Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑспа (тĕпĕ: ӑс) more information about the word form can be found here.
Эпӗ хамӑн ӑспа ҫапла шутлатӑп: йытта ӑна, ахаль каласан, ытларах мухтавшӑн тытма юрать…

Я так думаю, по простому моему разуму: собак больше для важности, так сказать, держать следует…

Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.

Корольпе чылай рыцарьсем, ӑспа тата чун аталанӑвӗпе нумай мала кайнӑскерсем, капла тискер наказани пани козак нацийӗ уншӑн ытларах тавӑрасси патне ҫеҫ илсе пырать тесе шутлани нимӗне те пӗлтермен.

Напрасно король и многие рыцари, просветленные умом и душой, представляли, что подобная жестокость наказаний может только разжечь мщение козацкой нации.

XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Кунти пек турӑ ҫынниех, сӑмахласса та кунти ҫынпа сӑмахланӑ пекex сӑмахлатӑн унпа; ҫапах та чӗре патӗнчи… сӑмаха каласси патне, ҫитсен куратӑн: ҫук! ӑслӑ ҫынсем, анчах сана кирлисем мар! ҫакан пек ҫынсемех, анчах сана кирлисем мар! ҫук, тӑвансем, вырӑс чунӗ юратнӑ пек юратма, ӑспа е мӗнпе те пулин урӑххипе мар, турӑ панипе мӗн-пурӗпе, хӑвӑн ӑшӑнта пуррипе мӗн-пурӗпе юратма-а!.. пултараймаҫҫӗ!» тет Тарас; вӑл аллине сулать, кӑвакарнӑ пуҫне силлесе илет, мӑйӑхне хускатса малалла калать:

Также божий человек, и разговоришься с ним, как с своим; а как дойдет до того, чтобы поведать сердечное слово, — видишь: нет, умные люди, да не те; такие же люди, да не те! Нет, братцы, так любить, как русская душа, — любить не то чтобы умом или чем другим, а всем, чем дал бог, что ни есть в тебе, а… — сказал Тарас, и махнул рукой, и потряс седою головою, и усом моргнул, и сказал:

IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Тӑшмана вӑйпа ҫӗнме пултарайманни ӑспа ҫӗнет.

Кто не может одолеть врага силой, тот может победить его разумом.

Шапа, ҫӗлен тата краб ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Хӑшпӗр юмахсем вӑйли вӑйсӑртараххине ҫӗнтернипе пӗтеҫҫӗ пулсан, ытти юмахӗсем вара сӗмсӗр вӑя ӑспа, пӗр-пӗрне пулӑшнипе ҫӗнтерме вӗрентеҫҫӗ.

И если в некоторых сказках мы видим, как сильный одолевает слабого, то другие учат побеждать грубую силу разумом и дружеской взаимопомощью.

Инди юмахӗсем // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ ӑспа пурӑнаҫҫӗ, кашнин алли хӑй майлӑ ӗҫлет.

В разных местах живут по-разному, у каждого рука работает по-своему.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

— Эпӗ ӑспа каланӑ сӑмахсене юрататӑп.

Я люблю разумные доводы.

XXVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Анчах тӗрӗс сывлӑхлӑ ӑспа тӑрать пулсан, эпӗ вара ухмаха тухнӑ курӑнать.

— Но если он в здравом уме, значит, это я сумасшедший.

ХХII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Капитан ҫавӑнтах тӑрса, ӑспа пӑтрашнӑ ҫын пек вывеска ҫине пӑхрӗ.

Капитан стоял и смотрел на вывеску как помешанный.

II сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ӑспа виҫсе шайланнӑ сивӗ, сӳрӗклӗ пессимизма вӗсем патӗнче курма ҫук…

А холодного, рассудочного и пассивного пессимизма у них не встретишь…

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах — аюк! — ҫак сивкайӑк, хӑйӗн вӑйне пӑртак ӑспа хутӑштарсан, дисциплинӑлатсан, тата инкеклӗрех пулӗ.

Но — ax! — будет еще хуже, когда этот зверь к своей силе прикопит немножко ума и дисциплинирует ее!

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кунта вара ӑна, кӑвик-кӑвакарчӑна, ярса та тытӗҫ — хайхи чӑн-чӑннисем, чӑн тивӗҫлисем, пурнӑҫра чӑн-чӑн штатлӑ хуҫа пулма пултараканнисем… пурнӑҫа, патакпа мар, перопа мар, пӳрнепе тӗллесе ӑспа тытакансем: — Мӗнле, ӗшентӗр-им, господа? — тейӗҫ.

Тут его, голубчика, и поимают настоящие, достойные люди, те настоящие люди, которые могут… действительными штатскими хозяевами жизни быть… которые будут жизнью править не палкой, не пером, а пальцем да умом: — Что, скажут, устали, господа?

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

 — Ку вӑл Тянь, пирӗн ӑспа тумалли ӗҫ мар, хысна ӗҫӗ.

— Это, старина Тянь, не нашего ума дело. Это дело казенное.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пур-тӑк эсӗ тавралӑхра, пур-тӑк эсӗ ӑспа та, чунпа та капашма май ҫук виҫесӗр инҫетлӗхре — эппин, пурӑнатӑн эсӗ, ҫут тӗнчен чи пӗлтерӗшлӗ те чи мӑн хаваллӑ, ҫирӗп тӗвви — этем.

Help to translate

Тӗвӗ // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шухӑшсем пуҫран хӑйсемех шуса тухчӑр тесе, малтан хам ӑспа виҫсе пӑхас терӗм.

Я хотел сперва своим умом пораскинуть, чтобы мысли сами выползли из головы.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Акӑ, куратӑп эп, хреснатте лайӑх калаҫать… яланах ӗҫ ҫинчен… яланах ӑспа

Вижу вот я, что крестный говорит… дело всё… и умно…

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пурнӑҫри ҫитӗнӗве вӑл, ӑспа мар, чӗрепе илерех паратчӗ…

И в жизни он брал успех не умом, а сердцем больше…

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Акӑ мӗнле вӑл — ӑспа пурӑнасси!

Вот как надо, по разуму-то!

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Анчах ӑспа шеллес пулать…

Только нужно с разумом жалеть…

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫапах та, тӗлӗнмелле ҫивӗч ӑспа та хастарлӑхпа кӗрешес пулсан та, эсӗ вӗсене ҫӗнтерейӗн-ши?

Но, проявив чудеса проницательности и доблести, одержишь ли ты победу?

IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed