Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкрӗн (тĕпĕ: ӳк) more information about the word form can be found here.
— Эх, эсӗ те ҫав, сӑмахпа хӑюллӑ, кунта ак хӑраса та ӳкрӗн

— Эх ты, на словах смелая, а уже испугалась…

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӳкрӗн апла?!

— Сорвался?

Лекрӗ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Кӑпӑка ӳкрӗн пулать, Прокофий? — кӑшкӑрчӗ вӗсен ҫывӑхӗнчен иртсе каякан Христоня, тулли тиенӗ лавӗ ҫинче ларса пыраканскер.

— Взмылился, Прокофич? — крикнул с воза, проезжая мимо, Христоня.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн чӗтресе ӳкрӗн?

— Чего дрогнула?

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн вӑтанса ӳкрӗн, ай эпир пӑрусем утланса пыратпӑр-им? — кӑшкӑрчӗ Митька.

— Чего застыдилась, аль мы телешами едем? — крикнул Митька.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Мӗн пирки хуйӑха ӳкрӗн, Грицько? — кӑшкӑрса илчӗ хӗвелпе пиҫсе тӗксӗмленнӗ сӑн-питлӗ вӑрӑм цыган, пирӗн йӗкӗте хулпуҫҫийӗнчен хаплаттарса.

— О чем загорюнился, Грицько? — вскричал высокий загоревший цыган, ударив по плечу нашего парубка.

V // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Эс мӗн вӑтанса ӳкрӗн? — ыйтнӑ комдив.

— Ты чего застеснялась? — спросил комдив.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

— Ерофей Кузьмич, ма вара эсӗ ҫавӑн пекех хӑраса ӳкрӗн?

— Что ж ты, Ерофей Кузьмич, напугался-то так?

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Хӑрасах ӳкрӗн эппин?

— Так испугалась, значит?

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Мӗн хӑраса ӳкрӗн?

— Чего паникуешь?

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Эс лар, Володя, сывлӑш ҫавӑрса ил, — лӑплантарать вӑл ачана — Ну, мӗн эсӗ ҫавнашкалах хӑраса ӳкрӗн?

— Ты сядь, Володя, отдышись, — успокаивал он мальчика — Ну, чего ты так перепугался?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Мӗнрен хӑраса ӳкрӗн?

Чего испугался?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Мӗн хӑраса ӳкрӗн, фендрик! — сасартӑк кӑшкӑрчӗ Бек-Агамалов подпрапорщика.

Чего ты трусишь, фендрик! — крикнул вдруг Бек-Агамалов на подпрапорщика.

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Чӑннипе каласа пар: ӗнер ҫил вӗркелеме пуҫласан, эсӗ ытла та хытӑ хӑраса ӳкрӗн мар-и?

Признавайся: ведь ты очень испугался вчера, когда подул ветерок?

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Казаксене вӑл хӑйсем патнелле чупса ҫывхаракан Макара хирӗҫ тӑма тӗрте-тӗрте кӑларать, Демид Молчуна аллисенчен ҫатӑрласа тытнӑ та, ун ҫине хаяррӑн пӑхса: «Казак пулатӑн-и вара эсӗ?.. Хӑраса ӳкрӗн пулать?!» — тет.

Она выталкивала казаков навстречу бегущему Макару, с ненавистью спрашивала, хватая Демида Молчуна за руки: — Какой же ты казак?! Боишься?!

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ агитаци тума килнӗ, ытах кулаксенчен хӑраса ӳкрӗн пулсан, наган илсе ҫӳре, анчах ӑна ҫиелтен ҫакса ҫӳреме ан хӑйнӑ пултӑр.

Ты приихав агитировать, а колы кулакив злякався, так имий наган, но наверху его не смий носить.

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эх, эсӗ те ҫав, туйӑнран хӑраса ӳкрӗн! — кулса ячӗ Санька.

— Эх, ты, тины испугался! — засмеялся Санька.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Айванӑм… хӑраса ӳкрӗн пулать, — вӑйсӑррӑн кулчӗ амӑшӗ, унтан витӗнкӗҫ айӗнчен аллисене кӑларса Санька еннелле тӑсрӗ.

— Дурачок… испугался, — слабо улыбнулась мать и, выпростав из-под одеяла руку, потянулась к Саньке.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта шӑпах эс чирлесе ӳкрӗн, эпӗ сана ҫур уйӑха яхӑн кураймарӑм…

А тут как раз ты заболел, и я тебя чуть не полмесяца не видала…

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ну, тавлашатӑн — и е хӑраса ӳкрӗн?

Ну что, будешь спорить или сдрейфил?

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed