Short
Республикӑра чӑваш литературинче тарӑн йӗр хӑварнӑ классиксен: Михаил Акимов-Аруй, Леонид Агаков, Николай Айзман, Иван Мучи, Илпек Микулайӗ, Константин Иванов, Василий Краснов-Асли, Петр Осипов, Николай Терентьев, Любовь Мартьянова, Николай Ытарай, Василий Эктел тата ытти нумай ҫыравҫӑн юбилейне анлӑн паллӑ тӑвӗҫ.
2025 ҫулхи паллӑ кунсем // Чӑваш наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2024/ ... ll-kunsem/
— Ну, — ҫавӑрса ҫыртнӑ тутине сапӑр кулӑпа якаткаласа, пуҫламӑш сӑмах «мечӗкне пунклатрӗ» пӗр арҫынӗ, тӗксӗм кӳпшеке сӑн-питлӗскер, кӗрхи уплинкка евӗр куҫлӑскер, шӑртлӑ ҫырӑ мӑйӑх-сухалне хальхаҫҫӑн бритва лезвийӗ «ҫулса пӑрахманскер», сӑра пички пек латакаскер, — мӗнпе чирленӗ, ҫавӑнпах сипленмелле теҫҫӗ-и-ха?
Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.
— Ҫӗрле сасартӑк поселок ҫине тапӑнсан ҫӗнтерӳ пулатех. Паллах, ҫухатусем ун пек чухне те пулаҫҫӗ. Ҫапах та кӑнтӑрлахи пек мар, - терӗ Артюхин. Ҫав вӑхӑтра траншейӑра виҫҫӗмӗш взвод командирӗн Перепелкин лейтенантӑн пуҫӗ курӑнчӗ. Ыттисем патне лӑпкӑн пырса тӑчӗ вӑл. Чылайччен сӑмах чӗнмерӗ, кайран калаҫма пуҫларӗ:
"Кам чӗрӗ юлать... // А. ИЛЮШИН. https://avangard-21.ru/gazeta/54089-kam-ch-r-yulat
Тивӗҫӗсем вара унӑн сахал мар: тин ҫуралнӑ пепкесем патне килӗсене ҫитсе вӗсем мӗнле аталаннине тӗрӗслемелле, ачасем мӗнле условисенче ҫитӗннине сӑнаса тӑмалла, ҫамрӑк амӑшӗсене кирлӗ сӗнӳсем памалла, ача сачӗсене, шкула ҫӳрекен шӑпӑрлансен сывлӑхне вӑхӑт-вӑхӑт тӗрӗслемелле, профилактика прививкисем тумалла…
Юратнӑ ӗҫре – 40 ҫул ытла // Н.КАЛАШНИКОВА. Каҫал ен, 2019.06.14, http://kasalen.ru/2019/06/14/%d1%8e%d1%80%d0%b0%d1%82%d0%bda-ec%d1%80%d0%b5-40-c%d1%83%d0%bb-%d1%8b%d1%82%d0%bb%d0%b0/
Хӑть хӑш выльӑха та зоогигиена йӗркисемпе килӗшӳллӗн пӑхса усрамалла, апата ют регионсенчен кӳрсе килмелле мар, илсе килнӗ пулсан пӗҫерсе е пысӑк температурӑра пӑшӑхланӑ хыҫҫӑн тин ҫитерме юрать, витесене кӗрекен алӑксем умӗнче дезоматсем вырнаҫтармалла, ун ҫине пусса кӗмелле, ют ҫынсене витене кӗртме юрамасть.
Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/
«Ҫак кунсенче уяв мероприятийӗсемпе массӑллӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттермелли вырӑнсенче водительсене массӑллӑ тӗрӗслеҫҫӗ, ӳсӗрӗлнин паллисене палӑртма иртӗҫ, — палӑртнӑ Владимир Севастьянов. — Мӗнпур водительсене ҫул-йӗр правилисене пӑсмасса хушатӑп, мӗншӗн тесен ӳсӗр ҫӳренин паларӑмӗсем питӗ начар пулма пултараҫҫӗ».
Пушкӑртра "Урӑ водитель" акци стартланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... an-3806194
Ку тапхӑрта хӗрарӑмсене килӗшме тивӗҫ апат шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: хӗрлӗ-сарӑ тата хӗрлӗ пахча ҫимӗҫ (помидор, кавӑн, кишӗр), пӗрчӗллӗ тулӑ-кӗрпе таврашӗнчен (сӗлӗ, хуратул, перловка) хатӗрленӗ пӑтӑ, ҫӑмарта, авокадо, мӑйӑр, шпинат, броколи, йогурт, пӑрҫа йышши культурӑсем (фасоль, чечевица, пӑрҫа), ӗне тата сысна какайӗ.
Апатран нумай килет // Надежда ЗАЙЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51806-apat ... umaj-kilet
Ҫавӑнпа та ку сферӑна пурлӑхпа техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерме инвестицисем хывнипе пӗрлех вӗренӳ технологийӗсемпе методикисене, ҫавӑн пекех обязательнӑй стандарт шайӗнчи тата хушма пӗлӳ е урок тулашӗнчи вӗренӳ ӗҫ-хӗлӗн хальхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтерекен вӗренӳ программисем хатӗрлессине пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/gazeta/12828-ch-vas ... rupa-tukhr
Ку ӗҫ «Раҫҫей почти» пӗрлешӗвӗн почта уйрӑмӗсене юсамалли тата ҫӗнетсе улӑштармалли программипе килӗшӳллӗн РФ Президенчӗн хушӑвӗпе пурнӑҫланать.Ҫуртсен тӑррине, алӑкӗсене, чӳречисене, урайне улӑштарӗҫ, ӑшӑ пӑрӑхӗсене ҫӗнетӗҫ, канализаци, шыв системине улӑштарӗҫ, шалти ытти ӗҫе пурнӑҫлӗҫ, фасадне те капӑрлатӗҫ.
Харӑсах виҫӗ почта уйрӑмӗ ҫӗнелӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51125-khar ... jr-m-c-nel
Ҫавӑн пекех пухӑннисен умӗнче Раҫҫей чӑвашӗсен федерацин наци культура автономийӗн вице-президенчӗ Анатолий Григорьев, В.В.Бианки ячӗллӗ ача-пӑча библиотекин заведующийӗ, Мускав хулин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ирина Полицына, «Чӑваш Ен сӑррисем» проектӑн пултарулӑх руководителӗ Владимир Головачев калаҫнӑ.
Чӑваш Енӗн культурипе паллаштарнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2012-2021 ҫулсенче выльӑх пӑхакан ҫемье фермисем — 93, 2012-2020 ҫулсенче ӗҫ пуҫаракан фермерсем – 343, 2016-2021 ҫулсенче ял хуҫалӑхӗнчи потребительсен кооперативӗсем – 16, 2019-2021 ҫулсенче «Агростартап» программӑпа — 51, 2021 ҫулта «Перспективӑпа» 21 грант (пӗтӗмпе 2 миллиард тенкӗлӗх) илнӗ.
Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22
Урпа акас ӗҫ вӗҫленсе килетчӗ кӑна-ха, анӑҫри пур-ҫук пӗлӗтсем тымарланса та ӑмӑрланса кайрӗҫ, вара, Услантӑр мучине ытахальтен кӑна анаслаттарас мар тесе, юлашки хут ывӑҫласа сапнӑ урпа пӗрчисемпе пӗрлех ҫумӑрӑн малтанхи тумламӗсем пӑт-патлатма пуҫларӗҫ, унтан яра парать ташша тӳпе ырлӑхӗ — шӑпӑр-шӑпӑр, лӑс-лӑс…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
РСФСРти писательсен пӗрремӗш съездӗнче, 1958 ҫулта, Л. С. Соболев хӑйӗн докладӗнче, сарӑлса ларакан ҫӳллӗ йывӑҫ пек пӗтӗм Раҫҫей литературин ҫӗнӗ ешӗл турачӗсем ҫинчен каланӑ вырӑнта, пирӗн литературӑна та ҫав туратсенчен пӗринпе танлаштарса, унта «халӑх эпосӗпе вӑй илнӗ чечекленекен чӑваш литератури пур», тенӗччӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Атӑлшӑн хӑй тӗлӗнчи тӳпе те таса пулмалла иккен, ун тӗлӗнче текех сивӗ пӗлӗтсем капланса тӑмалла мар — талккӑшӗпе хӑвалать Атӑл ҫилӗ йывӑррӑн шӑвакан мӑн кӑмӑллӑ пӗлӗтсене, пӗлӗтсем васкаманнишӗн тарӑхса, ха-аш сывлать, чарӑнса та тӑрать, унтан каллех хускалать, паҫӑрхинчен те хытӑрах чӑрсӑрланать, ши-и! шӑхӑрать.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Эпӗ, билетра палӑртнӑ вырӑна меллӗн вырнаҫса ларнӑскер, чӗлхене кантарас та пуҫа «туртана кӗртес», ҫапла майпа ҫул чуппине «кӗскетес» терӗм: целлофан пакетран Чӑваш Енре тухса тӑракан пӗр хаҫат кӑлартӑм та, ӑс-тӑн аппарачӗн куҫ умне ӳкерес пӗтӗм вӑй-халне ӗҫе кӗртсе, тиме ухӑ кантри пек карӑнтарса, вулама пуҫларӑм.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
«Сирӗнтен кашниех Чӑваш Енри физкультурӑпа спорт аталанӑвне пысӑк тӳпе хывать. Эсир тӑрӑшнипе 2023 ҫул отрасльшӗн ӑнӑҫлӑ пулчӗ. Эпир Раҫҫей Президенчӗ хушнине — физкультурӑпа тата спортпа туслӑ ҫынсен шайне ӳстерессине — малалла пурнӑҫласа пытӑмӑр. Иртнӗ ҫул кӑтарту 57,8 процентпа танлашрӗ», — терӗ Василий Петров.
Тӗллевсене пурнӑҫлатпӑр // Александр КРАСНОВ. http://gazeta1931.ru/urmary/11975-t-llev ... rn-clatp-r
2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 10 муниципалитет йӗркеленӗвӗнче /Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем, Красноармейски районӗнчи Красноармейски, Шупашкар районӗнчи Лапсар, Канаш районӗнчи Хучел ял тӑрӑхӗсем, Вӑрнар районӗнчи Вӑрнар, Йӗпреҫ районӗнчи Йӗпреҫ хула тӑрӑхӗсем/ индекс 6,7% та ытларах пулӗ.
Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Паллах, вӑрҫӑ историне паянхи кун куҫ умне кӑларса тӑратас, кашни паттӑра ятран асӑнса ҫӗнтерӗве мӗнле туптанине тӗрӗс, документсемпе усӑ курса уҫса парас тесе хастарсем архивра та, ҫар комиссариатӗнче те, вулавӑшсенче, паттӑрсен тӑванӗсем патӗнче те сахал мар пулни, Интернет уҫлӑхӗпе те анлӑ усӑ курни куҫ умӗнче.
Астӑвӑм... Унӑн пуҫламӑшӗ пур, вӗҫӗ ҫук // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50244-ast- ... ur-v-c-cuk
Вырӑс патши патне кӗме сӑлтав сахал мар ҫав тутар мӑрсисен: пӗрисем вырӑссен аллинче тыткӑнра пурӑнакан тӑванӗсем патне кайса килме ирӗк ыйтса илесшӗн, теприсем хӑйсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тесе ун умӗнче кӑшт йӑпӑлтатса пӑхасшӑн, хӑшӗсем вырӑссене пулӑшас тесе аслӑ княҫа мӗнле те пулин хыпар пӗлтерме кӗресшӗн.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫапла, Полина хистевлӗн, сатурах ҫине тӑнине пула, вӑл тӗллесе кӑтартнӑ вырӑнта, вӗрлӗк-чикмексенчен, лӑпӑр-лапӑр курӑк-марӑкран тасатса, кӗҫех, «шурӑллӑ» купаласа, май мар иленкӗллӗ кирпӗч мунча (мӑрьеллӗ, чӗнтӗр хашакпа ҫавӑрса илемлетнӗ пысӑках мар чӳречеллӗ; алкумӗ тӑн-тӑн сарӑ хыр пӗренинчен) хӑпартса лартрӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.