Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ахах та ҫӳретчӗ.
Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.
Маларах ӑна хӑйне тахҫантанпах канӑҫ паман плансемпе фантазисем хавхалантарчӗҫ, Давид ун чухне тӑтӑшах мастерскойсем тӑрӑх пӑхкаласа ҫӳретчӗ, халӗ ак, пушӑрах вӑхӑтсенче вӑл дормиторти вырӑнӗ ҫинче кӑна пӗр-пӗччен йӑваланса выртрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Федораш урай тӑрӑх упаленсе ҫӳретчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Трактор ҫинче пуртӑ та, пӑчӑкӑ та ҫӳретчӗ.
Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc
Утӑ капанӗсемпе утӑ урисем хушшинче ҫӗрӗпех аташса ҫӳретчӗ пулӗ Ҫтаппан, Правлени ҫуртне вутӑ хутма пынӑ Униҫҫе ӑна тимӗр турчӑкапа уринчен тӗксе вӑратса ячӗ:
Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.
Ман пекех чухӑнччӗ: симӗс тӗслӗ ҫитса кӗпепе, шурӑ ҫӑм тӑлапа ҫӑпата сырса ҫӳретчӗ.
XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пазухин Левашовсем патне час-часах пианина калама ҫӳретчӗ, икӗ каччӑ вара чиркӳ юррисем, гимнсем калас вырӑнне, ытларах «светски» музыкӑпа вӑхӑта ирттеретчӗҫ, хальхи политика ҫинчен нумай калаҫатчӗҫ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Симӗс кӗпепе, ҫӑпатапа ҫӳретчӗ.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Телейлӗ мӑшӑр сехечӗ-сехечӗпе Атӑл хӗрринче ҫӳретчӗ, Юрату ҫыранӗ хӗррине пырса тӑрса, йӑлӑм вӑрманӗ ҫинчи каҫхи шуҫӑм ҫутине чунтан киленсе сӑнатчӗ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Вӑл, хӗрӗхелле ҫывхарнӑ кӗрнеклӗ хӗрарӑм, парник рамисене уҫса ҫӳретчӗ, пире курсан, ӗҫлеме чарӑнчӗ те аллисене чӗр ҫиттипе шӑлса тасатрӗ.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Унӑн пӗчӗк кӗреҫи талисман пек ялан ҫурӑмӗ хыҫӗнче ҫакӑнса ҫӳретчӗ.
Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.
Вӗсен хушшинче Шуркассинчи Кичаева бригадинче ҫеҫ 2-3 ҫамрӑкрах хӗрарӑм ҫӳретчӗ, ыттисем йӑлтах ватӑсемччӗ.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Анук тавра явӑнса ҫӳретчӗ вӑл.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Халь ҫеҫ Хветуҫ ҫинчен шухӑшласа ҫӳретчӗ.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Ӗлӗк ӑна Парамун йӑтса ҫӳретчӗ те, халь Хветӗр те аран кӑна ҫӗклемелле.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Колхоз ун чухне пӗрремӗш автомашина туяннӑччӗ, унпа Коля ятлӑ шофер ҫӳретчӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Вӗсем патӗнче пӗр хӗрача чупса ҫӳретчӗ.
Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Княҫпа окольничий киличчен кӑна-ха Шигалей ҫунатланса ҫеҫ ҫӳретчӗ, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте шӳт тӑватчӗ, пуринпе те кӑмӑллӑн калаҫатчӗ.
12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӑйне хӗненӗшӗн Иливан мӑрсана нумай вӑхӑт хушши каҫармастчӗ пулӗ, нумай вӑхӑт хушши ӑна тавӑрма сӑлтав шыраса ҫӳретчӗ пулӗ, анчах ҫав вӑхӑталла Сӗве хӗрринче чылай чаплӑ ӗҫсем пулса иртрӗҫ, каччӑ ҫилленӗвӗ хӑй тӗллӗнех манӑҫа юлчӗ.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑл пире юри чаплӑ княҫсем патне илсе ҫӳретчӗ.
7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.