Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавна кура республикӑн вӑхӑтлӑх правителӗ, шыҫмак питӗнчи тачка ӳтне ҫав кунсенче самай хухтарма ӗлкӗрнӗскер; тӳмеллӗ атӑ кунчинчи ура хырӑмӗсене Наполеон пек вылянтарса, правительствӑн черетле ларӑвӗнче ҫӗршывра «политика тӗлӗшӗнчен ҫирӗп лару-тӑру» туса хуни ҫинчен пӗлтерсе хурать.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Прицельнӑй камери, пӗтӗм механизмӗ — пурте тӗлӗнмелле лайӑх, — пӗтӗм чун хавалӗпе мухтаса сӑмах хушрӗ хорунжий Чубов, икӗ котелок яшка ҫавӑрса хума ӗлкӗрнӗскер.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аникушка, пуринчен малтан ҫырса илме ӗлкӗрнӗскер, тетрадь варринчи хут листине татса илчӗ те пӗр чӑмакка туса хӗрес ҫакки ҫумне, хӗресӗнчен ҫӳлерехе, майлаштарса ҫыхса хучӗ.
6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унӑн аслӑ ывӑлӗ Петр (ӑна хуторта Петро тесе чӗнеҫҫӗ), ӗнтӗ авланма та ӗлкӗрнӗскер, амӑшӗ сӑнарлӑ пулнӑ: пысӑк мар каҫӑр сӑмсаллӑ, тулӑ улӑмӗ тӗслӗ ҫӳҫӗ чӑрсӑррӑн кӑтрашкаланса тӑрать; кӗҫӗнни, Григорий, ашшӗне хывнӑ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тӗлӗннипе шак хытса кайнӑ козаксем ун патнелле ыткӑнчӗҫ, анчах тухатмӑш, утне утланма ӗлкӗрнӗскер, ҫавӑнтах куҫран ҫухалчӗ.Изумившиеся козаки кинулись было на него; но колдун уже успел вскочить на коня и пропал из виду.
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Мӗнле калас, итог тӑвар-ха, хамӑра итог тӑвиччен, — шут тӑвать Яша пичче, каменщик сапунне салтса повар халатне тӑхӑнма ӗлкӗрнӗскер.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл хӑйне валли Володя хатӗрлесе хунӑ ҫутӑ пайӑркисем ӑшне путса, хӑйне те ҫав ҫутӑран е тата ҫутӑ ӑшӗнчи ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе вӗҫекен асамат кӗперӗ тӗслӗ тусан пӗрчисенчен тунӑ пек, ҫав тери ҫӑмӑл та черченкӗскер, чупса кӗчӗ те, чӗркуҫҫи ҫине ӳксе, Чудищӗн ытла та тискер пуҫне ҫинҫе аллисемпе ыталаса илчӗ, унӑн таса чунне тата ырӑ чӗрине юратма ӗлкӗрнӗскер, хрусталь пек янӑравлӑ, залӑн кашни кӗтессине ян каякан сасӑпа (ҫак сасса илтсен Володьӑн пырӗ кӑтӑкланма пуҫларӗ) кӑшкӑрса ячӗ:
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унталла пӑхать Егорушка, кунталла, анчах тӗлӗнмелле юрра ӑҫта юрланине ҫаплах ӑнланаймасть; каярахпа, тимлӗрех итлесе тӑрсан, ӑна ку юрра курӑк юрланӑ пек туйӑнма тытӑнчӗ; юрринче вӑл, ҫурма вилнӗскер, йӑлтах пӗтме ӗлкӗрнӗскер, такама сӑмахсӑр, анчах питӗ хурланса та чун-чӗреренех хӑй айӑплӑ марри ҫинчен, хӗвел ӑна ахалех ҫунтарса типӗтсе яни ҫинчен ӗнентересшӗн тӑрӑшать; вӑл чӑтма ҫук пурӑнас килни ҫинчен калать — вӑл ҫамрӑк-ҫке-ха, шӑрӑхпа типӗ ҫанталӑк мар пулсан, илемлӗх упранса ӳсмеллеччӗ; айӑпӗ ҫук унӑн, анчах вӑл пурпӗрех такамран каҫару ыйтать, ҫав вӑхӑтрах хӑйне тӳсмелле мар тунсӑхлӑ, ыратуллӑ, шел пулни ҫинчен тупа туса ӗнентерет…
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Лешӗ, аран-аран «виҫҫӗ» илсе хӑйӗн вырӑнне ларма ӗлкӗрнӗскер, ӑна чышкӑ кӑтартрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив