Шырав
Шырав ĕçĕ:
Костик ӳкесси инҫех те мар, анчах Король ӑна хӑйӗн вӑйлӑ та ҫаврӑнӑҫуллӑ аллисемпе ярса тытать.Костик почти опрокидывался, но его тут же подхватывали сильные и ловкие руки.
12 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ӗнтӗ ӳт-пӗве тата кӑшт хытарас та йӗплӗ хытхура урлӑ сиксе ӳкесси кӑна юлать, унта вара… хӑйӑрлӑ утрав, ун ҫинче хӑва тӗмисем — хамӑр пуҫтарӑнма палӑртса хунӑ вырӑнта тусӑмсем мана кӗтсе тӑраҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ку ӳкесси Райтсемшӗн кӗтмен ҫӗртен пулман, унта каллех ҫӗнӗ руль механизмӗ чӑрмантарнӑ.
33. Каллех Францинче // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Вӑл хӑранипе ӑнран кайса ӳкесси патне ҫитни те пулнӑ: пӗррехинче, ирпе, вӑл фабрика картишӗнче ӳлени, кӑшкӑрни илтӗннипе вӑранса кайрӗ; пуҫне минтер ҫинчен ҫӗклерӗ те, складӑн шап-шура, яка стени тӑрӑх мӗлкесен чарусӑр ушкӑнӗ чупса пынине курчӗ: вӗсем сиккеленӗ, аллисемпе сулкаланӑ, пӗтӗм склад ҫуртне ҫӗр тӑрӑх шутарса пынӑ пек туйӑннӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Казондене килнӗ упӑшки мӗнле хӑрушлӑха кӗрсе ӳкесси ҫинчен шутлани, португал шантарнине ӗненменни, Уэлдон мистертан тӳлев укҫине илсен, ӑна тытса чарма та пултарни — ҫак шухӑшсем пурте пӗрле ӑна тӳрех, хӑй пӗччен маррине, юнашар ывӑлӗ пуррине мансах, Негоро сӗннине пӑрахӑҫлама хистерӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Юлашкинчен сехетӗн вӑрӑм йӗппин точкӑран йӗр ҫине сиксе ӳкесси кӑна юлчӗ.Но наконец-то долговязой стрелке осталось перепрыгнуть с точки на черточку.
Кивӗ кресло // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Тата ман ҫине сиксе ӳкесси пирки те иккӗленме кирлӗ мар.
Хӗлле хир сыснисене тытма кайни // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 88–91 с.
Пушар ҫурутрав ҫинӗ эпир унтан тухиччен маларах ҫитсе ӳкесси пирӗншӗн кӗҫех паллӑ пулса тӑчӗ.Скоро нам стало ясно, что пал выйдет на косу раньше, чем мы пройдем ее.
Вӑрманти пушар // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 58–60 с.
…Ҫапла вара, ӗҫ Совет государствин пурнӑҫӗпе вилӗмӗ ҫинчен, — тет вӑл, — ССР Союзӗнчи халӑхсен пурнӑҫӗпе вилӗмӗ ҫинчен, Совет Союзӗнчи халӑхсем ирӗклӗн пурӑнасси е вӗсем чуралӑха кӗрсе ӳкесси ҫинчен пырать.
«Сире чӗнсе калатӑп эпӗ, манӑн тусӑмсем» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Хӑрах алӑлли номер ҫуккине асӑрхасан епле хыпӑнса ӳкесси ҫинчен, ӑна тумтир парас ҫукки ҫинчен шухӑшласа, Стёпка кулмасӑр чӑтаймарӗ.
11. Мунча // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Мазин амӑшӗ Петька Русаковпа Коля туслӑ пурӑнма чарӑнмасан, пуҫ ыратнипе хӑй пӗтӗмпех чирлесе ӳкесси ҫинчен каланӑ.
8 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Нимех те ҫук, мӗнле йӑла вӑл сирӗн ҫийӗнчех хӑраса ӳкесси? — калаҫма пуҫларӗ упӑшки, кашни сӑмах каламассерен кирлӗ мар ҫӗртенех тутине чалӑштарса.
XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Юлашкинчен ӑна пӗрре ӗҫе кая юлса пынӑшӑн асӑрхаттарчӗҫ, вара Павел — ку унӑн пурӑнӑҫӗнче пулас чи пысӑк хӑрушлӑхӑн пуҫламӑшӗ — стройран тухса ӳкесси иккенне ӑнланса илчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Пыл ӳкесси ҫапла кӗрлесе ҫӳренинчен килет пек.Можно подумать, чем громче жужжишь, тем больше мёда соберешь.
Мерекке // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 9–13 с.
Аптӑраса ӳкмерӗ вӑл, — аптӑраса ӳкесси унӑн нихҫан та пулман, анчах нимӗҫсем чӑтма ҫук ирсӗрле этемле мар хӑтланни ӑна, тӳсме ҫук тарӑхтарса, пӗр самантлӑха халран ӳкерчӗ.
XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— …Ҫапла вара, ӗҫ Совет государствин пурнӑҫӗпе вилӗмӗ ҫинчен, ССР Союзӗнчи халӑхсен пурнӑҫӗпе вилӗмӗ ҫинчен, Совет Союзӗнчи халӑхсем ирӗклӗ пурӑнасси, е вӗсем чуралӑха кӗрсе ӳкесси ҫинчен пырать».
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӗҫсе анакан япалашӑн камӑн пуҫӗ ҫине ӳкесси пӗрех.
Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Эпӗ акӑ Катя епле хуйхӑрса ӳкесси ҫинчен шухӑшлатӑп-ха! — терӗ вӑл.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тульккӑш эс вӗсене манӑн пулас упӑшка пулнине ан кала-ха, малтан сӑмахласа хурсан куҫ ӳкесси пулӗ тата…
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
18. Вилӗм умӗн мӑнкӑмӑллӑх, ӳкесси умӗн мӑнаҫлӑх пырать.18. Погибели предшествует гордость, и падению - надменность.
Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2