Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хамӑр аялалла вӗҫнине чухласа илтӗмӗр, тепӗр самантран пирӗн икӗ ҫын кӗрсе-выртмалӑх михӗ ӑшне шыв тулса ларчӗ, эпир ҫак хамӑра пӗтерме пултаракан михӗ ӑшӗнчен тухса ӳкес тесе, пӗр-пӗрне урасемпе тапма пуҫларӑмӑр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ыран пирӗн утравӑн кӑнтӑр ҫыранӗ патне каҫса ӳкес кӑмӑл пур, унтан Флор сӑмсахне, ҫак чапа тухнӑ Джексон акӑлчанӑн именине каймалла пулать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Е эпир ҫыран хӗррине ҫитсе ӳкес пулсан, ан тив, ҫав ҫынсем — манӑн вӗсен ятне те асӑнас килмест — майӑн 29-мӗш кунне, хӑйсем вилӗмрен ҫӑлӑннӑ куна, ҫулсеренех уяв туса асӑнччӑр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл хӑйӗн тӗлӗнтермелле фигурисене тунӑ хыҫҫӑн, аэродрома таврӑннӑ самантра вара эпир, ҫав ҫын патнелле тирӗнсе ӳкес пекех чупатпӑр, чи аслӑ пилотажа юратакансем, курӑк пекех ешӗлскерсем, кӑшт ҫеҫ тӑват ураланса шумаҫҫӗ вӗт.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ну, калӑпӑр, кушак та пулин чавса илтӗр, е, пӗрех хут, ӳкес, ҫапӑнас, аманас — ҫапах мӗн те пулсан асӑнмалӑх, ыратни тӳрленсен савӑнмалӑх, пулӗччӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пуҫӑмра темӗн шавлать те, анчах эпӗ хам ӳкес ҫуккине пӗлетӗп ӗнтӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл халь-халь кайса ӳкес пек туйӑнать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ площадка кӗтессине тӑтӑм, ҫӑмӑл аманас-тӑвас пулсан, каялла кайса ӳкес мар тесе, сулахай урапа чул ҫине тӗрентӗм, пӑртак малалла ӳпӗнтӗм.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ку хӑраса ӳкес ҫук, пӑрӑнас ҫук, тытӑҫуран пӑрӑнса каяс ҫук.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уншӑн кунта пурте — япаласем те, ҫынсем те тӑван пек ҫывӑх пулнӑ: кивӗ, куштӑрканӑ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа тӗссӗрленнӗ сӑран реглансем, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ унтӑсем тӑхӑннӑ, хӗвелпе пиҫнӗ; сассисем ҫӗтнӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем — тӑван; авиаци базин сӑмсана ҫуракан вичкӗн те тутлӑрах шӑрши ҫапнӑ сывлӑш, ӑшӑтакан моторсен кӗрлевӗпе тата вӗҫсе каякан самолётсем тикӗссӗн кӗрленӗ сасӑсемпе тулнӑ сывлӑш — тӑван; ҫулланса пӗтнӗ комбинезонсем тӑхӑннӑ, ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ техниксем; хӗвелпе бронза тӗслӗ пуличченех пиҫсе ларнӑ хаяр инструкторсем; метеорологи будкинчи хӗрлӗ питлӗ хӗрсем; команднӑй пункт ҫуртӗнчи кӑмакаран йӑсӑрланса тухакан кӑвак тӗтӗм; зуммерсем нӑйлатни тата телефонсем хыттӑн шӑнкӑртатни; фронта тухса каякансем «асӑнмалӑх» чиксе кайнипе столовӑйсенче кашӑксем ҫитменни; тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе ҫырнӑ «боевой листоксем», сывлӑшра хӗрсем ҫинчен шухӑшлакан ҫамрӑк лётчиксенчен тӑрӑхласа тунӑ карикатурӑсем; вӗҫмелли уйри самолёт кустӑрмисемпе урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ, шӑнса ларнӑ хӑмӑр тӗслӗ пылчӑк; тӑварлӑрах сӑмахсемпе тата авиаци терминӗсемпе хутӑштарнӑ хаваслӑ калаҫу — ҫаксем пурте уншӑн ҫывӑх, хӑнӑхнӑ япаласем пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫапах та госпитальте ӗҫлекенсем — пурте, унӑн шефӗнчен, наукӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ тата Верховнӑй Совет депутачӗ пулса тӑракан ҫынтан пуҫласа хуть те хӑш сиделкӑпа гардеробщица таранах, — ҫав пур ывӑнса ҫитнӗ, хӑш чух ҫурри выҫӑ, ураран ӳкес пек ӗшеннӗ, нихҫан та ҫывӑрса тӑранайман ҫынсем пурте хӑйсен учрежденинчи йӗркесене ҫав тери ҫине тӑрса, ҫирӗппӗн тытса пынӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак пӗҫерекен ҫӗртен тӳрех самолёт ҫунатти ҫине сиксе ӳкес тесе, Алексей малалла ыткӑнчӗ те сивӗ фюзеляж ҫине ҫапӑнччӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫул пӑрӑннӑ вырӑнсенче салтаксем ӳкес пекех тайӑннӑ.
24 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Эпӗ халех кайса ӳкес пекех туйӑнать.
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Акӑлчан е ытти чӗлхе хутлӑхне кӗрсе ӳкес тесе эпир хамӑр чӗлхене аркатса пыратпӑр.Пытаясь попасть в пространство английского или других языков, мы разрушаем свой язык.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Анчах ача кӗтнӗ вӑхӑтра шыҫӑ ӳсет пулсан, хырӑм ӳкес хӑрушлӑх пур.Но если во время беременности будет расти опухоль, то есть опасность выкидыша.
Ҫырусем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
25. Урасӑрскерсене, вӗсене хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳреҫҫӗ, ҫакӑ ӗнтӗ ҫынсене вӗсем ӑҫтиҫук ҫеҫ пулнине кӑтартса парать те; вӗсене ӗҫлесе тӑраканнисем те намӑса юлаҫҫӗ, 26. мӗншӗн тесессӗн вӗсем, ҫӗре ӳкес пулсан, хӑйсем тӗллӗн тӑраймаҫҫӗ; ҫавӑн пекех кам та пулин вӗсене тӳрӗ лартса хурас-тӑк, вӗсем хӑйсем тӗллӗн куҫаймаҫҫӗ, кам та пулсан тайӑлтарса тӑратас-тӑк, тӳрленсе тӑраймаҫҫӗ, анчах вӗсен умне, виле умне хунӑ пек, парнесем хураҫҫӗ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн ырӑлӑхне кӗтӗр, ӳкес мар тесессӗн Унран ан пӑрӑнӑр.ожидайте милости Его и не уклоняйтесь от Него, чтобы не упасть.
Сир 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Турӑ — пирӗн тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗмӗр, вӑй-хӑватӑмӑр, хӗн-инкекре пулӑшаканӗ, 3. ҫавӑнпа эпир ҫӗр кисренсе каяс пулсассӑн та, тусем тинӗс варрине ӳкес пулсассӑн та хӑрамӑпӑр.
Пс 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Соломон каланӑ: эхер те вӑл тӳрӗ ҫын пулса пурӑнас пулсассӑн, унӑн ҫӳҫ пӗрчийӗ те ҫӗре ӳкес ҫук; чееленме тӑрсассӑн — вилетех, тенӗ.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.