Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун телейне пула, хӑйне ҫумӑр пусса илнӗ вырӑнтан инҫетрех мар ҫынсем шыв ӑсма пӑрахнӑ шӑтӑк-шатӑк тӑрӑллӑ пусӑ пулчӗ.
XVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Верка витре илчӗ те шыв ӑсма кайрӗ.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Вӗсем виҫҫӗн шыв ӑсма кайрӗҫ.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Пӗрре карчӑк айлӑма, шурлӑх патне шыв ӑсма кайрӗ, Тӑрнашка та ун хыҫҫӑн.
Тӑрнашка // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 27–28 с.
Карчӑк ӗне сума каять — Тӑрнашка та унпа, карчӑк пахчана каять — Тӑрнашка та ун хыҫҫӑн чупать, колхоз уй-хирне ӗҫлеме кайсан та, шыв ӑсма кайсан та ун хыҫҫӑн чупать.
Тӑрнашка // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 27–28 с.
Аякра, юр вӗҫтерсе хӗве-хӗве лартнӑ ҫӗрте, пӳртсенче шӑши куҫӗ пек ҫутӑсем сӳнеҫҫӗ, ҫӑл тараси чӗриклетет, шыв ӑсма пынӑ хӗрарӑмсем пӗр-пӗрне уҫӑ сасӑпа кӑшкӑрса чӗнеҫҫӗ, ҫул тӑрӑх ерипен пыракан утӑ тиенӗ ҫуна тупанӗсем йынӑшаҫҫӗ, лав ҫул хӗррине шӑлса пыни курӑнать, таҫта малта пӗкӗ ҫинче шӑнкӑрав хуллен тинкӗлтетет — ун сасси хрусталь сасси пек таса.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ял шӑпланса пычӗ, тахӑшӗ ҫеҫ, аташса каннӑ сурӑхне шыраса, ӗнтрӗкре: «Ма-шу-ня! Ма-шу-ня!» — тесе йыхӑрать, юнашарти тӑкӑрлӑкра пусӑ тараси вӑрӑммӑн чӗриклетсе илчӗ, сӑнчӑр чӑнкӑртатрӗ, шыва путнӑ витре ланкӑртатса тулчӗ; ҫул тӑрӑх кӑштӑртатса утни илтӗнчӗ — шыв ӑсма ватӑ ҫын тухрӗ пулмалла; алӑк хӑлтлатса хупӑнчӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Аксинья шыв ӑсма пикенсе витрине ӳкерчӗ.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫамрӑкскер, тет, пӗр хӗрарӑм Ҫӗрле кайрӗ шыв ӑсма…
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Шыв ӑсма янӑ салтак мотор капотне уҫнӑ грузовик патӗнчи икӗ салтакпа сӑмахласа тӑрать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Каҫсерен тӗлӗкре тӗкӗр пек чӗркӗмӗл кӳллисем курать: йывӑр кӗмӗл шӗвекӗ кӳлӗ хӗррипе танах йӑлтӑртатать, чӗркӗмӗле витри-витрипе ӑсма пулать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Аялта выртакан Назарка ҫавӑнтах пуҫне васкаса ҫӗклерӗ те: — Шыв ӑсма каяҫҫӗ пуль, — терӗ.Назарка, лежавший внизу, тотчас же торопливо поднял голову и заметил: — За водой, должно, идут.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Тем пекех ӗҫес килет, анчах шыв ӑсма тӑрса каяймастӑп.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫыран хӗррине эпир ӗҫмелли шыв ӑсма ҫеҫ тухкаларӑмӑр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Каҫхине Ҫӑрттан мучи пӗр лав утӑ тиесе килсен ӑйӑрӗсене шӑварма шутланӑ, вара вӑл шыв ӑсма тӑнӑ та витре темле ҫемҫе япалана пырса лекнине туйнӑ.
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сана аннӳ пӑр ҫинче, вак умӗнче ҫуратнӑ пулӗ-ха — шыв ӑсма кайнӑ та, ӑнсӑртран пӑр ҫинчех ҫуратса пӑрахнӑ; ҫавӑнпа санран ӗмӗр тӑршшӗпе сивӗ перет.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ватлӑх енне сулӑннӑ кил хуҫи ун урлӑ ҫырмана шыв ӑсма ҫӳрет, пахчара купӑста, хӑяр, помидор шӑварать.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.