Corpus of the Chuvash language

Short

«Украинӑра хӗлле пулмасть тесен те йӑнӑш мар, чи нумаййи — пӗр эрне. Шурӑ тӗслӗ маскировка сечӗсем кирлӗ мар, хальлӗхе симӗссисем, каярах вара ҫутӑ хӑмӑр, тӗттӗмрех тӗслисем кирлӗ пулӗҫ. Пурне те тав сире пулӑшнӑшӑн», - терӗ Анатолий ял-йыша тав туса.

Help to translate

Туслӑ йышпа — ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12385-tusl-j ... rtassish-n

Ҫакӑн хыҫҫӑн вырӑнти влаҫ органӗсем Леонтие хӑрушӑ (злостный) кулак тесе пӗтӗм ҫурт-йӗрне, выльӑх-чӗрлӗхне, пурлӑхне (пур пек укҫи-тенки, аш-пӑшӗ, хаклӑ япаласем, кӗрӗксемпе тӳшек-минтер таран), тӗрӗссипе каласан, ним хӑвармиччен, туртса илме йышӑннӑ.

Help to translate

Тымарсем тарӑн пулсан... // Николай ЛАРИОНОВ. https://avangard-21.ru/gazeta/52460-tyma ... n-pulsan-2

Чӑваш халӑхӗн культура аталанӑвне, культура еткерлӗхне сыхласа хӑварас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, Пишпӳлек районӗнчи культура тата общество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн Елена Владимировна Хорькована «Пишпӳлек районӗн хисеплӗ гражданинӗ» ята панӑ.

Help to translate

Ситекре «Питрав пуххи» чӑваш культура фольклор уявӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... tn-3850624

Тенеялӗнчи Николаев урамӗн- чи ҫула юсасси, Йӑнтӑрчӑ масарне тирпейлесе йӗркелесси, шыв башнисене пӑхса тӑрасси, Улянкӑ ялӗнче ача-пӑча лапамӗ тумалли вырӑна палӑртасси, сӗт хакӗ чакса пыни ӗне усракансене тивӗҫтерменни тата ытти ҫинчен те каланӑ.

Help to translate

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Сцена патнелле утнӑ чух ҫӳҫ пӗр пайӑрки ҫамки ҫине анса сулахай куҫне хупларӗ, вӑл пуҫне хыҫалалла ывӑтса ӑна хӑй вырӑнне тавӑрчӗ, ун хыҫҫӑн мӗнле выртнине тӗрӗсленӗн сулахай аллипе васкамасӑр ҫамкинчен пуҫласа пуҫ тупине ҫитиччен сӑтӑрса та илчӗ.

Help to translate

Эпилог // Анатолий Волков. А.Н. Волков. Атте ҫути: роман — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 368 с

Иккӗ тӗл пулсах «эс», «сан» тесе калаҫакан ҫак авар Курмышова тӳрех килӗшрӗ: пуҫласа курсах ҫывӑх ҫын вырӑнне хурать ӑна, капла пуплени Пашӑна килӗшет те; калӑпӑр, тӑтӑр вӑл халӗ «эсир», «сире», «каҫарӑр» текелесе — кун пек лару-тӑрура юрӑхлӑ марччӗ.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

«Пионер сасси» («Тантӑш») хаҫатра ӗҫленӗ Василий Кервен сӑвӑҫ унӑн тавракурӑмне, интеллигентлӑхне халӗ те тӗслӗх вырӑнне хурать, юлашки ҫула ӑсатма Шупашкарта халӑх питӗ нумай пухӑннине, хӑй Калинино масарӗ ҫине пытарма килнине хумханса аса илет.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Юбилей мероприятийӗ Михаил Захаров сӑввисене илемлӗ вулассипе шкул ачисен хушшинче ирттернӗ конкурса пӗтӗмлетнипе, «Палан», «Пилеш», «Сударушка» юрӑ ансамблӗсен, Антонина Артамонова тата Раиса Кузьмина солисткӑсен концерт номерӗсемпе вӗҫленчӗ.

Help to translate

Ялавӑрта поэт-фронтовикӑн юбилейне паллӑ турӗҫ // Татьяна Васильева. https://suvargazeta.ru/news/nurlat/ialav ... palla-turc

Апла пулсан, отрасльти министерство тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакан, патшалӑха лайӑх пахалӑхлӑ сӗтпе тивӗҫтерсе тӑракан хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсемпе уйрӑм хушма хуҫалӑхсенче туса илнӗ сӗте тивӗҫтерекен хакпа вырнаҫтарма пулӑшасса шанмалли анчах юлать.

Help to translate

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Вӑл кандидат диссертацине хӳтӗличченех кӑсӑк ӗҫе пуҫӑнчӗ: шыҫӑсем пирки тӑвакан пӗверӗн пысӑк резекцийӗсене пула юн ҫывӑраслӑхӗ тата ӑна хирӗҫле факторсем хӑйсене мӗнле тыткалаҫҫӗ, улшӑнаҫҫӗ тата мӗнле майпа вӗсем ҫине курӑмлӑ витӗм кӳме пулать.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Анатолий Волков. А.Н. Волков. Атте ҫути: роман — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 368 с

Вӑл кунта ним пӗлмесӗр кӗмен, малтан хӑй паллакан ҫынпа, темиҫе ҫул каялла вӗсем патне пырса кайнӑскерпе, калаҫса пӑхнӑ Левентей начальник ҫине тарӑхса ларчӗ, унӑн ӑшра ҫак ҫап-ҫутӑ куҫлӑ ҫиелтен тирпейлӗ пек туйӑнакан ҫынна хирӗҫле туйӑм ҫӗкленчӗ.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каласа хӑвармалла, Иван Валерьевич ҫӑмӑл атлетикӑпа тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗн, Европа чемпионкин тата кӗмӗл призерӗн, Лондонри XXX Олимп вӑййисен бронза призерӗн, Вӑрмар районӗн хисеплӗ гражданинӗн Татьяна Архипован /Петрован тӑван шӑллӗ.

Help to translate

Ентеш черетлӗ отпускра пулчӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12724-entesh ... skra-pulch

Чӑваш халӑхӗн культура аталанӑвне, культура еткерлӗхне сыхласа хӑварас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, Пишпӳлек районӗнчи культура тата общество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн Елена Владимировна Хорькована «Пишпӳлек районӗн хисеплӗ гражданинӗ» ята панӑ.

Help to translate

Елена Владимировна Хорькована (Шурту) "Пишпӳлек районӗн хисеплӗ гражданинӗ" ята панӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... an-3798596

Чух кӑна саплашса, йӳҫлӗ-тутлӑ хире-хирӗҫ ҫитеркелесе пырсан та, пилӗк-ултӑ ҫул чиперех тӑнкӑлтатрӗҫ-ха ҫаксем пурнӑҫӑн тумхахлӑ «вак» ҫулӗпе, шӑкӑр-макӑр, анӑш-тӑнӑш сиксе тухсан та «килти ҫӳппе» ялалла вашкӑртмарӗҫ, вӑшт-вашт кӑларса сапаламарӗҫ.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Жюринче чӑн-чӑн профессионалсем - «Тивлет» юрӑпа ташӑ ансамблӗн хореографӗ Алина Афанасьева, Чӑваш енӗн фитнес-аэробика енӗпе пӗрлештернӗ командин тренерӗ, 3-мӗш категориллӗ судья Анастасия Василькина, «Химик» клубӑн тренерӗ Елена Аликова - пулнӑ.

Help to translate

Ҫуркунне илӗртет, ташӑ картине чӗнет! // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14252-c ... ine-ch-net

Пӗр ҫырӑвӗнче вара ҫакӑн пек йӗркесем пур: «Эсир мана кӗтетӗр пулсан та эпӗ часах пырас ҫук. Халӗ тӗп задача - Гитлер йыттисене, юнӗҫенсене тӗпӗ-йӗрӗпе ҫапса салатасси. Вара татах вӑрҫӑчченхи пек чечеклӗ, илемлӗ пурнӑҫ пуҫланӗ. Эпӗ те киле таврӑнӑп».

Help to translate

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Манометра ртуть тултарнӑ пулсан, вӑл вара 115 ӳкерчӗкри б положение йышӑнса тӑрать пулсан, газ пусӑмӗ ртуть юпи тӑрӑх р₁ = Н + h₁ cм пулать; манометрти ртуть 115 ӳкерчӗкри а положение йышӑнса тӑрать пулсан, пусӑм вара ртуть юпи тӑрӑх р₂ = Н — h₂ см пулать.

Help to translate

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Павел Астахов ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, унӑн аппарачӗ ачасен тӑнӑҫлӑхӗн пахалӑх тата хисеп кӑтартӑвӗсене, ҫав шутра официаллӑ йӗркепе палӑртманнине пухма тата тишкерме май паракан меслетлӗх хатӗрленӗ, пӗтӗм Раҫҫейри информацин пӗрлехи базине йӗркеленӗ.

Help to translate

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче Крупская урамӗнчи юбилярсене килӗсене кайса пӗчӗк парнесем парса, илемлӗ юрӑсем юрласа кӑмӑлӗсене ҫӗклентернӗ ялти ветерансен тата пенсионерсен канашӗсен председателӗсем Валентина Лавровапа Екатерина Жаркова.

Help to translate

Уявсене — пысӑк йышпа // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... ak-jyshpa/

Мӗншӗн тесен вӑл хӑйне ҫапла тыткалани — хӑйне ыттисенчен ҫӳле хуни, ҫын сӑмахне пачах та картманни, ҫын кирек мӗн каласан та, ун сӑмахӗ пирки шухӑшланине, уншӑн савӑннине е кӳреннине палӑртса, ӑна ытла та пысӑк чыс туни, ун умӗнче тивӗҫлӗхе чакарни.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed