Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫченӗсене (тĕпĕ: ӗҫчен) more information about the word form can be found here.
Тӗрӗссипе, пӗчӗккисем те, аслӑраххисем те Росгварди ӗҫченӗсене ыйту хыҫҫӑн ыйту парса служба уйрӑмлӑхӗсемпе интересленнӗ.

Help to translate

Чи хастарринчен тӗслӗх илмелле // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11522-ch ... kh-ilmelle

Ман шутпа, «Ӗмӗрсен чиккинчи чӑваш чӗлхи» кӗнеке хаҫат-журнал, радиохыпарлавпа телекурав ӗҫченӗсене уйрӑмах кирлӗ.

Help to translate

Ӗмӗрсен чиккинчи улшӑнусем // Г.ФЕДОТОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 5 с.

Ҫакӑ медицина ӗҫченӗсене пациентсен электронлӑ картипе ӗҫлеме, территорисем хушшинчи центрсемпе тата республикӑри больницӑсемпе ҫыхӑнма май парать.

Help to translate

Ҫынсен сывлӑхӗ – чи кирли // Ю.Михайлов. http://kasalen.ru/2022/09/02/c%d1%8b%d0% ... %bb%d0%b8/

«Каҫал ен» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗркеленӗ ҫулленхи ӑмӑртӑва ирттерме пулӑшакансене: «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн, Хирти Явӑш тӗп шкулӗн, райпо коллективӗсене, Элпуҫ ял тӑрӑхӗн культура ӗҫченӗсене, спонсорсене — Комсомольски муниципалитет округӗн депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсене Ремис Мансурова, Василий Кокарева, «Надежда» суту-илӳ ҫурчӗн ертӳҫине Надежда Красновӑна чӗререн тав тӑватпӑр.

Help to translate

Старта тӑрса, хӑвӑрт чупса хаҫат парниллӗ пулчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81%d1%8 ... -%d0%bf-2/

Ҫак уяв пассажирсем турттарассине куллен тата талӑкӗпех тивӗҫтерсе тӑракан, экономикӑпа промышленноҫа тухӑҫлӑрах ӗҫлеме, ҫынсен куҫӑмлӑхӗпе пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме пулӑшакан мӗн пур ҫынна – водительсемпе диспетчерсене, автослесарьсемпе механиксене, автотранспорт предприятийӗсен ӗҫченӗсене – ӑшшӑн саламлама май паракан лайӑх мел.

Этот праздник – прекрасная возможность поздравить водителей, диспетчеров, автослесарей, механиков, сотрудников автотранспортных предприятий – всех, кто ежедневно и круглосуточно обеспечивает пассажирские перевозки, способствует эффективной работе экономики и промышленности, повышению мобильности и качества жизни людей.

Олег Николаев Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/30/ole ... nika-avtom

Хӑйсен ӗҫӗнче ҫитӗнӳсемпе палӑрнӑ райпо ӗҫченӗсене РФ потребительсен кооперацийӗ 190 ҫул тултарнине халалланӑ юбилейлӑ астӑвӑм медалӗсемпе чысларӗҫ.

Help to translate

Пуласлӑхалла пӑхса пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8872-pulasl- ... pa-tan-uta

Райадминистрацин ӗҫсен управленийӗн ӗҫӗсен управляющийӗ В.Александров райпо ӗҫченӗсене уявсем ячӗпе саламларӗ, малашне те палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫласа пыма сунчӗ.

Help to translate

Пуласлӑхалла пӑхса пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8872-pulasl- ... pa-tan-uta

Пысӑк тав сире ҫакӑншӑн!» - тенӗ Кристина Майнина массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсене.

Большое вам спасибо за это!» — сказала Кристина Майнина сотрудникам средств массовой информации.

Ӗҫтешӗмӗре саламлатпӑр, пӗрле савӑнатпӑр! // Эвелина Михайлова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9985-ctesh-m ... sav-natp-r

Хӑйӗн сӑмахне ҫилпе вӗҫтермен ертӳҫӗ ӗҫченӗсене вырӑна хурать.

Help to translate

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн указӗпе уйрӑм кил-ҫурта «кӑвак ҫулӑм» кӗртме, газ оборудованине туянма инвалидсемпе инвалид ача пур, нумай ачаллӑ ҫемьесене, пӗчӗк тупӑшлисене, «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнисене, тыл ӗҫченӗсене, вӑрҫӑ ачисене, Донецкпа Луганск Халӑх Республикисенче ятарлӑ операцисене хутшӑннисене компенсаци параҫҫӗ.

Help to translate

Газ кӗртме пулӑшаҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/gaz-kertme-pulashacce.html

Пирӗн районти ветерансен организацийӗн председателӗ «Тыл ӗҫченӗсене» стела авторне Владимир Шакрова ветерансен республикӑри Канашӗн Хисеп грамотипе чысларӗ.

Help to translate

Эстафетӑна канашсем пуҫларӗҫ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d1%8d%d1% ... 0%d1%80ec/

Канаш районӗн делегацийӗ малтанах Тӑвай сали ҫумӗнчи ҫӳллӗ ту ҫинче вырнаҫнӑ «Тыл ӗҫченӗсене» стела умне чечексем хучӗ.

Help to translate

Эстафетӑна канашсем пуҫларӗҫ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d1%8d%d1% ... 0%d1%80ec/

Вӗрентекенсем, ашшӗ-амӑшӗ, аслӑ ӑрури ҫывӑх ҫыннисем ҫамрӑксене иртнӗ вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартнӑ тыл ӗҫченӗсене ялан асра тытма, вӗсенчен йывӑр самантсене парӑнтарма тӗслӗх илме вӗрентме тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Хусан таврашӗнчи хӳтӗлев чиккине тӑвакансен тата мӗнпур тыл ӗҫченӗн паттӑрлӑхне ӗмӗр асӑмлӑ тума Тӑвайран Улянкӑ ялнелле тухса кайнӑ вырӑнта «Тыл ӗҫченӗсене» стела туса лартнӑ.

Help to translate

Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/

Вӑл ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсене тӗрӗслемеллипех тӗрӗслерӗ.

Help to translate

Ҫулсене вӑхӑтра тасатаҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/11/c%d1%83%d0 ... %d0%b0cce/

Тӑвай районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсене килсе курнӑшӑн пысӑк тав, пирӗн те вӗсем патне ҫитсе килес туртӑм пур.

Help to translate

Чӑваш Енри литература ҫул ҫӳревӗ // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%87a%d0 ... b5%d0%b2e/

Патшалӑхӑн бюджет тулашӗнчи фончӗсен ӗҫченӗсене тӳленипе пулакан тӑкаксем

Расходы на выплаты персоналу государственных внебюджетных фондов

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пурне те тивӗҫлӗ медицина страхованийӗн территори фончӗн 2019 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2020 тата 2021 ҫулсенчи тапхӑрти бюджечӗ ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 85 от 28.11.2019

Асӑннӑ мероприятисене йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑ «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат ӗҫченӗсене, тӗп тата ача-пӑча библиотекисенче ӗҫлекенсене тав тӑватпӑр, ҫӗнтерӳҫӗсене ӑшшӑн саламлатпӑр.

Help to translate

Трак енре «Туслӑх кӑшӑлӗ» вӑйӑ-юрӑ уявӗ иртрӗ // Виталий Михайлов-Чунтупай. https://chuvash.org/news/31952.html

Вӗсене — ял ӗҫченӗсене халалланисене, хӗрӳ юрату ҫинчен шӑрантарнисене, шӳтлесе те тӑрӑхласарах ҫырнисене, ача-пӑчана парнеленисене тата ыттисене те пӗр такӑнмасӑр каласа пама пултаратчӗ.

Help to translate

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Олег Николаев объект ҫинчи строительство ӗҫне кирлӗ пек шайра тӗрӗслесе тӑманнине те асӑрхаттарса хӑварнӑ кирлӗ пек служба ӗҫченӗсене.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Граждански урамӗнчи ӗҫсен производствин графикне пӑхӑнассине тивӗҫтерме ыйтнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/16/chav ... ecsen-proi

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed