Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӑҫта the word is in our database.
Ӑҫта (тĕпĕ: ӑҫта) more information about the word form can be found here.
Чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн, «савнӑ тусӗпе пакӑлтатса тӑрансан, вӑл хӑйӗн пӳлӗмне кӗчӗ те выртрӗ — ҫывӑрма мар, ҫывӑрма ир-ха, ӑҫта унта, сакӑр сехет ҫурӑ кӑна-ха, ҫук, хывӑнман та вӑл — ахаль ҫеҫ, вулама ҫеҫ, выртнӑ.

После чаю, поболтавши с миленьким, пришла она в свою комнату и прилегла, — не спать, спать еще рано, куда же, только еще половина девятого, нет, она еще не раздевалась, — а только так, легла читать.

XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫапла калаҫса татӑлӑпӑр вара, ыран ӑҫта та пулин инҫерех кайса пӑхам.

Вот и хочу поехать завтра подальше…

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Ӑҫта кун какайӗ?

А где же мясо?

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Мастерскойра ун ҫинчен виҫӗ кун пӗлмен, вӑл ӑҫта ҫӗтнине те тавҫӑрса илеймен.

В мастерской три дня ничего не знали о ее судьбе и не могли придумать, куда она пропала.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ хам вӗсене пӗлетӗп хуть, вӗсене ӑҫта вуланине астӑватӑп эпӗ.

Я-то их знаю, да, я помню, откуда я их вычитал.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӑҫта Верочка?

Где Верочка?

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӑҫта пурӑнать вӑл хӗрарӑм?

Где живет эта дама?

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сирӗн «тусӑмҫӑм» ӑҫта вара?

А ваш друг где же?

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тепӗр темиҫе минутран сывмар Марья Алексевна Федьӑна кӑшкӑрчӗ: «Кала аппуна, вӗсен калаҫӑвӗ мана ҫывӑрма памасть, — ан чӑрмантарӑр мана, кайччӑр ӑҫта та пулин аяккарах. Тата ҫепӗҫрех кала, Дмитрий Сергеича ан кӳрентер: куратӑн-и, епле тӑрӑшать вӑл саншӑн».

Через несколько минут больная Марья Алексевна кликнула Федю: «Скажи сестре, что их разговор не дает мне уснуть; пусть уйдут куда подальше, чтоб не мешали. Да скажи хорошенько, чтобы не обидеть Дмитрия Сергеича: видишь, он какой заботливый о тебе».

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Е хӑш чухне Верочка ҫине пачах та пӑхмасть, ӑҫта лекнӗ, ҫавӑнталла пӑхать, е хӑш чухне ун ҫине ҫав тери тӳлеккӗн пӑхать, пӗр туйӑм та ҫук, курӑнсах тӑрать: Верочка ҫине вӑл сума сунӑран кӑна пӑхать, хӑй вӑл ҫураҫнӑ хӗрӗн парнисем ҫинчен шухӑшлать, — ун куҫӗсем Михаил Иванычӑнни пек хаваслӑн ҫуталса каймаҫҫӗ.

Или иной раз вовсе не глядит на Верочку, а так куда-нибудь глядит, куда случится, или иной раз глядит на нее, так просто в лицо ей глядит, да так бесчувственно, что сейчас видно: смотрит на нее только из учтивости, а сам думает о невестином приданом, — глаза у него не разгораются, как у Михаила Иваныча.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— «Ӑҫта васкатӑр эсир, Михаил Иваныч?» —

— Куда же вы, Михаил Иваныч?

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах эпӗ сире асӑрхаттаратӑп: эсир театрта, урамра, е ӑҫта та пулин ман пата пыма хӑятӑр пулсан, — эпӗ сире питрен ҫупатӑп.

Но я предупреждаю вас: если вы осмелитесь подойти ко мне в театре, на улице, где-нибудь, — я даю вам пощечину.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӑҫта кайса кӗмелле-ха манӑн, тусӑм? — терӗ вӑл.

— А куда же мне деваться, миленький мой?

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӑҫта та пулсан ҫаврӑннӑ ҫӗрте пӑрлак ҫӗр ҫине пырса лексен вара, унӑн, мӗскӗнӗн, вӑй-халӗ ҫитмест.

А как только напорется на целину где-нибудь на повороте, так у него, у бедного, силенок и не хватает.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Пит ҫӑвас вӑхӑта ҫывӑрса ирттертӗм эпӗ, Варюха, ӑҫта та пулсан ҫул ҫинче ҫӑвӑп.

— Проспал я свое умывание, Варюха, где-нибудь дорогой умоюсь.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӗттӗмре ӑҫта кайӑпӑр-ха эпир? — терӗ Давыдов тарӑхса.

Ну куда мы среди ночи поедем? — сказал с досадою Давыдов.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Варька ӑҫта?

А где же Варька?

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫӗрле ӑҫта пултӑн эсӗ?

— Ты где была ночью?

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ унӑн кашни утӑмне сӑнаса тӑнӑ; ӑҫта ҫӳрет вӑл, ӑҫта каять, — эп йӑлтах пӗлнӗ…

Каждый шаг его мне был известный; куда он пошел, куда поехал — я все знал…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӑҫта та пулин хыт хура ӑшӗнчен хӑвса кӑларать те ҫав мулкача, ҫырмана тарса пытанма памасӑр, хуса ҫитсе вӑрӑм пушӑпа ҫапса ҫурать е утпа таптаса вӗлерет.

Выгонит где-нибудь из бурьяна этого зайчишку, отожмет от буерака, догонит и либо арапником засечет, либо конем стопчет.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed