Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланать (тĕпĕ: ӑнлан) more information about the word form can be found here.
Вӗсен пичӗ ҫинчи кашни хусканӑвах ӑнланать вӑл.

Help to translate

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мустай мӑкӑртатса, кӑштах ятлаҫса: «Юртӑпа… юртӑпа пӗр тикӗс пыр ҫул варрипе», «Кӑшт хытӑрах», «Ха! Унталла-кунталла пӑхма юрать-и ун пек?» тенине лаша йӑлтах ӑнланать пек.

Help to translate

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫав «пӗри» камне те ӑнланнӑҫем ӑнланать халь Якур.

Help to translate

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Герой кулленхи хирӗҫӳсене лайӑх курать, ӑнланать, йывӑрлӑхсемпе кӗрешме чӗнет («Ҫӑлтӑрсем шӑранса выртаҫҫӗ», «Уҫланкӑра», «Рэнди Брюс», «Ҫилсем алхасаҫҫӗ»).

Help to translate

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Хӑйӗнчен, ыттисенчен те ҫирӗп ыйтакан мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗ малалла аталанас тесен пурнӑҫ таппипе тан пулмаллине, ҫӗнӗлӗхсене ӑса хывмаллине лайӑх ӑнланать

Help to translate

Ӳсӗмсен вӑрттӑнлӑхӗ – ҫӗнӗлӗхсене алла илнинче // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/y%d1%81e%d0 ... %bd%d1%87/

Василий Николаевич ҫакна лайӑх ӑнланать, ҫавӑнпа малашне те тӑван ялшӑн ҫӗнӗ пуҫарусем тума хатӗр.

Help to translate

Ӑҫта вӑл Чӑваш Кӑлаткӑ ялӗ? Кам вӑл Курак Иванӗ? // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... an-3388969

Вӑл мана савать, ӑнланать

Help to translate

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Чӑваш Ен ҫыннисен те, паллах, влаҫ тӗлӗшпе кӑмӑлсӑрлӑх ҫук мар-тӑр, анчах митингсем тӑрӑх сулланса ҫӳренипе пурнӑҫ лайӑхланасса шанни вырӑнсӑррине кашниех ӑнланать.

Help to translate

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Тӗнчери йӗркелӗхе тата тӗрӗслӗхе шанчӑклӑн хӳтӗлес тесен хальхи йывӑрлӑхсем умӗнче пултаруллӑ шухӑш-тӗллев тавра пӗрлешни мӗн тери кирлине паян пирӗнтен кашниех лайӑх ӑнланать.

Help to translate

Раҫҫей кунӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри 12 шкул ачине паспорт парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/13/racc ... kolaev-res

Техникӑпа наука ҫитӗнӗвӗсемпе усӑ курма ҫине тӑрса вӗренни, пӗлӳпе туллин, творчествӑлла усӑ курни — ҫапла ӑнланать хальхи ҫын хастарлӑх тенине.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Тӗнчери йӗркелӗхе тата тӗрӗслӗхе шанчӑклӑн хӳтӗлес тесен хальхи йывӑрлӑхсем умӗнче пултаруллӑ шухӑш-тӗллев тавра пӗрлешни мӗн тери кирлине паян пирӗнтен кашниех лайӑх ӑнланать.

Сегодня каждый из нас четко осознает, насколько важно единение перед лицом современных вызовов вокруг созидательных идей, чтобы защитить порядок и справедливость в мире.

Олег Николаев Раҫҫей кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/12/gla ... ev-pozdrav

— Йӑлтах ӑнланать тейӗн!

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Текех эпӗ ун пирки урӑхла шухӑшланине ӑнланать пулас та вӑл, ҫавӑнпа тӳрре тухма, хӑйӗн ятне-шывне ҫӗклеме тӑрӑшрӗ пулас:

Help to translate

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ахӑртнех, вӑл канашлура хӑй Пруткина тивӗҫсӗр пӳлнине ӑнланать те ҫавӑнпа халь аванмарланса кайрӗ, тӳрех ним те калаймарӗ.

Help to translate

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавна май пуҫлӑх хайхи Мӗтрие ӑнланмасть мар, ӑнланать.

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Арлашкин обкома мӗншӗн ҫыру ҫырнине ӑнланать вӑл.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шутсӑр лайӑх ӑнланать, ухмах ҫын мар.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫакна Петр Васильевич ӑнланать: «Ҫӗр памаллах сана — эс ӑна хӗсӗр вырттарас ҫук», — тет.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӗр хуҫи ака ӗҫӗсене шутлӑ кунсенче, ырана хӑвармасӑр пурнӑҫлама ӗлкӗрмеллине лайӑх ӑнланать.

Help to translate

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Диалектсем хушшинчи уйрӑмлӑх пирӗн пысӑк мар: кирек хӑш вырӑнта пурӑнакан чӑваш та пӗр-пӗрне ҫӑмӑллӑнах ӑнланать.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed