Short
Ҫакӑн хыҫҫӑн Маринӑпа унӑн тантӑшӗ Литюк тем пӑшӑлтатса илчӗҫ, вара Литюк, симӗс хурлӑхан куҫне вӗтӗр-шакӑр ҫийӗн ыт-тӗкелле вылятса илчӗ те: — Атьӑр эппин туйла выляр, — терӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Кану ҫитменнипе тата ыйхӑ вӑрӑмӑшӗ кӗскелнипе куҫ мышцисем пӗтӗмӗшпех канма ӗлкӗреймеҫҫӗ, ҫакӑ фокус начарланасси тата куҫ кураслӑхне ҫухатма пултарасси патне илсе ҫитерет.
Ачашӑн амӑш варӗнче чухнех тӑрӑшмалла! // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... x-trsmalla
— Пирӗн ҫине йӑвантарнипех ҫырлахмалла мар ӗнтӗ, — тет Калинински райӗҫтӑвкомӗн пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене туса пыракан Г. Александров.
Вӗҫлемен ӗҫ — тӗплемен витре // Н.Краснов. «Капкӑн», 1987, 10№
Ашӗнче ҫеҫ: «Ҫук, Микула ачине хам хӗрача пек юратӑп. Ҫавӑнпа вӗсене пуш алӑпа ярас мар. Амӑшӗ урӑх шут. Май килнӗ чух унран кӑшт мӑшкӑлласа кулсан та ҫылӑх мар», — тесе тӗв турӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тӗрӗссипе, Юманлӑхри лавккаҫӑ — хӑйӗнчен вуникӗ ҫул аслӑ, шите яхӑн ҫӳллӗрех, тулли кӗлеткеллӗ, ҫивӗч чӗлхеллӗ, пурте Машка-Милашка текен ачаллӑ хӗрарӑм патне киле кайса кӗчӗ.
11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫичӗ юта ӗнселемелли хӗрӳллӗ куна та Тихонов чӑвашӑн йӑли-йӗркипе ҫиччӗ шута ыттисенчен мала хурса суйласа илчӗ: октябрӗн 13-мӗшӗнче тӑшман танксем хыҫҫӑн пырса атака пуҫларӗ.
Вӑрҫӑ ахрӑмӗ // Иван Тенюшев (капитан). http://hypar.ru/cv/varca-ahrame-0
— Пролетариат — класс населения, не обеспеченный никакой недвижимой собственностью или капиталом, все существование которого находится в зависимости от дневного заработка.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Полинӑпа курса калаҫма вӑл пурӑнакан яла пуҫтарӑннӑччӗ ҫеҫ (хальхинче ҫуран), сасартӑк пульница каллех хӑйне аса илтерчӗ — ку хутӗнче ҫамрӑк качча вар аннинчен операци турӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра куллен 59 шӑпӑрлана йышӑнакан «Хӗвел» ача садӗнче, ҫавӑн пекех эпир маларах аса илнӗ шкулсен ҫумӗнчи ача сачӗсенче те кӑҫал агролабораторисем уҫӑлнӑ.
Шкулсем ачасене йышӑнма хатӗр // Светлана АРХИПОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... 82e%d1%80/
Ун чухне чӑвашсем хальхи пек йӑшман, хӑюллӑ та мухтавлӑ, чӑрсӑр та танлӑ ҫынсем пулнӑ, тӑшмана хирӗҫ хӗҫ йӑтса ҫӗкленнӗ, ҫичӗ юта хирӗҫ ҫӗр те ҫитмӗл ҫичӗ пинӗн тухнӑ, пуҫ усман.
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тӳпере икӗ сий пӗлӗтсем хӗвеланӑҫнелле шурӗҫ, аялти сийӗ, ҫӳхе те татӑклӑ-татӑклӑскер, хӑвӑрт ҫаврӑнса, пӑтранса куҫрӗ, ҫиелти ҫавна май кас-кас тепӗр май шунӑнах туйӑнса тӑчӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Пӗррехинче лашана улӑха кӑкарма илсе кайнӑ чух тихи чиперех амӑшӗ хыҫҫӑн сиккелесе пыратчӗ, тем шухӑш тытрӗ, Илюк хыҫҫӑн ялалла ермешсе пычӗ, темле хӑваласан та улӑхра юлмарӗ.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Ун пичӗ улшӑнсах тӑрать, кӑмака ҫинче пӗччен ларнӑ чухне Марине унран хӑрать, амӑшӗпе чухне асатте чеен кулнӑ пек, юмахсенчи асапа лекнӗ ҫынсене хӑтаракан паттӑр пек туйӑнать.
Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.
2023 ҫулта ачасемпе ҫамрӑксем валли музейсемпе библиотекӑсем тата культурӑпа кану учрежденийӗсем 4,3 пин ытла мероприяти туса панӑ, вӗсене 121,6 пин ытла ачапа ҫамрӑксем хутшӑннӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енре «Пушкин карттипе» 56 спектакльпе концерт программине ҫитсе курма майсем пулӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/30/kaca ... pektakljpe
Пӗрремӗш ыйтӑва уҫӑмлатнӑ май район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов майӑн 1-мӗшӗ тӗлне Вӑрмар районӗн пӗрлештернӗ бюджечӗн тупӑшлӑ пайне 26,8 процент пурнӑҫланине палӑртнӑ.
Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
— Итле мана тимлӗрех, ывӑлӑм, сире пилӗксӗре ӳстертӗмӗр, ҫавӑн пек аскӑнлӑх пирки нихӑҫан та шутламан, пӗртен пӗрре пӗлнӗ, чунпа чун килӗштерсе пурӑннӑ, ун пек шухӑшсем пулман.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Каҫхи сулхӑн хыҫҫӑн хӗвел уйрӑмах чӗрене канӑҫлӑх кӳрсе ачашлать, ҫавӑнпа та автобус чӳречинчен вӗлтлетсе юлакан уй-хирсене пӑхса пыракан Клава хӑй сисмесӗрех тӗлӗрсе кайнӑ.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
Тӑвай, Елчӗк, Йӗпреҫ районӗсенче экологи туризмӗ енӗпе ҫӗнӗ об «Чӑваш Енри халӑх ушкӑнӗсем» туризмпа кану кластерне тӑвасси» инвестици проектне пурнӑҫлас ӗҫ малалла пырать.
Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №
ЭЛМЕТРИ сывлӑх сыхлав управленийӗнче майӑн 15-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери медицина сестри кунне халалласа фельдшерпа акушер пункчӗсенчи медицина сестрисен хушшинче конкурс иртнӗ.
Республикӑра // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Вӗренӳ системине математика учителӗсем 4-ӑн, пӗр хими учителӗ, кӗҫӗн классен пӗр вӗрентекенӗ, учитель-логопедсем 3-ӗн, учитель-дефектологсем 2-ӗн, педагог-психологсем 3-ӗн кирлӗ.
Ыйтусем ҫине хуравсем тулли пулчӗҫ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8b%d0%b ... %97%d2%ab/