Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ретиарий тарма тытӑнчӗ; халӑх ӑна курса ӳпкелешсе шавларӗ.Тогда ретиарий снова бросился бежать, толпа недовольно загудела.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ун ҫинчен аннен хӑйӗн те шутласа пӑхма кирлӗччӗ, — тет Джонни, ӳпкелешсе.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
— Мӗн тума вӑл ман ҫумма ҫулӑхать? — тет Джонни амӑшӗ ӳпкелешсе каланине хирӗҫ.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Карчӑкӗ тата ҫӗрлесенче турра хӗрӳллӗн ӳпкелешсе каласа паратчӗ:
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хитрескер, тутӑскер те хӑйне-хӑй юратаканскер, вӑл мужиксене кураймастчӗ, ырӑ минутсенче вара ӳпкелешсе мана калатчӗ:Красивенький, сытый и самолюбивый, он ненавидел мужиков и в добрые минуты жаловался мне:
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Июньте ҫынсен салху сӑн-пичӗсем чӑнласах йӑл кулӑпа ҫуталсан, макӑрнӑ сасӑпа ӳпкелешсе калаҫнисем вырӑнне Хӗрлӗ Ҫар юррисем янӑраса кайсан, восстани юнӗ ҫӗнӗ шанчӑкпа вӗресе, сӑрталла кӗрлесе хӑпарсан, вӑл та халӑхпа пӗрле утать.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫуллахи кунсенче ача иҫӗм ҫырли садне пӑр ҫапса ватасран хӑратчӗ, ашшӗпе аслашшӗ ӳпкелешсе калаҫнине итлесе, пахчана, кукурузӑна шӳтерекен ҫумӑр ҫӗркаҫах ҫутӑрччӗ тесе, йывӑр хурана ӳпкелешсе, амӑшӗ каҫхине плита умӗнче ан ахлаттӑрччӗ тесе, хытӑ шутлатчӗ.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кӑна илтсен, Гвозден ӳсӗрсе илнӗ пек туйӑнчӗ ӑна, партизансен ретӗнче ӳпкелешсе калаҫнисем илтӗнчӗҫ, анчах вӑл малаллах калаҫрӗ:— При этих словах ему показалось, что Гвозден кашлянул и что гул негодования пронесся по строю.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Василие полици уйрӑмӗнче тытнӑ вӑхӑтра Маша кунӗ-кунӗпе куҫне типӗтмесӗр йӗчӗ, хӑйӗн инкеклӗ шӑпи ҫинчен Гашӑпа, юратса пӑрахнӑ телейсӗр ҫынсен ӗҫне хапӑл тусах хутшӑнаканскерпе, ӳпкелешсе калаҫрӗ, хӑйӗн мучӗшӗ ятлассинчен, хӗнессинчен хӑрамӑсӑр, тусӗпе курнӑҫса унӑн кӑмӑлне пусарма полицие вӑрттӑн туха-туха чупрӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана яланах чи кичем те чи йывӑр предмет пек туйӑнакан историн иртнӗ урокӗ хыҫҫӑн Лебедев Сен-Жеромпа ман пирки ӳпкелешсе калаҫрӗ, тетрадь ҫине мана «иккӗ» лартса пачӗ, ку ӗнтӗ ытла та лайӑх мар.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эсир пире юратмастӑр-и вара? — терӗм эпӗ ӳпкелешсе, хам йӗрсе ямасӑр аран чӑтса тӑтӑм.— А нас разве вы не любите? — сказал я с упреком и едва удерживаясь от слез.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫамрӑк ҫын тупа туса сӑмах пама ытлашши васканӑ пирки ӳпкелешсе калаҫнӑ вӑхӑтра хӑйне усӑллӑ мел шыраса та тупнӑ:Пока министр сожалел, что так поторопился, молодой человек придумал выход.
Тӗл перекен ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 19–26 с.
Пӗр Чочой кӑна хӑйӗн тусӗсене маннӑ, тӑванӗсене те, хӑйӗн учительницине те, шкул директорне те маннӑ вӑл, — терӗ Виктор Сергеевич, ӳпкелешсе, хӑй вара ҫавӑнтах, чӗлӗмне кӗсйине пытарса, нимӗнле мар пулса кайнӑ Чочоя салтӑнтарма тытӑнчӗ.
Иккӗлентерекен япала тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Аттуна хыв, — терӗ Адольф ӳпкелешсе.
Ӑнсӑртран тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Эсӗ тата мӗн, кӑшкӑрмасӑр калаҫма пултаратӑн пулӗ вӗт? — ӳпкелешсе ыйтрӗ учительница.— А ты можешь не кричать? — с укоризной спросила учительница.
Икӗ айӑп пӗр харӑс // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Петя хӑраса каялла ҫаврӑнчӗ те, Нина Ивановна ӳпкелешсе пӑхнине курса, пит хытӑ хӗрелсе кайрӗ.
Хӗл хӑрарӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Лайӑх-ха, эпир сирӗнпе сӑмах хускатса ятӑмӑр, — терӗ командир, унтан ӳпкелешсе каланӑ пек хушса хучӗ: — унсӑрӑн пӗлмен те пулӑттӑм; ун ҫинчен эсир прошенире те нимӗн те ҫырман…
XVI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Хӑйӗн ӳт-пӗвӗ сурсах ыратать пек тата ӳпкелешсе хирӗҫет пек туйӑнать ӑна, ҫывӑрнӑ чухне ӑна темскерле йывӑр та ҫемҫе япалапа, кӑкӑра йывӑррӑн сурса ыратакан тунисӗр пуҫне урӑх нимӗнле йӗрри-палли те хӑварман япалапа, хӗнесе тӑкнӑ пек туйӑнать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вӑл, каҫхи тутлӑ апат ҫинӗ вӑхӑтра, эрехпе ирӗлсе кайнӑскер, китель ҫухине вӗҫертсе ярса, ҫӗр улпучӗ майри епле ӳпкелешсе калаҫнине итленӗ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
— Ун пек юрамасть ӗнтӗ, — терӗ Дульник ӳпкелешсе.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.