Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ӗнерех илсе килтӗм те, ҫукчӗ эс, — Левен сӑмах калама ӗлкӗриччен Терен тухса та шӑвать.
Каҫару // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Аслашшӗ ун-кун ҫӑвар уҫма ӗлкӗриччен Шӑнкӑрч та Вихтӗрпе пӗрле тухса вирхӗнет.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Петр Петрович хирӗҫлеме ӗлкӗриччен Зоя сӗрме купӑса шкапран кӑларнӑ та унӑн аллине тыттарнӑ.
5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Анчах ҫӑварне уҫма ӗлкӗриччен Костя ӑна аякӗнчен чӑмӑрӗпе тӑрӑнтарчӗ, Емелька сиксе пырса утланса ларчӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Михха вырӑнтан хускалма ӗлкӗриччен, икӗ крючник ӑна пиншак ҫухавинчен тытса ҫӗклерӗҫ те пукан ҫине лартрӗҫ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сасартӑк пӳлӗме икӗ патвар ҫын вашкӑртса кӗчӗҫ те Янашов тавҫӑрса сӑмах калама ӗлкӗриччен ун патне сиксе пычӗҫ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Хӗлип тӑна кӗме ӗлкӗриччен, Михха ӑна хӑйӗн чаплӑ тройкине, хӳхӗм кӗлине, карттусне, ҫутӑ сӑран аттине кӑларса пачӗ те виҫҫӗр тенкӗ укҫа тыттарчӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах кун ҫинчен юлашки сӑмахне калама ӗлкӗриччен куҫӗ умне сивлек те никама шеллемен пуп тухса тӑчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Мошков тата мӗн те пулин калама е кӑшкӑрма ӗлкӗриччен — ҫӑварне хӑй карттуснех тӗркелесе чикрӗҫ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӳрт кӗтессине ҫитсен, ӑна тепӗр ҫынни ярса тытрӗ те сасӑ кӑларма ӗлкӗриччен ҫӗре пӗтӗрсе ӳкерчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл сӑмах калама ӗлкӗриччен Анук ун умне чӗркуҫҫи ҫине ӳкрӗ те чун-чӗринчен йӑлӑнма тытӑнчӗ:
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лешӗ сасӑ пама ӗлкӗриччен, ӑна пӑвса пӑрахрӗ.
XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Куҫӗ тӗттӗме хӑнӑхса сӑнама ӗлкӗриччен ашшӗн сассине илтрӗ:
XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан ларма ӗлкӗриччен Матӗрне, тутӑр кӑларса, сак хӑмисене шӑлкаласа илчӗ.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах унта ҫитме ӗлкӗриччен курма тухнӑ хӗрарӑмсем ҫуйхашрӗҫ:
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах уҫҫӑн калама ӗлкӗриччен Лукарье каллех сиввӗн чӗнсе пӳлчӗ ӑна:
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Хирӗҫ тытӑр тетӗп! — татах астутарчӗ те Богданов лешӗ ним калама ӗлкӗриччен ӑна кӑкӑрӗнчен чышрӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Мӑн хырӑмлӑ хуҫапа ырхан хӗрарӑм еннелле пуҫ тайса: — Хӑйне шаннӑшӑн хура маска сире чӗререн тав тӑвать. Ан иккӗленӗр, ку Оглы сывлӑшне ҫавӑрма ӗлкӗриччен ҫӑпатине ҫӳлелле тӑратса выртӗ! — терӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Сывлӑшне ҫавӑрма ӗлкӗриччен икӗ урине ҫӳлелле тӑратса выртӗ!
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл тӑна кӗме ӗлкӗриччен ҫумӑр, витрине ӳпӗнтерсе, ун ҫине чашлаттарчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.