Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлкӗрчӗ (тĕпĕ: ӗлкӗр) more information about the word form can be found here.
Ваҫиле аптраса ӳкрӗ, аллинчи хӗрне чутах ӳкеретчӗ, юрать Кулине пепкене тытса ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Ванюш, салам!» — тесе ҫырма ӗлкӗрчӗ, ҫавӑнтах лаша кӗтӗвӗ пек пӗри тепринчен йывӑртарах та йӳҫӗрех шухӑшсем пусса илчӗҫ те кӑранташ унӑн аллинчен тухса ӳкрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗр хӑйӗн шанчӑклӑ та сӑпайлӑ тусне Наҫтука хӑлхинчен пӑшӑлтатса калама ӗлкӗрчӗ:

Help to translate

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр самантлӑха кӑна, ҫур самантлӑха тесен те тӗрӗсрех-тӗр, вӗсен — кашкӑр амипе хӗрарӑмӑн куҫӗсем тӗл пулчӗҫ, ҫапах та Ваҫиле унӑн куҫӗсем ырӑ та йӑваш пулнине асӑрхаса ӗлкӗрчӗ, шеллесе те илчӗ: ара, амӑшӗ-ҫке вӑл, ачисем выҫӑ ун.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ялта ҫур кун кӑна хӑналанчӗ пулин те, юрӑ хывма ӗлкӗрчӗ вӑл.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫапах талпӑнса пӗр-икӗ утӑм тума ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Вӑл Ольӑна шӑппӑн кӑна калама ҫеҫ ӗлкӗрчӗ:

Help to translate

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Якур ун ҫутинче Васса ҫине пӑхса илме те ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анчах вӑл ун чухне хӑвӑрт сиссе ӗлкӗрчӗ, ӑна юридически ниепле те айӑплама май килмерӗ.

Help to translate

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле ӳкес мар тесе аран-аран тыткалама ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Упӑшки маларах ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл кӗнӗ тӗле Васса ашпа ҫӗрулми ӑшалама ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мӑнтарӑн Макар Кузьмичне тапӑнакансем тӗттӗм кӗтесселле тапса сикрӗҫ, анчах вӗсенчен пӗри ӑна тата тепӗр хут тута урлӑ питӗ хытӑ тӑхӑнтартма ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Хӑраса ӳкрӗ пулсан та, ҫӗрте выртакан хӑма татӑкне пӗшкӗнсе илме ӗлкӗрчӗ, хулӗ айне хӗстерсе чупрӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пӳрт кӑшкарне хӑпартса ӗлкӗрчӗ кӑна — вӑрҫӑ тухрӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Аликов сулӑнса кайрӗ, ҫапах та шыва ӳкмерӗ, юпаран ярса тытма ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

СУ начальникӗ хыҫҫӑн алӑк хупӑнма ӗлкӗрчӗ кӑна, хӗрарӑм-диспетчер кӑнтӑр енчи кантӑк патне васкаса пычӗ те уҫӑ форточкӑран тулалла кӑшкӑрчӗ:

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗр сехете яхӑн ҫеҫ лартӑм эпӗ вӗсемпе пӗрле, ҫав кӗске самантрах Елюк куҫҫуль тухиччен сивӗ сӑмахсем илтме ӗлкӗрчӗ пулсан, унччен мӗн чухлӗ илтнӗ-ши вӑл ун пек сӑмахсене, мӗн чухлӗ куҫҫуль тӑкнӑ-ши?

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗр ыйту татӑлнипе кӑшт савӑннӑскер пӳлӗмрен тухма та ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ, алӑка хупасси кӑна юлнӑччӗ.

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Шухӑш-туйӑм лӑпкӑ мар чух асӑрханарах утаймастӑн — Петр Васильевичсен тӗлне ҫитиччен Таранов пушмакӗсене пылчӑкпа варалама ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed