Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлкӗреймесен (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Хама урӑхла шухӑшлаттарма тӑрӑшнӑ пулсан та, мана тепӗр чух ҫакӑн пек туйӑнатчӗ: Звягинцев ҫӗнӗ, питӗ кирлӗ ӗҫе, хӑйӗн пурнӑҫӗн тӗп ӗҫне часрах тытӑнасшӑн мар васкать, вӑл темле пысӑк кукӑле валеҫнӗ ҫӗре ӗлкӗресшӗн ҫеҫ васкать — халӗ ун патне пымалли ҫулсем пуриншӗн те уҫӑ пулнӑ-ҫке, вӑхӑтра ӗлкӗреймесен ҫав кукӑле ыттисем унсӑрах ҫисе яма пултарнӑ.

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Маларах вилсе ӗлкӗреймесен…»

Help to translate

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йывӑҫа вӑхӑтра тиесе ӑсатма ӗлкӗреймесен — пӗтӗмпех пӗтме пултарать.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юрӗ, малтанхи кун килсе кайӑп, анчах, ӗлкӗреймесен, мана кӗтсе ан тӑрӑр, кӗнекере кӑтартнӑ градуса ҫитерӗр те пӑтӑ пӗҫерӗр ҫеҫ.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗлкӗреймесен Каруман пуҫне касать.

Help to translate

Яик шывӗ патне кайни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Анасене хӑвӑр сухалама ӗлкӗреймесен темиҫе ҫынна ҫурмалла пама пултаратӑр.

Help to translate

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑватӑ ҫын каҫ пуличчен пӑрахут — сулӑсене сӗтӗрекен пӗчӗк карап — патне ҫитсе ӳкмешкӗн хыпаланса утать; юхан шыв юшкӑнлансах ларнӑ темелле, ҫавӑнпа та ку рейс — чи юлашки, ун ҫине ӗлкӗреймесен терт-нуша — уйӑхлӑх: шӑлтӑр-шалтӑр сулӑ, чирлесси-мӗн, выҫлӑх.

Четыре человека спешили до наступления ночи попасть к пароходу, — маленькому, буксирующему плоты, судну; речная вода спала, и это был тот самый последний рейс, опоздать к которому равнялось целому месяцу странствования на убогом плоту, простуде и голодовкам.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.

— Хурахсемпе пӗрле ҫӳремен, анчах вӗсене пулӑшса пурӑннӑ, хӑшпӗр чухне пӗрле те хурахла ӗҫсем тунӑ преступниксене те кӗҫӗрӗх е, ӗлкӗреймесен, ыран ирех тытса пӗтермелле пирӗн.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хам тепле майпа ӗлкӗреймесен вара, ман карта уҫса хурӑр эппин.

Не откажите открыть мою карту при розыгрыше, если я сам, паче чаяния, не поспею.

ХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ӗлкӗреймесен тата лайӑхрах, — терӗ Ленька.

— А не поспеем, так еще лучше, — сказал Ленька.

XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Пӗччен ӗлкӗреймесен, кала, тата лаша кӳлччӗр.

Один не управишься, скажи, чтобы еще запрягали.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Пухса кӗме ӗлкӗреймесен мӗн пулать? — ыйтрӗ бригада начальникӗ.

— А не поспеют убрать, что тогда? — спросил начальник бригады.

XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ӗлкӗреймесен?

Help to translate

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӑрӑнма ӗлкӗреймесен, хӗлӗх пек тӑсӑл та, мӗн иртсе кайиччен хисеплесе кӗтсе тӑр вара.

А не успеешь свернуть, вытягивайся перед ним да почтительно жди, пока пройдет мимо.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Парашют сарӑлса кайма ӗлкӗреймесен

Если не успеет парашют раскрыться…

16. Парашютпа сикрӗм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Е сентябрӗн пӗрремӗшӗ тӗлне уҫӑлма ӗлкӗреймесен?

— А вдруг она не откроется первого сентября?

Маруся пӗрремӗш хут шкула пырать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Шоферсем пӑрса илме ӗлкӗреймесен, пырса ҫапӑнма та пултараҫҫӗ.

И если шофёры не угадают, врежутся машины одна в другую.

Щорс // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Лось шухӑшласа илчӗ (ӑнӗ лӑпкӑ та уҫӑмлӑ): тепӗр ҫеккунтран, — аппарат ӑна туртакан масса еннелле пырӗпе ҫаврӑнса ӗлкӗреймесен, — тепӗр ҫеккунтран — вилӗм…

Лось подумал (сознание было спокойное и ясное), — через секунду, — аппарат не успеет повернуть к притягивающей его массе горлом, — через секунду — смерть.

Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе пурте хӑратчӗҫ: сасартӑк пурне те туса ӗлкӗреймесен мӗн пулӗ?

Все минутами пугались: а вдруг не успеем всё сделать!

64 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Ӗлкӗреймесен, темӗнле укҫапа та пӗр татӑк ҫӑкӑр тупаймастӑн.

Опоздал — и ни за какие деньги куска хлеба не купишь.

Умӗн // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed