Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫчен the word is in our database.
ӗҫчен (тĕпĕ: ӗҫчен) more information about the word form can be found here.
Тем чухлӗ курӑк ҫулса пӑрахрӗҫ пӗр кунта икӗ ӗҫчен.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ансӑртарах вырӑна такамӑн ӗҫчен алли вӑрӑм вӗрлӗксенчен каҫма хывнӑ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Платуна ывӑлӗ хуравлани ҫырлахтарчӗ пулмалла, вӑл ӗҫчен сасӑ ҫине куҫрӗ:

Help to translate

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ан тив, вӑл ӗҫчен те маттур хӗрарӑм пултӑр.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗнӗ кун килет — хӑйӗн вӑйне ӗҫчен ачасене парас хавалпа тӳпене ҫӗкленет.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ҫирӗплетсе панӑ янавар ферма хуҫалӑхӗнче чи итлекен вӑкӑрсенчен пӗри пулса тӑнине ҫамрӑк ӗҫчен кӑшт каярах курса ӗненнӗ.

Help to translate

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Венюк нумай шухӑшласа тӑмарӗ, тӳрех: — Ман савние Айӑна хӗр ҫумӗ тӑвар мар-и? Вӑл манпа пӗрле вӗренет, маттур, ӗҫчен хӗр пӗрчи. Ӑна эпӗ сирӗн туйӑр хыҫҫӑн кӑшт каярах качча илме хатӗрленетӗп, — тет.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫавӑн пек ӗҫчен те маттур каччӑна мӗнле хӗр ан юраттӑр!

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хулари пурӑнмалли вун-вун ҫурт, пысӑк лавккасем епле ҫуталса лараҫҫӗ, ҫынсене ӑшӑ та савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ хӗрӗн типтерлӗ те ӗҫчен аллине пула.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кӗҫӗнни, Унтри, маттур та ӗҫчен яш пулса ӳснӗ, урам урлӑ пурӑнакан Петӗр хӗрӗпе, Санькапа, пӗрлешнӗ.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ӗҫчен хӑнасене тарават кӗтсе илекен тӑван хулана кайӑксем вӗҫекен тӳперен сӑнаса тӑнӑ май, Ирина хӑчӗн пурнӑҫӗнчи чи ӗҫлӗ те хӗрӳллӗ вӑхӑтсем паянтан пуҫланасса шанчӗ-ӗненчӗ…

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл ҫирӗплетнӗ: — Ман хуҫа ӗҫчен

Help to translate

Фактпа справка // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 60 с.

Уҫӑ кӑмӑллӑ ӗҫчен хӗре темшӗн ҫутҫанталӑк сӑн-питрен кӳрентернӗ.

Help to translate

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫапла, ӗҫчен пулнӑччӗ, — сасӑпах каласа ячӗ Ваҫиле нумай шухӑшланипе.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ывӑлӗ ӗҫчен ӳсрӗ, ашшӗне килти ӗҫсенче савӑнсах пулӑшатчӗ, тимӗрҫӗ лаҫҫинче те тӑтӑшах пулатчӗ.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашкӑрӗсем пылчӑклӑ аттисемпе таптама, ҫуртсене сирпӗтме, ҫынсене вӗлерме Раҫҫей ҫӗрне тапӑннӑ Германи ӑҫта пулнине те пӗлмен ним айӑпсӑр, сӑваплӑ, ӗҫчен ҫемьене…

Help to translate

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ирсӗрскер ӗҫчен хӗрарӑм умӗнче, качака сухал пеккине малалла кӑнтса тӑчӗ, Атӑлҫи пикин хитре питӗнчен куҫне илеймерӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Арӑмӗн вара килӗшмелли ҫеҫ юлчӗ: хӑйӗн арҫыннисене — упӑшкипе икӗ ывӑлне, Толикпе Веньӑна, амӑшӗ, шанчӑклӑ та ӗҫчен Хвекла ҫине шанса хӑварчӗ те Хусанти ветеринари институчӗн студентки пулса тӑчӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӑкӑра халалласа, ӗҫчен алӑсене мухтаса сӑвӑ илемлӗн вуларӗ.

Help to translate

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Ӗҫчен ҫемье алӑ усса ларма юратманни тӳрех куҫа курӑнать.

Help to translate

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed