Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йӑранӗ пӗчӗккӗ, сӗтел пысӑкӑш кӑна, аҫупа учитель ҫапла калаҫҫӗ: «Ку пирӗн сӑнаса пӑхмалли уй пулать. Ӳлӗмрен лайӑх пулас тырӑ ӳсет кунта», теҫҫӗ.
3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ну, а, сана ӳлӗмрен тепри килӗшсен?
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Стенасенчен пӗри ҫурӑлнине кура ҫурт ӳлӗмрен ишӗлме пултарӗ.В связи с разрывом одной из стен дом в будущем может развалится.
Кӳкеҫри общежити ишӗлсе анӗ-и? // Таисия Ташней. https://www.chuvash.org/news/23169.html
Пӑшӑхса, пӳлӗнсе, эпир хамӑр вырӑнсене кайса лартӑмӑр, ӑна ӳлӗмрен тытса, хытӑ хӗртсе илме сӑмах патӑмӑр.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Эпӗ ӳлӗмрен ҫырӑп.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«А-ха! — тесе шутларӑм эпӗ, — ҫилленмеллипех ҫиллентӗн иккен эсӗ, савнӑ хӗрӗм; тӑхтӑр-ха, вӑл кӑна пулӗ-и ӳлӗмрен!»«А-га! — подумал я, — вы не на шутку сердитесь, милая княжна; погодите, то ли еще будет!»
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пуҫа минутсерен юн капланса килет, ҫапах та манӑн мӗн пур шӑнӑр тӑрӑх темӗнле хаваслӑх сисӗмӗ сарӑлнӑ пек пулчӗ, хам ҫав тери ҫӳлте тӑнӑшӑн темӗнле хӗпӗртерӗм эпӗ; — паллах, ачалла сисӗм ӗнтӗ, тавлашассӑм ҫук, анчах обществӑри условисенчен уйрӑлса, ҫутҫанталӑк патнелле ҫывхарнӑҫемӗн эпир ирӗксӗрех ачасем майлӑ пулса каятпӑр: пурнӑҫра тем те пӗр курса иртни чӗре ҫумӗнчен пӗтӗмпех хӑйпӑнать, чун-чӗре ҫӗнӗрен тахҫанхи пек тасалать те ӳлӗмрен вара каллех ҫавӑн пек таса пуласса ӗмӗтлентерет.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кирлӗ пулать вӑл, халь мар пулсан — ӳлӗмрен; эсир кунта мӗнле лекнӗ, сире кам та пулин юри тыттарман-и, кам хӑйне мӗнле тыткаланӑ…
«Колин» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Анчах ҫав кӗлеткесене те тӗплен сӑнаса, вӗсен пӗтӗм киревсӗрлӗхне, юрӑхсӑрлӑхне курас пулать; вӗсем ӳлӗмрен калаҫмалли материал пулаҫҫӗ.
Ҫынсем тата 1-мӗш марионеткӑсем // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Дубровский кунти вырӑнсене палласа илчӗ — вӑл ҫав тӗмеске ҫинче пӗчӗк Маша Троекуровӑпа вылянине аса илчӗ, лешӗ, унтан икӗ ҫул кӗҫӗнрех пулнӑ пулин те, ун чухнех ӳлӗмрен илемлӗ хӗр пуласси паллӑччӗ.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫавӑнпа та суд ҫапла шутлать: ҫав имение, … ятпа, ҫӗрпе тата улӑхпа-ҫарансемпе, ку вӑхӑта мӗнле тӑнӑ халлӗнех, ӑна илни ҫинчен пӗлтерекен хут тӑрӑх генерал-аншеф Троекуров ҫумне ҫирӗплетме, гварди поручикне Дубровские ӳлӗмрен ҫав имение тытса тӑрассинчен хӑтарма кирлине пӗлтерсе, халал тивӗҫӗпе ывӑлне куҫмалла пулнӑ имение Дубровскирен господин Троекурова илсе пама … земски суда хушас.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кун пеккине ӳлӗмрен никамӑн та курмалла ан пултӑрччӗ.
Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №
Ҫавна кура кунта ӳлӗмрен юлашки шӑнкӑрав тунсӑхлӑн янӑраса ачасене пурнӑҫ ҫулне мар, кӳршӗ Сиктӗрме ялне кӑна ӑсатӗ.
Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ шкул // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Ҫак ушкӑн тунӑ пӗтӗмлетӳсене халӑхпа сӳтсе яваҫҫӗ те ӳлӗмрен тумалли ӗҫсен тата паян татса памалли ыйтусен планне хатӗрлеҫҫӗ.
Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Ӳлӗмрен республикӑн тӗп хулинче ентешлӗхсен туслӑхне вӑй парса тӑракан йывӑҫсем ӳсӗҫ.
Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№
Хӑшӗсен унта ӳлӗмрен кӗмелле пулӗ.
Евр 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑвансем, сире тата ҫакна калам: эпир сире Турра епле юраса пурӑнма вӗрентнӗ, эсир ҫапла пурӑнатӑр; сире Христос Иисус ячӗпе тархасласа йӑлӑнатпӑр: ӳлӗмрен те ҫапла пурӑнӑр, лайӑхран лайӑх пурӑнма тӑрӑшӑр.
1 Фес 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10-11. Вӑл вара пире вилес патне ҫитнӗ ҫӗртен хӑтарчӗ, халӗ те хӑтарса тӑрать, эсир пирӗншӗн кӗлтунипе Вӑл пире ӳлӗмрен те хӑтарӗ тесе шанатпӑр; вара эпир нумайӑшӗ кӗлтунипе хӑтӑлнӑшӑн нумайӑшӗ Турра тав тӑвӗ.
2 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Турӑ ҫылӑха кӗнӗ ангелсене те хӗрхенмен: вӗсене тамӑка пӑрахнӑ та, сӗмлӗх ҫыххипе ҫыхса, сут кунӗ ҫитиччен ҫавӑнта тытма хупса лартнӑ; 5. малтанхи тӗнчене те хӗрхенмен: ҫылӑхлисенӗн тӗнчи ҫине талай ярсассӑн, тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен Нойӑн кил-йышӗнчи сакӑр чуна анчах хӑтарнӑ; 6. Содомпа Гоморра хулисене те пӗтерме сут тунӑ та, ӳлӗмрен ҫылӑхлӑ ҫынсем пӗлччӗр тесе, вӗсене тӗппипех ҫунтарса янӑ; 7. тилӗрсе ҫитнӗ аскӑн ҫынсем хушшинче пурӑнса халран кайнӑ тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ Лота хӑтарнӑ 8(ҫак тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ Лот вӗсем хушшинче пурӑннӑ чухне йӗркесӗр ӗҫсене курса, илтсе тӑрса таса чунӗпе кулленех асапланнӑ).
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Симон! акӑ шуйттан сире тулӑ пӗрчисене алланӑ пек аллама ирӗк илчӗ; 32. анчах Эпӗ, эсӗ ӗненни ан иксӗлтӗр тесе, саншӑн кӗлтурӑм; эсӗ те ӳлӗмрен, Ман енне ҫаврӑнсан, тӑванусене тӗреклӗлентер, тенӗ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.