Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳхе the word is in our database.
ҫӳхе (тĕпĕ: ҫӳхе) more information about the word form can be found here.
«Ҫӳхе» сӑмах та, пуринчен ытла тата «типӗтнӗ пулли» пире питӗ хурлантаратчӗ, шухӑшлаттаратчӗ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пилӗк-ултӑ ҫул маларах эпир вулакансенчен час-часах ҫакӑн пек ӳпкевлӗ сӑмахсем илтеттӗмӗр: чӑваш писателӗсен кӗнекисем типӗтнӗ пулӑ пек питӗ ҫӳхе, пӗрре тытса вуламалӑх кӑна, тетчӗҫ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Хӑй пушмакне углепластикран (хӑш чухне кӗленчепластикран) тӑваҫҫӗ, шал енчен тир евӗрлӗ материалтан (е микрофибрӑран) тунӑ 1-2 мм ҫӳхе сий вырнаҫтараҫҫӗ, вӑл урана сӗртӗннине ҫемҫетме тивӗҫ.

Сам ботинок изготавливается из углепластика (иногда из стеклопластика) с тонкой прослойкой 1-2 мм кожзаменителя (или микрофибры) на внутренней поверхности, для смягчения соприкосновения с ногой.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Ҫӳхе, чечеклӗ тутӑрне майралла ҫавӑрса ҫыхнӑ.

Help to translate

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хамӑр ҫинчен мар, вӑрҫӑри юр ҫинче выртакан ҫӳхе шинеллӗ салтаксем ҫинчен шухӑшлатпӑр, ҫавсене хӗрхенетпӗр.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сцена ҫине ҫӳхе хӑмасенчен тунӑ пысӑк мар ещӗксем купаласа хунӑ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Шартлама сивӗре ҫӳхе шинель вӗҫҫӗн юр ҫинче выртса тӑшманпа нумаях ҫапӑҫаймӑн.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӳхе юр кӑнтӑрлана ирӗлчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура та ҫӳхе куҫ харшийӗсем пӗркеленчӗҫ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Ӑнсӑртран урамра тепре тӗл пулсан, паллайӑп-ши?.. — пӗр самант куҫне хупса ларнӑ хӗр, уҫса хунӑ кӗнеки ҫинчен мансах кайса. — Кӑтра ҫӳҫлӗ, ҫӳхе хура куҫ харшиллӗ. — Кӗтсе ларма хушрӗ-ха. Килет-и, ҫук-и — курӑпӑр. Ятне ыйтмаллаччӗ иккен», — сумкинчен пӗчӗк тӗкӗр кӑларса, хӑй ҫине пӑхса илнӗ Роза.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗветӗр, тепӗр хут ҫывӑрса каяс тесе, пуҫ ҫийӗнченех ҫӳхе утиялпа витӗнчӗ, анчах, куҫа хупсан та, ҫиҫӗм ҫути шарах шӑтарать.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ытла та ҫӳхе пыршӑллӑ курӑнать, тӳсеймӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗрӗллӗ ҫӳхе пир кӗпе тӑхӑнчӗ, урине вуникӗ пушӑтран тунӑ ҫӗн ҫӑпатине сырчӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юнашарах мӑйӑхлӑ та сухаллӑ, ҫине ҫӳхе пиншак тӑхӑннӑ, сӑран атӑллӑ ҫамрӑк утса пырать.

Help to translate

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Укҫа енчӗкӗ ытла та ҫӳхе лекнипе шартах сикрӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӳхе ҫуртан ҫулӑмӗ питӗ черченкӗ.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Тӗттӗмленсен амӑшӗ хӑй ытамӗнче ӑшӑнса сӗнк пулнӑ ачана йӑтса илсе ҫӗклерӗ те кравать хӗррине вырттарса кунӗпе тусан тӑрӑх утса ҫӳренӗ урине ӑшӑ шывпа ҫуса ячӗ, пиртен ҫӗленӗ кӗпипе йӗммине хывтарса кравать ҫине вырттарчӗ, унтан ҫӳхе шӑналӑкпа витсе ячӗ.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Пӗчӗк ҫӳхе тути те, пысӑк мар тӳрӗ сӑмси ҫак кунчченех хӗрлӗх кунӗсен ҫамрӑклӑхне упраҫҫӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кӗркури хӗре ыталарӗ, пӑч ҫаврака ҫӳхе тутинчен икӗ хут чуп туса илчӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫӳхе кӗпеллӗ, виҫ кӗтеслӗ тутӑр ҫыхнӑ хӗрсем хӑйсене шывпа пӗрӗхтеркелесе илеҫҫӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed