Шырав
Шырав ĕçĕ:
Андрей, шухӑшласа илсе, ӑна урайне пӑрахрӗ, пуҫне ҫӗклерӗ те, кӗтмен ҫӗртен, нӳхреп алӑкӗ патӗнче полк командирӗ тӑнине курчӗ; ун хыҫӗнче Петя Уралецпа тата такам ҫӗлӗкӗсем ҫинчи юра силлесе тӑраҫҫӗ.
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӑйсен аллисемпе ҫеҫенхире ҫӗнетекенсем патӗнче пулма Кондратьев юратать; вӗсен ӗҫне урасемпе вӑйлӑн пуснӑ пиншер кӗреҫесем сухаласа пӑрахнӑ нӳрлӗ те йӑлтӑркка хура тӑпра ӑшне кӗнине те; хӗрарӑмсем, алтса хунӑ шӑтӑксем умне чӗркуҫленсе ларса, ҫип пек ҫинҫе хура тымарсене тӑрӑшса тӳрлетнипе, йывӑҫсем яштака ӳсчӗр тесе, туратсене ирте-ирте пӑрахнине те; ҫеҫенхир тӑрӑх сарӑрах йывӑҫ тӗмисене тиенӗ лавсем вӗҫӗ-хӗррисӗр иртсе пынине те; тӗмесем хыҫӗнче лавҫӑсен ҫӗлӗкӗсем мӗлтлетсе пынине те ҫывӑхран курма аван та кӑмӑллӑ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫӗлӗкӗсем ҫине телефон наушникӗсем тӑхӑнтартнӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӳме-карта урлӑ ҫӗмӗртсен шурӑ та сиреньсен кӗрен-кӑвак ҫӗлӗкӗсем урамалла ҫӑп-ҫӑран усӑна-усӑна аннӑ.Из-за заборов густо и низко свешивались на улицу белые шапки черемухи и лиловые — сирени.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тата ҫивӗчрех куракансем ҫав «ҫарта» вырӑс салтакӗсене куртӑмӑр тесе те шантарчӗҫ, ҫӗлӗкӗсем лапсӑркка иккен вӗсен.
XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вара пӑр пек таса пӗлӗт ҫинче, вокзалӑн, пасарӑн леш енче, манчжур ҫӗлӗкӗсем пек пысӑк та хура курак йӑвиллӗ, ҫара туратлӑ йывӑҫсем витӗр пилеш пек хӗрлӗ шурӑмпуҫ нумайччен хӗрелсе тӑрать.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӗсем лапсӑркка манчжур ҫӗлӗкӗсем тӑхӑннӑ, хулпуҫҫи ҫине шинель ҫакнӑ, кӑкӑрӗсем ҫинче георгиевски хӗрессем.
XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949