Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрӗнчен (тĕпĕ: ҫӗр) more information about the word form can be found here.
Рур облаҫӗн демографи аталанӑвӗ унӑн федераллӑ ҫӗрӗнчен уйрӑлса тӑрать.

Демографическое развитие Рурской области отличается от такового её федеральной земли.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Унта пӗр кимӗ, Атӑл вӑта ҫӗрӗнчен иртсе, ҫыран хӗрринелле ҫул тытрӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах чӑваш ҫӗрӗнчен урӑх пӗр конверт та килмерӗ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Магелланӑн паруслӑ пилӗк карапӗ Европа ҫӗрӗнчен (Испанирен) уйӑрӑлса, Кӑнтӑр Америкӑн ҫыранӗсем патнелле кайнӑ, Глобус тӑрӑх Магелланӑн ҫулне кӑтартӑр.

Пять парусных кораблей Магеллана отплыли от берегов Европы (из Испании) и направились к берегам Южной Америки.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шатра Кӗркурийӗ, Чӑваш ҫӗрӗнчен чӗрӗк ӗмӗр каярах Пушкӑрт ҫӗршывне куҫса кайнӑскер, Шупашкара уява килет те хула ҫав тери ӳссе кайнӑран ӗлӗкхи урамсене те, тӑванӗсемпе тусӗсене те тупаймасть.

Help to translate

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

Ҫак маттур ҫарпуҫӗ ертсе пынипе чӑвашсем тӑшмансене ҫӗнтерсе тӑкнӑ, хӑйсен ҫӗрӗнчен хуса кӑларнӑ, инҫете-инҫете хӑваласа кайнӑ.

Help to translate

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Атӑл урлӑ каҫсан тепӗр кунне ман пата чӑвашсен аякри ҫӗрӗнчен, кӑнтӑр енчен, пӗр хӗр сиктерсе ҫитнӗччӗ.

Help to translate

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗксӗк чунлӑ патша чӑваш ҫӗрӗнчен тухса кайсанах вӗсем пӑлханма тытӑннӑ, вӑйпутсене вӗлерсе пӗтернӗ.

Help to translate

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл хӑй ҫарне чӑваш ҫӗрӗнчен илсе кайман, чӑвашсене хӑйсен тӗнне манма, ясак тӳлесе пурӑнма хушнӑ.

Help to translate

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пирӗн турхансемпе мӑрсасем Хусан ханне ниепле те хӑйсен ҫӗрӗнчен хуса ярайман.

Help to translate

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хырлапа Кӗтне хушшинчен те — авалхи чӑваш паттӑрӗсен ҫӗрӗнчен те — ман пата хыпарҫӑсем пыркаларӗҫ.

Help to translate

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

34 ҫул каялла, 1989 ҫулхи февралӗн 15-мӗшӗнче, совет ҫарӗсен юлашки колонни Афган ҫӗрӗнчен тухнӑ.

Help to translate

Аса илӳсенче – Афган вӑрҫи // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%b0%d1%8 ... %ab%d0%b8/

Ҫук, таврари ялсенчен, пӗтӗм чӑваш ҫӗрӗнчен пухнӑ пуль ку чечексене…

Help to translate

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Сан патна вӑл вырӑс ҫӗрӗнчен тарса пынӑ.

Help to translate

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку сотник та пушӑлла таврӑнасшӑн мар курӑнать тӑшман ҫӗрӗнчен, хӑйне валли е пӗр-пӗр боярин валли темиҫе ҫын та пулин илсе ҫитересшӗн.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ман ҫарта халь ҫӗр пин ҫын ытла; вырӑс ҫӗрӗнчен кашнин пӗрер ҫын илсе килес пулсан сан ҫӗрӳ мӗн тери инкек курать, манӑн ҫӗр мӗн тери услам курать?

Help to translate

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пинӗ-пинӗпе хӑваласа килмелле вӗсене вырӑс ҫӗрӗнчен

Help to translate

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Танук-нойона та кайма вӑхӑт, анчах та чунӗпе сисрӗ пӑлхар ҫӗрӗнчен пӑрахса кайсан ун ҫинчен шурӑ шуйттанран хӑраса тарчӗ тесе калӗҫ.

Help to translate

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӑлхарсене юратан пулсан хӑвӑн ҫарна салатса яр та, ху Пӑлхар ҫӗрӗнчен тухса кай.

Help to translate

Ҫыру // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тепӗр тесен, пӗр талӑкран вӑл Мирамбо ҫӗрӗнчен тата ӑна пӑхӑнакан хутлӑхсенчен инҫетре пуласса шанать, ҫавӑнпа та ҫула май тӗл пулакан ялсенче пурӑнакансемпе хутшӑнма-туслашма май килетех-тӗр.

Впрочем, он надеялся за сутки быть далеко от владений и протекторатов Мирамбо, так что не исключалась возможность войти в сношения с жителями попутных селений.

ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed