тухакансен, уйрӑмах ҫул хӗррипе утакансен каҫхине ҫиелти тумтир ҫине ҫутатакан ятарлӑ паллӑсене – аппликацисемпе термонаклейкӑсем, йӑрӑмсем вырнаҫтармалла. Шел пулин те, ҫамрӑксем халӗ ытларах хура е ытти тӗксӗм тӗслӗ тумсем тӑхӑнма кӑмӑллаҫҫӗ. Ҫакӑ вара водительсемшӗн йывӑрлӑх кӑларса тӑратать, аякранах асӑрхама май памасть», - тесе пӗлтерчӗ Марина Никитина инспектор.
Ачасем аслисенчен тӗслӗх илеҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/achasem-aslisench ... lecce.html
«Пурӑнмалли пӳлӗмсене граждансене пурӑнмалли пӳлӗме тара илмелли договор тӑрӑх тӳлевсӗр еткерлӗхе тата усӑ курма параҫҫӗ. Ӗҫ договорӗ тӑрӑх пилӗк ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн граждансен пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствин вунӑ процентран ытла мар хакӗпе, вунӑ ҫул иртсессӗн – пӗр процентран ытла мар хакпа пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма право пур», - ӑнлантарнӑ Пушкӑрт Ял хуҫалӑх министерствинче.
Пушкӑртра ял хуҫалӑх предприятийӗн ӗҫченӗсем ҫӗнӗ ҫуртсем илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ln-4069364
«Урташ юррисем вилмен, вӗсем халӗ халӑх чӗринче, асӗнче. Сӑвви-юррисем халӗ те ӗҫне малалла тӑваҫҫӗ: Тӑван ҫӗршывӑмӑра, чӗлхемӗре, ҫывӑх ҫыннӑмӑрсене юратса, хисеплесе пурӑнма вӗрентеҫҫӗ, пӗтӗм пурнӑҫне, ӗмӗтне, халӑх кун-ҫулӗпе ҫыхӑнтарнӑ поэт хӑй те манӑҫмасть», — тесе ҫырать Василий Цыфаркин В.А.Урташ пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалласа кӑларнӑ «Юрӑпа эп пурнӑҫа юратрӑм» кӗнекинче.
Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.
Маларах вӗҫленӗ хӑш-пӗр объектсенчи ӗҫсен шутне Ӗнел тата Тӳскел ялӗсем хушшинчи ҫакӑнса тӑракан, Аслӑ Елчӗк урамӗнчи ҫырма урлӑ каҫмалли кӗперсене юсани, Елчӗкпе Каркалар ялӗсенчи масар картисене ҫӗнӗрен тытса ҫавӑрни, Ҫӗнӗ Тӳскел ялӗнче урама ҫутӑ вырнаҫтарни тата Таяпа Энтринчи Анаткас урамӗнчен пуҫласа ял масарне ҫитиччен, Арманкас урамӗнчи пӑралуккана вак чул сарни кӗреҫҫӗ.
Халӑхпа пӗрле пулнинче — пысӑк вӑй // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... b2a%d0%b9/
Юлашки ҫулсенче чӑвашла тухнӑ ӗҫсенче, сӑмахран, ҫакнашкал ҫӗнӗ терминсене курма пулать: аккомодаци, аллофон, алломорф, аналоги, антиноми, антропоним, антропонимика, ареал, артикуляци, артикуляциллӗ паллӑсем, артикуляцисӗр паллӑсем, ассимиляци, архаизм, аффиксоид, гаплологи, гидроним, гипербола, гипотаксис, графема, дериваци, диссимиляци, дистрибуци, дифтонг, реляци т. ыт. те, т. ыт. те.
3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн-и е унтан малтантарах-и — хӑҫан пуҫланнине Таранов хӑй те лайӑххӑн, уҫӑмлӑн пӗлмест — мӗн те пулин ҫырасси ҫинчен шухӑшланӑ чух е мӗн те пулин ҫырма ларсан кирек хӑҫан та ӑнланмалла мар пӑтӑрмах сиксе тухать: унӑн куҫӗ умӗнче ылтӑн кӑшӑллӑ куҫлӑх тӑхӑннӑ Саркай мӗкӗлтетме тытӑнать, чӗрине шиклӗ туйӑм йӗпле-йӗпле илет, вара шухӑш йӗрки сисӗнмесӗрех урӑх еннелле пӑрӑнать.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
«Валентина Васильевна — тарӑн пӗлӳллӗ, анлӑ тавра курӑмлӑ специалист. Унпа тӗрлӗ темӑпа калаҫма, сӗнӳсем ыйтма пулать. Кӑнтӑрла-и, ҫӗрле-и — пӗрре шӑнкӑравласанах ҫитме васкать. Пирӗн ялта медпункт тата ҫакӑн пек лайӑх фельдшер пуррипе эпир питӗ савӑнатпӑр. Ӑна манран тата мӑшӑрӑмран Викентий Ивановичран пысӑк тав», — уҫать шухӑшне Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Роза Гурьевна Герасимова.
Фельдшер – ялти хисеплӗ ҫын // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%84%d0%b ... %8b%d0%bd/
«Кил-ҫурт конкурсӗ ҫамрӑксене пулӑшассин чи кирлӗ мерисенчен пӗри. Пирӗн ведомство тӑватӑ программӑпа куратор пулса тӑрать. Ку конкурс Тутарстан Республикин ҫамрӑксен политикине пурнӑҫлассине активлӑ хутшӑнакан тӗрлӗ категорие кӗрекен ҫамрӑксем хутшӑнма пултарнипе уйрӑлса тӑрать, ҫемье лару-тӑрӑвӗ мӗнле пулни пӗлтерӗшлех мар», – тенӗ ТР ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗ Ринат Садыков.
Республикӑра 49 ҫамрӑк ҫын хваттерлӗ пулнӑ // Ирина ГОРДЕЕВА. https://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/re ... terl-pulna
Сантӑр хӑйӗнчен пӗр утӑм та уйрӑлманни, хӑй ҫине кӑна темле шанӑҫпа хӳтлӗх кӗтсе пӑхни чунне хускатрӗ пулӗ-и, — хӑйне хӑй ҫирӗп тытасчӗ тенӗ ҫӗртех тӳссе ҫитереймерӗ вӑл, коридора тухсах шӑппӑн макӑрчӗ; кайран, питне сив шывпа ҫуса пӳлӗме кӗрсен, вырӑс хӗрарӑмне хӑйӗн ҫӗнӗ платйине, урине шурӑ ҫӑм чӑлхапа ҫӗн калуш тӑхӑнтартма хушрӗ, Кӗтери темӗн хирӗҫлесшӗннине кура татӑклӑн каларӗ:
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.


