Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗненет (тĕпĕ: ӗнен) more information about the word form can be found here.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев регионта пурӑнакансенчен кашни республика аталанӑвне курса ӗненет, унӑн ҫитӗнӗвӗпе хавхаланса пурӑнни те куҫ кӗретех тесе палӑртса каланӑ.

Help to translate

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Актай мӗн илтнине ӗненет те, ӗненмест те.

Help to translate

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Венюк хӗрачан сӑмахне ӗненет те, ӗненмест те.

Help to translate

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫавӑнпа та Актай пиччӗшӗ чипер ҫын пуласса, вӑл килне ыррӑн таврӑнасса чунтан кӗтет, ӗненет.

Help to translate

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Турра ӗненет.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Стражник хӑй хутне кӗрсе Ҫтаппансене айӑпласса ним иккӗленмесӗр ӗненет вӑл.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Милицинчисем ун майлӑ, судйи те ун сӑмахне ӗненет.

Help to translate

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Вӑл хӑйӗн куҫӗсене ӗненет те, ӗненмест те.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӗненет те, ӗненмест те Ӑраман.

Help to translate

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Шывпа пылчӑк сиплӗ пулнине вӑл хӑй те ӗненет.

Help to translate

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл та ҫӑл хӑватне ӗненет пулас.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Халӗ пупсен ултавне сайра ҫын ӗненет.

Теперь редко кто верит обману попов.

Мӗнле ҫанталӑк пулассине малтанах пӗлтерни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫав хушӑрах вӑл ҫирӗппӗн ӗненет: ҫынсем вӑл ыйтнине тумасӑр тӑма пултараймаҫҫӗ.

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Оля шӑп ҫак вырӑнта тӑнине вӑл пӗтӗм чунтан ӗненет.

Help to translate

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ текех нихҫан та ҫӗкленеес ҫук, ура ҫине тӑма пултарас ҫук, тесе ҫирӗппӗн ӗненет.

Help to translate

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Каларӑм-ҫке, шанать вӑл ҫынна, ӗненет.

Help to translate

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӗр студент каччӑ чӑнах талантлӑ ҫын тесе шутлать, вӑл кирек мӗнле япала та ҫырма пултарасса ӗненмеллипех ӗненет пулмалла, апла тӑк мӗншӗн унӑн кӑмӑлне тивӗҫтерме тӑрӑшмалла мар?

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Шӑпчӑк та пирӗн пекех телее ӗненет, — нумайччен чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн каларӗ Алюнов.

Help to translate

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савнийӗ илтессе ӗненет вӑл.

Help to translate

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак йӑла-йӗркене кашни чӑваш мӗн пӗчӗкрен пӗлет, ӗненет, ахӑртнех, ҫавӑнпа чӑнах та хӑй урлӑ упӑшки виҫӗ хутчен каҫни те ҫуратаймасӑр тертленекен хӗрарӑма пулӑшнӑнах туйӑнать пулас.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed