Шырав
Шырав ĕçĕ:
Никам ӑмсанса пӑхнине те йышӑнмӗ вӑл текех.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Ӑмсанса сӑнарӗ вӑл ҫав тӗнчене ҫывӑх ачана.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Паҫӑр митингра сирӗн ҫине ӑмсанса пӑхса тӑтӑм.
XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ӑмсанса пӑхаттӑмӑр Ҫтаппан ҫине.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Пирӗн хушӑра урӑхларах ҫынсем те, пурнӑҫа илемлетекен ҫирӗп чун-чӗреллӗ чипер ҫынсем те пур, — ӑмсанса каларӗ Герасим Федотович.
16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
«Ку пӑрчӑкан хӗр ҫӑмӑлттай та айван хӗр ваҫка!» — пӗр тарӑхса, пӗр ӑмсанса шухӑшларӗ Герасим Федотович.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Юрату яланах куҫ умӗнче йӑлтӑртатса тӑтӑр, юратӑва ытти ҫынсем те ӑмсанса пӑхчӑр.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
«Эх, мӗн тери телейлӗ пуль кун упӑшки! — чӗри хӗсӗнсе ыратмаллах ӑмсанса илчӗ каллех Савантер.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пуян хӗрарӑм ҫине ӑмсанса пӑхса илчӗ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пурте сан ҫине ӑмсанса ҫеҫ пӑхӗҫ.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ула ута утланса Еркинейӗ ташлатать, Пӗтем пухӑ ӑмсанса Ӑна килне ӑсатать.
VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
«Юратаҫҫех пулас ҫав ӑна рабочисем, кур-ха еплерех пӑхаҫҫӗ ун ҫине. Хӗрсем кӑна мар, арҫын ачисем те кӑмӑллаҫҫӗ курӑнать. Вӑт шельма ачи, ик-виҫӗ уйӑх хушшинчех хӑй майлӑ ҫавӑрчӗ ҫамрӑксене», — те ҫилленсе, те ӑмсанса пӑхса юлчӗ ун хыҫҫӑн Владимир Сергеевич.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ав, ҫӗнӗ мастер пачах та урӑх сывлӑшпа сывлать пулас, — рабочисем патне васкакан Ревлен Петровича темӗнле ӑмсанса пӑхса юлчӗ Владимир Сергеевич.
3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ҫӳретӗп вара тӑлӑххӑн, телейлӗ мӑшӑрсене ӑмсанса.
3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Хӑй сисмесӗрех хаш-ш сывласа илчӗ хӗрача, хӗп-хӗрлӗ сӑмсисене нӑшӑклаттарса пыракан савӑнӑҫлӑ ачасем ҫине ӑмсанса пӑхса.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Хӑй хушӑран Лена ҫине вӑрттӑн пӑхкаларӗ, вӑр-вар ҫаврӑнакан хӗре ӑшӗнче ӑмсанса илчӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Салам, юлташ сывӑ-и! — кӑшкӑрчӗ вӑл боец пилотки ҫине пӗрре хӗпӗртесе, тепре ӑмсанса пӑхса.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пушӑ вӑхӑтсенче Виктор яланах рабочисем пурӑнакан вырӑнсенче уткаласа ҫӳренӗ, тӑмран тунӑ мунча пек пӗчӗк те лутра пӳртсем ҫине: «Эх, мӗншӗн эпӗ ҫавӑн пек тайлӑк та начар кил-ҫуртра ҫуралман-ши!..» — тесе ӑмсанса пӑхнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
«Эх, ҫав Макар хӑйӗн пахча ҫӗрне мана сутса ярсанччӗ — мӗнешкел лайӑх пулнӑ пулӗччӗ! Хӑй вӑл пур пӗрех сад ӗҫӗпе аппаланмасть, ҫӗре усӑсӑр вырттарать, улмуҫҫийӗсене те мулкачсем кӑшласа пӗтереҫҫӗ, карти-хури япӑхран пахча ҫимӗҫне те сыснасемпе качакасем тустараҫҫӗ. Маначчӗ ҫав ҫӗре!» — ӑмсанса шухӑшларӗ Лавр, вӑрттӑн ӗмӗтне никама пӗлтермесӗр.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Пурӑнаҫҫӗ те иккен ҫынсем! — ӑмсанса шухӑшларӗ чухӑн студент.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.