Corpus of the Chuvash language

Short

Хуп-хура урхамах, Шуркассинчен ҫиҫтерсе килни, улӑхпа айлӑмалла вӗҫтернӗ, енчен енне ҫапкаланса пыракан хуҫине хӑрушӑ вырӑнтан аяккарах илсе кайма хӑтланнӑ.

Help to translate

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Чӗлхе кун-ҫулӗ вӑрӑм пуласси ҫулталӑкра пӗрре митинг ирттернинчен мар, унпа общество-политика тытӑмӗнче, кил, вӗренӳ шайӗнче мӗнле усӑ курнинчен нумай килет.

Help to translate

Пӗтӗмлетӗве маччаран илмен // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Хаяр мар — билетсӑр та кӗме пулать, — хавхаланса каларӗ Мишша, анчах хӑй кӑштах ытлашши каланине туйса илчӗ пулас та, ҫӗлӗкне тӑхӑнса алӑк еннелле куҫ ывӑтрӗ.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Граждансене валли таварсене туса кӑларасси тата вӗсене сутасси кӑҫалхи ҫул 2021 ҫулхипе танлаштарсан виҫӗ хут ытла ӳснӗ, тӗп капитала – 281% инвестицисем хывнӑ.

Help to translate

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «ЭЛАРА» АО Генеральнӑй директорӗпе Андрей Угловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/27/chav ... v-elara-ao

Кашни тухтӑр професси ӑсталӑхне ӳстерекен курссенче вӗренсе килнӗ хыҫҫӑн презентаци хатӗрлет, унпа коллектива — хальхи вӑхӑтра 30 яхӑн врач — паллаштарать.

Help to translate

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Секцисене ҫӳренисӗр пуҫне хӗлле эпир, пӗр урам ачисем, хамӑр валли тарӑн юрлӑ ҫулсем тӑрӑх эрнере виҫӗ хутчен пӗр пилӗк-ултӑ километрлӑ маршрутпа чупаттӑмӑр.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Саккуна ытларах камсем пӑсни пирки калас-тӑк — УК 290 статйинче пӑхнӑ преступленисене вӗренӳ учрежденийӗсен директорӗсем уйрӑмах нумай тунӑ — 12 преступлени.

Help to translate

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

«Тӑван яла 1946 ҫулта Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчен, Маньчжуринчен таврӑнсан ҫак хӗре тӗл пултӑм», – куҫ хӗссе йӑл кулать Федор Петрович Агафья Дмитриевна енне пӑхса.

Help to translate

Ветерансем парӑнмаҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Санька чӗринче — темӗнле виҫесӗр хаваслӑх еккипе хутӑш — чӗлхе-ҫӑвара ҫыхакан кансӗрлӗх, айванла именӳ, хӗре тӳррӗнех куҫ хӑйса пӑхма чараканскер, хускалчӗ.

Help to translate

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Эпӗ килте ҫук чух, эсӗ ҫӑмарта сутса эрех илсе Ҫтаппанпа Лариван Мӗтрине хӑналатӑн, тет, ҫавӑнпа вӗсем, эпӗ сана хӗнеме пуҫласан, пирӗн пата чупса килеҫҫӗ, тет.

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӗп ӗҫӗсем: «Судебно-медицинское исследование волос человека и животных в судебно-медицинском аспекте», «Судебная медицина», «Волосы человека» тата ытти те.

Help to translate

Пирӗн ентешсем // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/52463-pir- ... teshsem-32

Пӗлтӗр кӑна-ха, 1926 ҫулта, йӗркеленнӗ «Чувашкино» иккӗмӗш картина ӳкернӗ те, ӑна ҫав хулари кинотеатрта чӑвашсен ҫутӗҫ активисчӗсене ятарласа кӑтартаҫҫӗ-мӗн.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кунта чӑвашсем уретнике ахальтен «чысламан» — вӑрттӑнлӑ-хӗрттӗнлӗ ӗмӗчӗ пулнӑ вӗсен: тӳре-шара леш тӗнчене ӑсанчӗ, теприсем хӑйсах килес ҫук тесе шухӑшланӑ.

Help to translate

Нарт-нарт кӑвакал // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 172–190 с.

Ҫавӑнтах туратсем шатӑртатни, ҫулҫӑсем чаштӑртатни илтӗнчӗ те тӗмӗ хушшинчен кашкӑр ҫӑварӗнчен хӑтӑласшӑн ҫунакан мулкач пек чӗтреве ернӗ мучи сиксе тухрӗ.

Help to translate

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Элӗк округӗнче 11-мӗш класран 56-ӗн алла аттестат илме хатӗрленеҫҫӗ пулсан 9-мӗш класс пӗтерекенсен шучӗ 163. Уяв мероприятийӗсене кашни шкултах анлӑн ирттерчӗҫ.

Help to translate

Умра – яваплӑ тапхӑр // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/umra-%E2%80%93-ya ... apxar.html

Кӗҫех вара Герасим Долотов, Павел Кузнецов, Степан Ненайцевпа Семен Баранов, парттӑсем хушшине ларса, хӑйсене парти ретне илме ыйтса заявленисем ҫырса пачӗҫ.

Help to translate

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпир, Сатур Саккулсен юлашки-тӗлӗшкипе пурӑнсах, тавах-ха, ачи-пӑчине те вӗсенчен катӑк мар ӳстертӗмӗр, ял ҫинче те ячӗ-шывӗ пур, хаҫатсенче те сӑнӗ-пичӗ пур…»

Help to translate

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Тин ҫулҫӑ сарса сар хӗр пек тирпейленнӗ ҫамрӑк хурӑн ҫине ӑсан пырса ларать, хӑйӗн мӑшӑрне кӗтсе илеймесӗр ешӗл кӑчкӑна пӗрчӗн-пӗрчӗн ҫӑтса ирхи апат тӑвать.

Help to translate

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пирвайхи ҫӗрех ҫамрӑксем унӑн ҫӳлти хутлӑмри пӳлӗмсен кантӑкӗсене чулпа пере-пере ҫӗмӗрнӗ, хурт вӗллисене те сада кӗрсе аркатнӑ — ним тума аптранӑ тыр хуҫи.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

- Нумаях пулмасть эсӗ хӑв ушкӑнупа пӗрле Раҫҫей халӑх артисчӗ Леонид Якубович ертсе пыракан «Тӗлӗнтермӗшсен уйӗ» /Поле чудес/ шоура чӑваш юррине шӑрантартӑр.

Help to translate

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed