Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑҫал кӑна-ха вӑл Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа регион шайӗнче иртнӗ оратор ӑсталӑхӗн конкурсӗнче призер пулса тӑнӑ.
Информаци тинӗсӗ тӑрӑх «Шкул карапӗ» пырать // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat
Ҫуркунне еннелле пӑр ҫинче Вӑрӑм Ура ӑсталӑхӗн ӑмӑртӑвӗнче ӑна ҫитекен пулмарӗ.
Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ырми-канми ӗҫӗр сире професси ӑсталӑхӗн чи ҫӳллӗ шайне ҫӗкленме пулӑшасса шанса тӑратӑп.Уверен, что добросовестный самоотверженный труд позволит вам достичь новых профессиональных высот.
Михаил Игнатьев Машинӑсем тӑвакансен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/09/24/news-3666750
Республикӑри юридици пӗрлӗхӗ малашне те професси ӑсталӑхӗн шайне ҫӳлте тытасса, ҫынсене саккун тата тӗрӗслӗх вӑйне ҫӗнентерме пултарассине, вӗсен пурнӑҫри ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса пама пулӑшассине, граждансен саккунлӑ прависемпе интересӗсене тивӗҫлӗ хӳтӗлессине шанатӑп.
Юрист кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/12/03/gla ... et-s-dnyom
Вулкан — римлянсен вутпа тимӗрҫӗ ӑсталӑхӗн турри; ӑна мӑлатукпа, хӗскӗчпе пӗрле ӳкернӗ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
1998 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти Олимп резервӗсен училищинче йывӑр атлетика уйрӑмне уҫрӑмӑр, 2002 ҫулта — республикӑри спорт ӑсталӑхӗн шкулӗнче.
Ӑста спортсмена хатӗрлеме вунӑ ҫул кирлӗ // Хыпар. «Хыпар», 72-73 №№, 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗ, 9 стр.
Ҫакӑ пирӗн медицина учрежденийӗсен, Чӑваш Ен медицина ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхӗн конкурентлӑхне тепӗр хут ҫирӗплетсе пани шутланать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Пуантализм енне сулӑнтӑм, — ӑсталӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене уҫать ӳнерҫӗ.
Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
Ахальтен мар Ирина Николаевна пӗлтӗр Пӗтӗм тӗнчери стоматологи ӑсталӑхӗн чемпионатӗнче Гран-при ҫӗнсе илчӗ.
«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Пирӗн клиникӑра хамӑрӑн стоматологи ӑсталӑхӗн академийӗ пур.
«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Ҫак компанин официаллӑ партнерӗ шутланнӑ май «Дент-а-мед» «Nobel Biocare» клиника ӑсталӑхӗн центрӗ пулса тӑнӑ.
«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Кашниех «Вожатӑй ӑсталӑхӗн шкулӗнче» вӗренсе сертификат илнӗ.Каждый обучившись "В школе вожатского мастерства" получил сертификат.
Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствине Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери предмет олимпиадисен, ҫавӑн пекех професси ӑсталӑхӗн олимпиадисен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене хатӗрленӗ педагогсем валли Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн премийӗсене туса хурас енӗпе сӗнӳсем хатӗрлеме хушатӑп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
- 1
- 2