Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сухӑр юхтарма ӗлкӗреймен хыр пӗренисем тӗлнех килсе тухрӑн эс.
Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Сывлӑмпа типме ӗлкӗреймен курӑк чашлатса та вашлатса кӑна тӑрать.
Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ӑна вӑл алла илсе ӗлкӗреймен, тан мар ҫапӑҫура вилмеллех аманнӑ.
Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v
Хапха умӗнче — тапӑртатса тӑрса такӑрлатнӑ вырӑнта — шӑнма ӗлкӗреймен лаша тислӗкӗ пур.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Ҫав вӑхӑтра Петр Петрович ниепле те киле кӗрсе тухма ӗлкӗреймен: вӗсен килӗ хула хӗрринче, чугун ҫул станцийӗнчен инҫе мар ларнӑ.
2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Юлташсем асӑрхаса ӗлкӗреймен пулсан, йӑвансах каяттӑм пуль…
1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Ун чух ҫӑлтӑрсем те сӳнме ӗлкӗреймен, хӗвел тин кӑна хӗрелсе хӑпарнӑ.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
— Ҫав тери инҫетре вӗҫнӗ чухне эпӗ яланах Ҫӗр ҫинчен шухӑшлӑп, — тӗттӗмленсе ӗлкӗреймен хӗвеланӑҫнелле пӑхса калаҫрӗ Зоя.
Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
«Владимир Петрович пулчӗ, — тет. — Шупашкартан кайма ӗлкӗреймен пуль-ха вӑл, тупасчӗ ӑна», — тет…
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Юрать-ха, ун патне ҫитме ӗлкӗреймен вӑл, мӗншӗн тесен ҫанталӑк условийӗсем кансӗрленӗ, ҫула май ӑна полицейскисем тытса чарнӑ.
Пишпӳлек районӗнче мошенниксен схемине хутшӑннӑ курьера тытса чарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/pravo-tata-zakon ... rn-3642627
Хӗвелҫаврӑнӑш пуҫӗсене тирпейлӗн пуҫтарма та ӗлкӗреймен: пӗчӗкреххисем ҫаплах ларса юлнӑ, вӗсем тӑлӑххӑн ҫӗрелле усӑннӑ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑл велосипед ҫине утланчӗ те, хӗвел типӗтме ӗлкӗреймен ешӗл курӑк ҫине кукӑр-макӑр йӗрсем хӑварса, ял тӑрӑх вӗҫтерчӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Сан аҫу, мӗнле калас сана, хӑта, тепӗр улпутран улпут пулма пултарнӑ та, пулсах ӗлкӗреймен ҫав.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ман килес, — терӗ станцирен таврӑнса ҫурӑм ӑшшине хывма та ӗлкӗреймен Хумкка, ҫутӑран тӗттӗмрех пӳрте кӗнӗрен сӑмавар хыҫӗнче ларакан Ҫимуна тӳрех асӑрхамасӑр.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Юрать-ха, вӗсене пӗр-пӗр кукӑр алӑ ҫаклатса кайма ӗлкӗреймен.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Чӑннипе каласан, эпир вӑрҫа мӗнпур вӑя хуман та-ха, мӗнпур хӑвата сарса яма ӗлкӗреймен…
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Туйрӗ пулсан, нивушлӗ тухса тарма ӗлкӗреймен?
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан сирӗлес вырӑнне тата ҫывӑхрах та уҫҫӑнрах курӑнакан пулчӗ, «юратма та ӗлкӗреймен, ӳкӗнме те тытӑнтӑн-и?» тенӗн туйӑнчӗ.
XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ав, йӑрансен мӑкӑрӗсем пусӑрӑнма та ӗлкӗреймен.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Атӑл чаксан, ку утрав ҫине ҫӗршер ҫынна, кирлӗ пулсан, икӗ общинӑри мӗнпур халӑха хӑваласа анӗ те, ҫурхи шыв юхтарса кайма ӗлкӗреймен патак-шатаксене, йӑмра-хӑва тункатисене тасаттарӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.