Corpus of the Chuvash language

Short

Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ командинче тӑракан пирӗн муниципалитет округӗн кӗрешӳҫисем федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнче 16 ҫулчченхи хӗрсемпе каччӑсем хушшинче ирӗклӗ майпа кӗрешсе мала тухассишӗн Ульяновск хулинче иртнӗ ӑмӑртура лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ.

Help to translate

Чӑваш Ен чысне ҫӗклеҫҫӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/52468-ch-v ... ne-c-klecc

Нумай ҫутӑ ҫӑлтӑр ялкӑшать пире хупласа тӑракан тӳпере, анчах чи ҫуттисен ячӗсем ҫаксем (эп ун пеккисене ку таранччен курманччӗ-ха): чаплӑ та мухтавлӑ Сулейман Великолепный — Турци султанӗ тата аслӑран та аслӑ ҫар пуҫӗ Сахиб-Гирей, пирӗн телейӗмӗр Герай-хан…

Help to translate

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӗнер чус-хӑма юлчӗ, пӑта ҫитмерӗ, мана эсир чус-хӑма енӗпе аристократ турӑр, усси?! — Топрисов хӑй килӗштернӗ «аристократ» сӑмаха сиктерсе хӑвармарӗ, ӑна ҫӑвар туллин каланӑ хыҫҫӑн яланхи йӑлапа чикарккӑ ҫавӑрса ҫӑварне хыпрӗ, шӑрпӑк курупки туртса кӑларчӗ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Алтай крайӗнче пурӑнакан чӑвашсем ҫӗре тата ун ҫинче ӗҫлеме юратаҫҫӗ. Сирӗн республикӑра интереслӗ нумай проект пурнӑҫа кӗрет, сирӗн опытӑрпа, уйрӑммӑн илсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствинчипе, тӗплӗнрех паллашмалла», - тенӗ Алтай крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗ.

Help to translate

Алтайри тӗлпулусем // ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Вӑл кӗнекесем тӑрӑх пӗтӗм тӗнчери халӑхсем ҫӗр ҫинчи ҫӗнӗ саманапа — социализм саманипе, ҫӗр ҫинчи ҫӗнӗ ҫынсемпе — ҫӗннишӗн паттӑррӑн тӑракан, ҫынна тӑван вырӑнне хурса юратакан, ҫӗр ҫинче чи малтан коммунизм тӑвакан ӑслӑ та ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсемпе паллашаҫҫӗ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Республикӑри пӗртен-пӗр хӗрарӑм прокурор каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫур ҫулта ҫул ҫитменнисемпе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснӑ 10 тӗслӗх /пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑрта — 9/ тупса палӑртнӑ, 4 представлени ҫырнӑ, айӑплӑ 4 ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.

Help to translate

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Н. Г. Чернышевский хӑй те романсем, повеҫсем, калавсем, пьесӑсем ҫырнӑ (вӗсенчен ҫаксем сыхланса юлнӑ: «Что делать?», «Пролог», «Алферьев», «Повести в повести» тата ыттисем те; кунта эпир унӑн «Что делать?» — «Мӗн тумалла?» романӗ пирки ҫеҫ пӗр-ик сӑмах каласшӑн).

Help to translate

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Улька ҫумне меллӗрех вырнаҫрӑм та вӑл пулас мӑшӑрӗ Улюк салтакран таврӑнса ял пурнӑҫне йышӑнни, хӑйсен юратӑвӗ, пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрас ыйтӑва йывӑррӑн татса пани, ҫавна пула Урал тӑрӑхне тухса кайма тивни, ҫемье пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панине итлеме тытӑнтӑм…

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫак проекта пурнӑҫлама республика бюджетӗнчен 1 млн та 165 пин те 580 тенкӗ уйӑрнӑ, вырӑнти бюджетран 174 пин те 842 тенкӗ янӑ, ял ҫыннисем 116 пин те 558 тенкӗ пухнӑ, Чутей тата Тӑрмӑш чиркӗвӗсен настоятелӗ Леонид Бараматов та хӑйӗн ятӗнчен суммӑн пӗр пайне уйӑрса панӑ.

Help to translate

Ҫӗнӗ купель уҫӑлнӑ // Зинаида ИВАНОВА. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... el-ucalna/

Хуран айӗнчен, таҫти тӗпсӗрлӗхрен (ҫичӗ ҫӗр миннинчен пуль?), йӗри-таврах акӑш-макӑш ҫунакан вут ҫулӑмӗсем, вӗсен йӑлхахӗсем пал та пал палкаса-явӑнса, виркӗнсе те сирпӗнсе, карласа та ҫатӑртатса хӑпараҫҫӗ те пӗлӗтелле вӑнн! вӑнн! вайкӑнса, кӑраланса тӑсӑлаҫҫӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тав хутне илнисем: Татьяна Петрова – Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн ӗҫченӗ, Лариса Сергеева – район администрацийӗн бухгалтери ӗҫченӗ, Марина Степанова – райадминистрацин вӗрентӳ пайӗн методпӳлӗм заведующийӗ, Сергей Мурашов – «Вурнары Завод СОМ» машинисчӗ.

Help to translate

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Николай Кожевников тӗп тухтӑр ертсе пыракан Муркаш районӗн тӗп больници Муркаш салинчи, Мӑн Сӗнтӗрти 2-мӗш, Торайри участок больницисене, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн 10 уйрӑмне, 38 ФАПа, васкавлӑ медпулӑшу уйрӑмне, сестра пулӑшӑвӗн 2 уйрӑмне пӗрлештерсе тӑрать.

Help to translate

Муркаш больницинче - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем // Никита АНДРЕЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Кӑтра сарӑ ҫӳҫлӗ йӗкӗт сылтӑм аллинчи вун иккӗпе явнӑ чӗн саламачӗпе ҫап-ҫутӑ аттине ҫатлаттарса илчӗ, ярханах янӑ сенкер кӗпи ҫинчен ҫыхнӑ шурӑ пиҫиххине турткаларӗ, аллисене урхамах ҫурӑмӗ ҫине хурса кӑштах кукленчӗ те — пӗрре сиксех ун ҫине утланса ларчӗ.

Help to translate

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Андриян Артемьев палӑртнӑ тӑрӑх, пушар извещателӗ сывлӑшра тӗтӗм тухни ҫине хурав парать, ҫавӑнпа та тӗтӗм пӗтӗм хваттерӗпех сарӑлсан кӑна мар, ун ҫинчен ҫуннӑ пӗрремӗш минутсенче пӗлтертӗр тесе, ӑна кашни пӳлӗмпе коридорта, мачча ҫине, ҫирӗплетсе лартмалла.

Help to translate

Пушар извещателӗ пурнӑҫа ҫӑлса хӑварать // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... lsa-xvarat

Унччен те пулмин Пурисӑн икӗ енчен сӑсар ҫӑмлӑ, тӑват юплӗ сенӗк мӑйракаллӑ, вут куҫлӑ, ҫулӑм чӗлхеллӗ, кӑкӑрӗсем ҫине «хура ангел» тесе ҫырнӑ «чӗрӗ» чунсем таҫтан (мур шӑтӑкӗнчен пуль?) кӑшӑрт! сикрӗҫ те тухрӗҫ, килпетсӗр ахӑркаларӗҫ, хуҫӑлкаларӗҫ, сиккелерӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кимӗсем ҫыранран хускалса кайнӑ чухне Атӑл ҫинче нимле пароход та курӑнмастчӗ, ҫамрӑксем хӑйсене «Мӗн парохочӗ пултӑр халӗ пӑр ларас ӳмӗн?» тесе те лӑплантарчӗҫ, тепӗр ҫырана ҫитеспе вара ҫӳлти кӳкӑртан кӗтмен ҫӗртен икӗ баржа кӑкарса янӑ буксир персе тухрӗ.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чи малтан Анат каса куҫса килсе ларнисем: Михаля Люгинӗ, Никифор Ҫтаппанӗ (Ҫерҫи), Никифор Кӗҫтенкки (Ҫерҫи), Кукли Униҫӗмӗ, Йӗрӗк Микиш, Кукша Микиш, Сусмет Ваҫили арӑмӗ, Сусмет Энтри, Ҫеки Ҫинакӗ-Караҫӗ, Тӑрши Питруха Мӗтри, Мати, Ҫитӑр ывӑлӗсем: Иван, Кӗҫтенкке.

Help to translate

Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14

Чул сарнӑ лакӑм-тӗкӗмлӗ ҫула юр хӗвсе тикӗсленӗ те, машинӑсемшӗн семафор уҫӑ темелле: Мирун пиччепе Мӗтрие икӗ грузовик хуса ҫитсе иртрӗҫ, анчах хайхискерсем ҫуран танккакан икӗ арҫынна ҫунӑк бензин шӑршипе кӑна вӗртерсе хӑварчӗҫ: алӑ ҫӗклени усӑсӑрах пулчӗ.

Help to translate

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Алевтина Федорова округри пултаруллӑ хӗрарӑмсене Тав ҫырӑвӗсем, хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова округри «Самая читающая семья» тата «Семья в образе литературного героя» конкурссен ҫӗнтерӳҫисене Хисеп грамотисем парса чысларӗҫ.

Help to translate

Пурне те хаваслӑх парнелерӗ // Вера ГОРБКНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%bf%d1%8 ... %80%d3%97/

Паянлӑха пире чӗлхе терминологийӗ пӗтӗмпех мар (вӑл ҫав тери йышлӑ, тӗпчевҫисен шухӑшӗсем тӗрлӗ пулнӑран усӑ куракан терминӗсем те пӗре килмеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене пӗр системӑна пӗрлештерме те май ҫук), чӑваш чӗлхи наукин терминологийӗ ытларах интереслентерет.

Help to translate

1. Умӗн калани // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed