Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шуйттан Ҫӳлхуҫана хуравласа каланӑ: эпӗ ҫӗр ҫинче ҫӳрерӗм, пӗтӗм ҫӗре ҫӳресе ҫаврӑнтӑм, тенӗ.И отвечал сатана Господу и сказал: я ходил по земле и обошел ее.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫак кунсенче Эпӗ яланах сире курӑнса ҫӳрерӗм, анчах эпӗ ӗҫмен те, ҫимен те, сирӗн куҫӑра ҫеҫ ҫавӑн пек курӑннӑ.19. Все дни я был видим вами; но я не ел и не пил,-- только взорам вашим представлялось это.
Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ эмелҫӗсем патне ҫӳрерӗм, анчах вӗсем мана усӑ кӳреймерӗҫ.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ, Товит, хам ӗмӗрӗм тӑршшӗпех чӑнлӑхпа тӗрӗслӗх ҫулӗпе ҫӳрерӗм, 3. хампа пӗрле Ассири ҫӗрӗнчи Ниневи хулине пынӑ тӑванӑмсене, хамӑн халӑхӑма эпӗ нумай ырӑлӑх турӑм.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫак сӑмахсене илтсессӗн, эпӗ лартӑм та йӗрсе ятӑм, темиҫе кун хуйхӑрса ҫӳрерӗм, типӗ тытрӑм, ҫӳлти Турра кӗлтурӑм, 5. ӗнтӗ ҫапла каларӑм: эй тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ, аслӑ та хӑрушӑ Турӑ!
Неем 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа мана тӳрӗлӗхӗме кура тавӑрса пачӗ, аллӑм тасине кура тавӑрса пачӗ мана: 22. эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе ҫӳрерӗм, хамӑн Туррӑм умӗнче усал ҫын пулмарӑм; 23. умӑмрах Унӑн пӗтӗм ӳкӗчӗ, эпӗ Унӑн йӗркисенчен пӑрӑнмарӑм, 24. Унӑн умӗнче айӑпсӑр пултӑм, ҫылӑха кӗресрен сыхлантӑм.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Самуил пӗтӗм Израиле ҫапла каланӑ: акӑ эпӗ, эсир мана мӗн каланине итлесе, сире валли патша лартрӑм, 2. акӑ ӗнтӗ патша сирӗн умӑрта ҫӳрет; эпӗ вара ватӑлтӑм, кӑвакартӑм; манӑн ывӑлӑмсем те сирӗнпе пӗрле; эпӗ ҫамрӑклӑхӑмран пуҫласа паянхи кунчченех сирӗн умӑрта ҫӳрерӗм; 3. акӑ вӑл эпӗ; эхер те эпӗ камран та пулин вӑкӑрне илнӗ пулсассӑн, ашакне илнӗ пулсассӑн, кама та пулин кӳрентернӗ, хӗсӗрленӗ пулсассӑн, камран та пулин парне илсе унӑн тавӑҫне курмӑш тунӑ пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа умӗнче тата Вӑл ҫу сӗрнӗ ҫын умӗнче мана хирӗҫ кӳнтелӗр, — эпӗ сире каялла тавӑрса парӑп, тенӗ.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Руфь] хӑй кам патӗнче ӗҫлесе ҫӳренине хунямӑшне каласа кӑтартнӑ: эпӗ паян Вооз ятлӑ ҫын патӗнче ӗҫлесе ҫӳрерӗм, тенӗ.
Руфь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5-6. Эпӗ сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр иккенне пӗлтермешкӗн сире хӗрӗх ҫул пушхир тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, сирӗн ҫийӗрти тумтирӗр те кивелмерӗ, санӑн урунти ура сыррийӗ те ҫӗтӗлмерӗ; эсир ҫӑкӑр та ҫимерӗр, эрехпе ҫиккер те ӗҫмерӗр.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Таврӑнсан пӗр-икӗ уйӑх туяпа ҫӳрерӗм.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№