Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кайнӑ чух Детрей унталла тинкерчӗ те Мерседеса курать; вӑл Розитӑпа юнашар пукан ҫине ларнӑ та ӑмӑррӑн ӗсӗкле-ӗсӗкле пирус паклаттарать, лешӗ ӑна ӳкӗтлет те лӑплантарать.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Тухатмӑш унӑн ят-сумӗ арканнине кура аллисемпе сулкалашать, халӑха Гента пӑхӑнма юрамасть тесе ӳкӗтлет; кунта, ахӑртнех, акӑш-макӑш тӗрлӗ туйӑмсем, мӗн пулать те мӗн килетлӗх, ӑнланнине кӗтни пӗтӗмпех хутӑшса пӑтрашӑннӑ, мӗншӗн тесен тӗшмӗшлӗ ҫынсем тискеррӗн кӑшкӑрашаҫҫӗ; вилме пӳрнисен сӑнӗнче вара пурнӑҫ, кулӑ мӗлки, лайӑххине кӗтни сӑнарланнӑ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Унтан иртсе каяймастӑр, юлташсем, — тесе ӳкӗтлет хуҫа.
ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӑл салтаксене ӑстӑнлӑ, совеҫлӗ пулӑр тесе ӳкӗтлет.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Трибуна ҫинчен хӗрлӗ сухаллӑ ҫын салтаксене хамӑр ҫӗршыва хӳтӗлеме кирли ҫинчен сӑмах калать, вӑл вӗсене «ылханлӑ нимӗҫ-империалисчӗсене» часах ҫӗнтерсе, хамӑр ҫиеле тухасси ҫинчен сӑмах каласа ӳкӗтлет.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Юнлӑ вар витти ернипе вилесле асапланакан повар таса марлӑх хушшинче йӑваланса выртать, тепӗр чух, тӑна кӗнӗ самантсенче, хӑйне вӗлерме ӳкӗтлет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Ӗнер ӗҫсе янӑ тумтирӗ вырӑнне Суринэ ун валли хӑйӗн укҫипе ҫӗнни туянни те пулкалать е вӑл полици участокӗнче сехечӗ-сехечӗпе тӑрать, унта харкашу-ҫапӑҫушӑн лекнӗ Пьера кӑларса яма ӳкӗтлет.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
— Чӑнах, — килӗшрӗ иккӗмӗшӗ, — те калаҫать вӑл, те ӳкӗтлет.— Верно, — поддержал второй, — не то она говорит, не то — уговаривает.
VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Пирус мӑкӑрланса тӑнӑ чухне, темӗн ҫинчен шухӑшласа, пуҫне сулласа хӗрарӑма ӳкӗтлет.
Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.
Анчах, пуринчен малтан — Совет влаҫӗшӗн кӗрешес тӗп ыйтӑва татмалла, — тата ӑнланмалларах каласа ӳкӗтлет вӗсене Матвей Солох, кӗсъинчен табак енчӗкӗ туртса кӑларса.— А надо, хлопцы, решить главный спор — за советскую власть.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Вӑл пире тахҫанах йӑлӑхтарса ҫитерчӗ ӗнтӗ: ҫаплах партизана илсе кайма ӳкӗтлет.
Партизансен кил-йышӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
— Хӑть ҫакӑнта та пулин килсе нартлатчӗ, — ҫаплах ӳкӗтлет Голик.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл, вӗсене вӑхӑт ҫитиччен бунт ҫӗклентересшӗн мар, вӑйран сулӑниччен ӳкӗтлет.Это у них каприз, и, если ему дать возможность, он уговорит их не бунтовать раньше времени…
XIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Маруся, — ӳкӗтлет Верочка, — атьӑр каялла таврӑнатпӑр!
Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Хӗвелӗ те ҫав тери хаваслӑн ҫутатать, Маруся та ҫав тери хӗрӳллӗн ӳкӗтлет, — хӗрачасен ирӗксӗрех килӗшме тиврӗ:Солнце светит так весело, Маруся уговаривает так горячо, что девочки решают:
Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
— Распутин патшана вӑрҫа нимӗҫсемпе мирлешнипе вӗҫлеме ӳкӗтлет.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Кӗтӳҫ ял-ял тӑрӑх, хуларан хулана ҫӳрет, ӳкӗтлет: «Уратаран ан перӗнӗр, хӑвӑрти усалран хӑрӑр, тасалӑха ҫухатасран вилӗмрен те ытларах сехӗрленӗр».
Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Пӗр кунхине мана Мстислав Сергеевич чӗнет, ӳкӗтлет: «Алексей Иванович, Марс ҫине сирӗнсӗр вӗҫме-и унта?..».А тут Мстислав Сергеевич меня зовёт, умоляет: «Алексей Иванович, без вас хоть на Марс не лети».
Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ӑмӑрткайӑк ырӑ тунине йышӑнмаллах пулчӗ; пулӑшма вӑл вӑйпах пулӑшать, ҫавӑнпа пӗрлех лешсене те парӑма кӗртет, мӗншӗн тесен вӑл укҫа илмест, Марысьӑна ҫеҫ ҫине тӑрса хӑй арӑмӗ пулма ӳкӗтлет.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Хыпӑнса ӳксех тӑрӑшса ӗҫлекен Василий ҫине-ҫинех пӳлӗме чупса кӗрет, пӗрре ӑна, тепре кӑна йӑтса тухать, пире куҫ хӗсет те ҫула иртерех тапранма тӗрлӗ майпа Марья Ивановнӑна ӳкӗтлет.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.