Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫре (тĕпĕ: ӗҫ) more information about the word form can be found here.
Уйрӑммӑнах пирӗн ӗҫре.

Help to translate

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ку вара чӑн-чӑн лотерея, мӗншӗн тесен опалсене тупас ӗҫре геологи нимӗн енчен те пулӑшма пултараймасть — вӗсем хӑйсем ҫинчен нимӗнле те пӗлтермеҫҫӗ.

И это чистая лотерея, так как геологическая наука в деле обнаружения опалов бесполезна – они никак не дают о себе знать.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Ӗҫре тата юратура ӑнӑҫу, лайӑх майсем тата лайӑх кӑмӑл парнелеме пултарӗ ку эрне.

Неделя может подарить успех в делах и в любви, хорошие возможности и отличное самочувствие.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Харпӑр пурнӑҫра, ӗҫре, пултарулӑхра ӑнӑҫу кӗтет.

Удача вас ждет и в личной жизни, и в работе, и в творчестве.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫре пуҫару кӑтартмалла, ҫӗнӗ опыт илмелле, анчах ытлашши ӑшталанмалла мар.

На работе вам необходимо проявлять инициативу и приобретать новый опыт, но нельзя поддаваться излишней суете.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сире ӗҫре ҫитӗнӳсем тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

Желаю вам успехов в работе и всего самого доброго!

Олег Николаев Финансист кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/09/08/ole ... finansista

Пурте вӑйӑсем, теттесем ҫинчен, ачасене воспитани парас ӗҫре вӗсен пӗлтерӗшӗ ҫинчен.

Все про игры, игрушки и их значение в воспитании детей.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне шкул ачисемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсен мӗнле кӗмелле? // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... le-3422528

Тӗлпулӑва «Терроризм - этемлӗхе хирӗҫ пыракан усал» Терроризмпа кӗрешес ӗҫре пӗрлехи куна халалланӑ.

Встреча была посвящена Дню солидарности в борьбе с терроризмом «Терроризм-зло против человечества».

Терроризм - этемлӗхе хирӗҫ пыракан усал // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/terrora-khir ... al-3417871

Ӗҫре ҫеҫ мар, культура пурнӑҫӗнче те ыттисемшӗн тӗслӗх пулнӑ вӑл.

Help to translate

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Ҫак яваплӑ ӗҫре вӑл тепӗр вунӑ ҫул, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен, чунне парса тӑрӑшать.

Help to translate

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Кӑҫал Педагог тата наставник ҫулӗ пулнӑ май вӗрентекенсене ачасене пӗлӳ парас ӗҫре татах та тӑрӑшуллӑрах вӑй хума ӑнӑҫу суннӑ.

Help to translate

Умра — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%83%d0%b ... %bb%d3%97/

Ӗҫре ҫӗнӗ майсем уҫӑлма пултарӗҫ, анчах сирӗн хӑвӑршӑн хаклине ҫухатас хӑрушлӑх пур.

На работе откроются новые способности, но вы рискуете потерять, что было дорого для вас.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫре сӑмах пама тӑхтӑр, уйрӑмах - вӑраха тӑсӑлакан килӗшӳсем пирки.

Отнеситесь с осторожностью к своим обещаниям, особенно заключение долгосрочных сделок.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вырӑс тухтӑрӗсем чирсемпе кӗрешес ӗҫре чӑн-чӑн паттӑрлӑх кӑтартнӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Халӑх хушшинче медицина пӗлӗвӗсене сарас ӗҫре кӗнекесем хӑватлӑ вӑй тесе шутланӑ тухтӑрсем.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Халӑха медицина пулӑшӑвӗ парас ӗҫре ҫитменлӗхсем кӗпӗрнери пур уессенче те пулнӑ, ҫавӑнпа земски тухтӑрӗсен 1882 ҫулта пулса иртнӗ V съезчӗ ятарласа ҫав ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

1880-мӗш ҫулсем пуҫламӑшӗнче дифтерит эпидемийӗ, 1890-мӗш ҫулсенче халер эпидемийӗ сарӑлса кайсан, вӗсене хирӗҫ крешес ӗҫре ҫав тухтӑрсем лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Дмитрий Алексеевич чирсемпе кӗрешес ӗҫре профилактика пысӑк вырӑн йышӑнать, тесе шутланӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

«Павлик Морозов» поэмипе «Телей ҫулӗ» юмахӗ, «Чапай», «Амӑшӗ», «Ҫӗнӗ пурнӑҫ калчисем», «Пирӗн костер», «Елкӑна чӗнни» сӑввисем ҫамрӑк ӑрӑва коммунизмла воспитани парас ӗҫре калама ҫук пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Help to translate

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Авал хӗн-асап тӳснӗ чӑвашсем ирӗккӗн сывласа янине, хресченсем пӗрлешӳллӗ ӗҫре тулли пурнӑҫпа пурӑнма тытӑннине, ҫынсен шухӑшӗ-кӑмӑлӗ те, ӑсӗ-тӑнӗ те улшӑнса ҫӗнелнине витӗмлӗн сӑнласа кӑтартнӑ автор.

Help to translate

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed